Chuvash.Org :: Версия для печати :: Городской транспорт — Хулари транспорт (ГД ИЧЯ)
Обратите внимание:
На форумах проиходит обсуждение очень многих интересных вопросов! Приглашаем принять участие!
I. Автобус (автобуса лар — сесть в автобус, автобуспа кай — поехать автобусом, автобусран тух — выйти из автобуса); багаж (чăматан «чемодан»); билет (автобус билечĕ); велосипед (или: утсăр урапа); кабина (водитель кабини); касса (билет касси); кондуктор; маршрут (автобус маршручĕ); машина (çăмăл машина — «легковая машина>); остановка (автобус остановки); пассажир; светофор; такси (маршрут таксийĕ — «маршрутное такси»); троллейбус; тротуар; шоссе; шофер. II. Быстро — хăвăрт; ср.: скорость — хăвăртлăх; дорога — çул (шоссейная дорога — шоссе çулĕ); дорожный знак — çул çинчи паллă; место — вырăн (свободное место — пушă вырăн); остановка — чарăну (или: остановка); перекресток — тăваткăл (перекресток дорог — çул тăваткăлĕ); пересесть (сделать пересадку) — куçса лар; пешеход — çуран çын; свет (желтый, зеленый, красный) — (сарă, симĕс, хĕрлĕ) çутă. III. 1. Как доехать ...? (Как дойти ...?) — ... мĕнле çитмелле? ...до гостиницы — Гостиница патне... (Или: Хăна çурчĕ патне..) ...к Дому торговли — Суту-илӳ çурчĕ патне ... 2. Как проехать ...? (Как пройти...?) — ... мĕнле каймалла? ...к вокзалу — Вокзала... ...к площади Ленина — Ленин площадьне... 3. Можно ли туда дойти пешком? — Унта çуран çитме пулать-и? 4. Езжайте (идите) прямо. — Тӳррĕн кайăр. Поверните налево — сулахая(лла) пăрăнăр; поверните направо — сылтăма(лла) пăрăнăр. 5. На противоположной стороне улицы. — Урам(ăн) тепĕр енче. 6. Где мне нужно выходить? — Манăн ăçта тухмалла (или: анмалла)? 7. Вам надо выйти на следующей остановке. — Сирĕн тепĕр остановкăра тухмалла. (Или: Сирĕн çитес чарăнура тухмалла.) 8. Счастливого пути! — Чипер çитĕр! (Или: Çулăр телейлĕ пултăр!)
Диалог (калаçу)
— Калăр-ха, тархасшăн, «Чувашия» ресторана мĕнле çитмелле? — Унта (туда) 4-мĕш троллейбуспа е 23-мĕш автобуспа каймалла. — Унта маршруткăпа кайма пулать-и? — Çапла, унта маршрут таксийĕпе те çитме пулать. — Манăн хăш остановкăра тухмалла? — Эсир «Гостнница» чарăнура тухăр. (Или: Сирĕн «Гостиницаэ остановкăра анмалла пулать.) — Унта çитме инçе-и? — Инçех мар. Пĕр (примерно) пилĕк остановка пулать. — Тавтапуç сире. — Чипер çитĕр!
Юмор (шӳтсем)
— Эсир пĕчченех вĕт, мĕншĕн икĕ билет илетĕр? — Пĕри çухалсан, тепри юлать. — М-м... Иккĕшĕ те çухалсан вара? — Е-е-е! Манăн тата «проездной» пур! * * * Пĕр çын машина айне лекнĕ те урине амантнă. Халĕ шофертан вунă миллион шыраса илесшĕн. Шофер: — Эпĕ миллионер мар-çке! Аманни: — Эпĕ тата, мĕн, осьминог-и?! * * * — Эсир мĕншĕн малти алăкран кĕретĕр?! — Эпĕ ачапа... Вăл хыçалти алăкран кĕчĕ, авă тăрать. * * * Эрнекун. Шупашкар автовокзалĕнче. — Шăнса та кайрăм, хырăм та выçса кайрĕ. Хăçан ларса каймалла-ши?
Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)
Начар урапа хытăрах шалтăртатать теççĕ. Кивĕ çула пăрахса, çĕнĕ çул тума хушмаççĕ. Çула тухсан, йĕп те пăт йывăрăш. Урапа та яланах пĕр йĕрпе кусмасть.