Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.0 °C
Единственным двигателем прогресса является желание.
(Сергей Прокопенко)
 

Аçтахар Плотников: «Кумаляк» тӗпчеме хистет

Аçтахар Плотников13.02.2018 16:44938 просмотров

Тинех пулчӗ! «Пятерочка» лавкка чӑвашланчӗ. Ку куҫарусене гуманитари институтӗнче ҫулталӑк каяллах хатӗрлесе панӑччӗ. Вӑхӑт иртсе пынӑ май (саккаслаканӗ — ҫав лавккасем валли пӳлӗмсене хатӗрлекен организаци) сайт ятӗнчен ҫыру та ҫырасшӑнччӗ — вӗсене хатӗрлесе панӑ куҫарусемпе хӑҫан усӑ курӗҫ-ши тесе ыйтасшӑнччӗ. Куҫарусемпе районта уҫакан лавккасенче кӑна усӑ курасси те шиклентеретчӗ. Ак халӗ вара, ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла куҫарусем тинех пурнӑҫа кӗнӗ иккен.

Савӑнмалла кӑна. «Пятерочка» хуҫисене ырӑ сӑмахпа асӑнмалла, мухтамалла. Кам та пулин ҫак ӗҫе тӑваех пуль тетӗп. Унсӑрӑн хамӑра хисеплеме те кирлӗ мар.

Халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнсем ҫине «Пӑтӑ, кумаляк» ҫырни лекнӗ. Шӑп ҫак сӑн самай калаҫу пуҫарчӗ те. Пурне те «кумаляк» сӑмах мӗне пӗлтерни кӑсӑклантара пуҫларӗ. «Кумаляк» маншӑн тутарла пек илтӗнет», — текенни те тупӑнчӗ. Ку сӑмах чылайӑшне интереслентерсе янӑран ун пирки пӗчӗк тӗпчев ирттерес терӗм.

«Хлопья» тенӗ чухне, паллах, сӑмах «овсяные хлопья» пирки пырать. Ун куҫарӑвӗ М.И.Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарта та пур: «сӗлӗ ирӗшӗ». Анчах «сӗлӗ ирӗшӗ» вӑл ҫимелли япала мар, ҫӳп-ҫап, авӑртнӑ чухне ҫилпе вӗҫсе каяканскер. «Ирӗш» сӑмахӗ хӑй вара «ир» ӗҫхӗлтен пулнӑ. Вӑл «нимӗр ту, тӳ, тапта, лапчӑт, вӗтет» синонимсемпе пӗр килет. «Ирӗш» сӑмахӑн синонимӗсем — «сӑсӑл», «хывӑх», «арпа». Анчах тепӗр хут асӑрхаттарар: ку япала вӑл ҫӳп-ҫап шутланать; «отруби»-пе пӗр тан. Хаҫат-журналсенче те ку сӑмахпа выльӑха тӑрантарни пирки ҫырнӑ чухне кӑна усӑ курнӑ.

«Хлопья» сӑмах валли тепӗр сӑмах пур — «хӑрпӑк». «Куҫ хӑрпӑкӗ», «юр хӑрпӑкӗ»… Анчах куҫарнӑ чухне унпа усӑ курма май килмен. Сӑлтавӗсем: илемсӗр илтӗнни, хайхи апат-ҫимӗҫпе пӗр килменни, «шӑрпӑкпа» та пӑтраштарма май пурри. Сӑмах май, «хлопья» сӑмаха куҫарнӑ чухне чылай хаҫат-журнал «хӑрпӑк»-па усӑ курать. Тӗслӗхсене илсе кӑтартмӑпӑр, Google шыравҫӑран ыйтсан вӑл сире пӗтӗмпех тупса парӗ.

Куҫару ӗҫӗнче хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пур. Вырӑсларан чӑвашла тӑлмачланӑ чухне куҫаруҫӑн япалана тӑван чӗлхепе сӑнласа пама тӑрӑшмалла. Вырӑс куҫӗпе мар, тӑван халӑхӗннипе пӑхмалла. «Ирӗш» сӑмах пур-ха, анчах ӑна выльӑха параҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккара усӑ курма майсӑр. «Хӑрпӑк»-ӑн ҫитменлӗхӗсене маларах асӑннӑччӗ. Ҫапла май вара юрӑхлӑрах сӑмах кирли пулса тухать. Нейтраллӑскер. Куҫаруҫӑ вара унашкал сӑмах шутӗнче «кумаляк» тупнӑ.

Мӗн-ха вӑл «кумаляк»? Паллах, нимӗнле тутар сӑмахӗ те мар вӑл. Хамӑр чӗлхере усӑ курӑнать пулсан — вӑл чӑваш сӑмахех. Ашмаринӑн сӑмах пуххинче те пур. «Кумаляк», «комаляк», «кумолек», «кумаля», «комалюк» варианчӗсене илсе панӑ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Авалхи пӗлтерӗшӗ — пӑтӑ пӗҫернӗ чухне пулакан чӑмаккасем, кумккасем. Леш, хайхи, ирӗлсе пӗтеймен, чӑмарккаланнӑ пӑтӑ пайӗсем. Ҫиелтен пӑхсан «комок» сӑмахран пулнӑ пек туйӑнать, анчах темле иккеленӳллӗ. Тӗслӗхсене Чӑвашри тӗрлӗ тӑрӑхра ҫырса илнине кура пушшех те иккеленӳллӗ. Егоровӑн этимологи сӑмахсарне уҫса пӑхсан вара вӑл чӑн-чӑн чӑваш сӑмахӗ пулнине куратпӑр:

КУМАЛЯК, КУМАЛЯ «комочек», «неразмешанные комочки муки» (в киселе, в тесте), «шарик», «катышек»; азерб. кома «комья», «куча»; уйг. домулак; узб. думалок, юмалок, к. карп. думалак, ног. тымалак, казах. домалак, томалак, башк. тумалак «круглый», «шарообразный»; «клубок», «комок», «шарик»; кирг., казах. кумалак «катышек»; «шарик овечьего или верблюжьего помёта»; ср. ст. слав. «гомоля», др. русск. гомола «ком», «катышек».

Пирӗн чӗлхере тухса ӳкнӗ сӑмахсем туллиех. Вӗсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парсан пирӗн чӗлхе пуянланса пырӗ. Апла-тӑк, «кумаляк» сӑмаха ҫӗнӗ пӗлтерӗш парсан вӑл чӗлхешӗн усӑллӑ кӑна пулӗ, кивелнӗ сӑмах ҫӗнӗ вӑй илсе паянхи чӗлхене кӗрсе кайӗ.

 

Сӑмах май, лавккари куҫарусен лайӑхлатнӑ тулли варианчӗсене «Тӑван чӗлхе культури» кӗнекере тупма пулать. Вӑл ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетленсе тухмалла.

 

Комментарии:

Илле // 3054.37.7746
2018-02-14 09:55
Тав! Питĕ лайăх хыпар. Вулама кăмăллă.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org