Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +10.0 °C
От любви есть только одно средство: любить еще больше.
(Генри Торо)
 

Аçтахар Плотников: 2018-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

Аçтахар Плотников31.12.2018 18:422787 просмотров

Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен…

Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр.

Чӑваш халӑх сайчӗн кӑҫалхи чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххине» электронлӑлатас ӗҫе пуҫарни. Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне пурӗ 8 том кӗртрӗмӗр — 7, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17. 17-мӗшпе сайт, сӑмах май, паян пуянланчӗ. Ытти томсем те ҫывӑх вӑхӑтра унта лекӗҫ тесе шантаратпӑр. Сӑмахран, 9-мӗш тома туса ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май ку ӗҫӗн (эпир ӑна Ашмаринӑн юбилейӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн) ҫурри пулнӑ та теме май пур.

Унсӑрӑн пуҫне эпир чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисемпе пӗрле Михаил Иванович Скворцовӑн вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине пуҫартӑмӑр. Шел те, ку ӗҫ эпир шаннӑ пек пымарӗ, паянхи кун тӗлне 41 пин патнелле ҫеҫ пухма пултартӑмӑр. Ҫавах та ку ӗҫе пӑрахмӑпӑр, вӗҫне ҫитеретпӗрех.

Кӑҫал эпир Чӑваш Республикин карттине ҫӗнетсе кӑларма мехел ҫитертӗмӗр. Вӑл чӑн та малтанхинчен сумлӑрах пулчӗ — ялсене шырас меле лайӑхлатрӑмӑр, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсене кӗртрӗмӗр. Кӑларасса та пысӑкрах тиражпа пичетлерӗмӗр, хутне те лайӑххине суйларӑмӑр. Вӑл чӑн та кашни киле саланасса шанса тӑратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫулталӑк вӗҫнелле, эпир тепӗр икӗ укҫа конверчӗ пичетлесе кӑлартӑмӑр — «Саламлатпӑр» тата «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ячӗпе». Ҫапла май эпир хатӗрленӗ укҫа конверчӗсен тӗсӗ тӑххӑра ҫитрӗ. Тӗплӗнрех вӗсем пирки ҫӗнӗ ҫулта хыпарлӑпӑр.

МИХсене чӑвашларах тума пулӑшас енӗпе кӑҫал эпир ятарлӑ семинар ирттертӗмӗр — унта кӳршӗллӗ тӑрӑхсенчи журналистсем те ҫитнӗччӗ. Унсӑр пуҫне эпир «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн спонсорӗ пулса ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тивӗҫтертӗмӗр. Пирӗн парнесем ачасене те вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене те килӗшрӗ пуль тесе шутлатпӑр.

Ытти тӗлӗшпе пысӑках ҫитӗнӳсем пулмарӗҫ — ӗҫсем майӗпен шурӗҫ ҫеҫ. Чӑваш чӗлхин ик чӗлхеллӗ корпусӗн калӑпӑшӗ майӗпен ӳссе пычӗ, орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн базине пуянлатрӑмӑр, электронлӑ вулавӑша темиҫе хайлав хушӑнчӗ тата ытти те. Вӗсенче ӳсӗм пысӑках мар пулин те ҫавах кӑштах та пулин вӗсене валли вӑхӑт уйӑркаларӑмӑр.

Ҫитес ҫул илес пулсан плансене тӳрех пӗлтерер мар пулӗ. Тӑвас-йӗркелес шухӑшсем чылай. Турри пулӑшсан вӗсем те пурнӑҫа кӗрӗҫех тесе шутлатпӑр.

2018 ҫул, паллах, пулӑшакансемсӗр иртмерӗ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшакансем те пулчӗҫ, канаш-сӗнӳ паракансем те. Вӗсене пурне те эпир чун-чӗререн тав тӑватпӑр, сирӗн ӗҫӗр-хӗлӗр те килес ҫул ӑнӑҫлӑ ҫулпа пырасса шанса тӑратпӑр. Тав сире!

Чӑваш халӑх сайчӗ малалла пӗтӗм вӑй-хӑватпа аталантӑрччӗ! Ҫапла пултӑрччӗ!

 

Комментарии:

Dfcbkbq // 3037.37.7759
2018-12-31 22:31
Мухтанмалли нумаях мар çав, çитес çул мĕн кăтартĕ
Людмила Жукова // 1819.89.0663
2019-01-12 14:33
Сайтри хыпарсене кашни кунах вулатӑп.Тавах.Сирӗнтен Ҫӗнӗ ҫулта ҫӗнӗ хыпарсем кӗтетпӗр.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org