Chuvash.Org :: Версия для печати :: Акатуй

Обратите внимание:
Вам надоели баннеры? Залогиненным посетителям сайта верхний баннер не показывается. Вместо него показывается информационный блок с советами и не только.

Акатуй — чӑваш халӑхӗн авалхи уявӗ. Ку уява уйхирти ака ӗҫӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн уявланӑ. Акатуя халӗ те иртереҫҫӗ. Халӗ ҫак уявра турнирсем, ҫамрӑксен вӑйисене курма пулать. Малтан вара ку уяв йӑла-йӗрке уявӗ пулнӑ, ҫынсем ҫак уява турӑсене халалланӑ, ушкӑнпа юрӑсем юрланӑ. Авал чӑвашсем ҫурхи ӗҫсем ирттерес умӗн акатуя ирттернӗ, кайран ҫак ӗҫсене пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна чаплӑн вӗҫленӗ. Акатуй - ҫӗр ӗҫ уявӗ. Уяври ҫӗнтерӳҫӗсем валли ятарласа кашни килрен парне пуҫтарнӑ. Акатуйри ӑмӑртусенчен чи палли - кӗрешӳ. Кӗрешӳ - чӑвашсен авалхи ҫапӑҫу системи. Акатуя чӑвашсем кӑна мар уявлаҫҫӗ. Тутарсем ӑна Сабантуй теҫҫӗ; пушкӑртсем — Һабантуй. Иккӗшӗн пӗлтерӗшӗ - ака туйӗ.

См. также

Акатуй /Из книги Мадуров Д.Ф. Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей/

Акатуй (из книги «Воспитание здорового ребёнка на традициях чувашского народа»)



Полная версия :: Ссылка статьи