Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.6 °C
Если бы мои солдаты начали думать,ни один не остался бы в войске.
(Фридрих II)
 

Глаголы (РЧС,СВ)

    Раздел Русско-чувашского словаря под редакцией Сергеева Л.П., Васильевой Е.Ф.
    
    бежать, бегать — чупса çӳре, чупса пыр, чуп
    целый день бегал на улице — куиĕпе урамра чупса çурерĕм
    белить — шурат
    маляр белит потолок — маляр мачча шуратать
    беречь — перекетлĕ тыткала, тирпейлĕ тыткала
    ученик бережет книги — вĕренекен кĕнекесене тирпейле тытать
    беседовать — калаç, пупле, калаçса лар, сăмахла
    товарищи беседовали тихо — юлташсем шăппăн калаçса ларчĕç
    беспокоить — чăрмантар, кансерле
    никого не беспокою по пустякам — кирлĕ-кирлĕ маршăн никама та чăрмантармастăп
    бить — хĕне, ват
    маленьких нельзя бить — пĕчĕккисене хĕнеме юрамасть
    благодарить — тăв ту
    благодарю вас — сире тав тăватăп, тавтапуç, тавах сире
    благоухать — ырă шăршă кăлăр
    цветы благоухают — чечекем ырă шăршă кăлараççĕ
    бледнеть — шурал, шурăх
    его лицо бледнеет — унăн сăн-пичĕ шуралать
    блестеть — йăлтăртат, çиç, çутал
    звезды блещут — çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ
    блуждать — çĕтсе çӳре, çухалса çӳре
    мы блуждали в лесу — эпир вăрманта çухалса çӳрерĕмĕр
    богатеть — пуй, пуянлан
    наше хозяйство богатеет — пирĕн хуçалăх пуянланать
    бодать, бодаться — тĕк, сĕк
    наша корова бодается — пирĕн ĕне тĕкет
    болеть I — чирле
    товарищ болеет ангиной — юлташ пыр шыççипĕ чирлет
    болеть II — ырат
    у меня болит голова — манăн пуç ыратать
    бороться — кĕреш
    мы боролись в лесу — эпир вăрманта кĕрешрĕмĕр
    бояться — хăра, шиклен
    товарищ боится темноты — юлташ тĕттĕмрен хăрать
    брать, взять — ил
    мы книги берем в библиотеке — зпир кĕнекесене библиотекăрăн илетпĕр
    бросать, бросить — пер, ывăт
    ребенок бросил камень — ача чул ывăтрĕ
    брызгать, брызнуть — сирпĕт, пĕрĕх
    братишка любит брызгать водой — шăллăм шыв сирпĕтме юратать
    быть — пул
    летом я был в деревне — çулла эпĕ ялта пултăм
    варить — пĕçер
    мама варит суп — анне яшка пĕçерет
    вбежать, вбегать — чупса кĕр, чупса хăпар, чупса улăх
    кошка вбежала в комнату — кушак пӳлĕме чупса кĕчĕ
    вбить, вбивать — çапса кĕрт, çапса ларт
    отец вбил гвоздь в стену — атте стенана пăта çапса лартрĕ
    вдеть, вдевать — тир, кĕрт, чик
    девочка вдела нитку в иглу — хĕрача йĕпе çип тирчĕ
    вдохнуть, вдыхать — сывласа ил
    я вдохнул свежий воздух — эпĕ уçă сывлăша сывласа илтĕм
    везти — турттар, турт
    лошадь везет телегу — лаша урапана туртать
    велеть — хуш
    учитель велел прийти через час — вĕрентекен тепĕр сехетрен килме хушрĕ
    верить — ĕнен, шан
    нельзя верить слухам — çын сăмахне ĕненмелле мар
    вернуть, возвратить — тавăр, тавăрса пар, каялла пар
    не забудь вернуть книгу — кĕнекене тавăрса пама манса ан кай
    вернуться, возвращаться — таврăн
    брать вернулся из армии — пичче çартан таврăнчĕ
    вертеть, вращать — çавăр, пăркала
    сестренка вертела куклу — йăмăк пуканене пăркаларĕ
    вести, водить — çавăтса пыр
    люблю вести братика под руку — шăллăма аллинчĕн çавăтса пыма юрататăп
    вешать I — çак
    мы вешаем картины на стену — эпир картинăсене стена çине çакатпăр
    вешать II — виç, турттар
    отец вешает на ручных весах — атте алă тарасипе турттарать
    видеть, увидеть — кур
    мы видели много фильмов — эпир нумай фильм курнă
    винить, обвинить — айăпла
    винить товарищей легко — юлташсене айăплама çăмăл
    внести, вносить — кĕрт, хуш
    внести в список — списока кĕрт
    войти, входить — кĕр
    бабушка вошла в избу — асанне пӳрте кĕчĕ, кукамай пӳрте кĕчĕ
    воспитывать, воспитать — пăхса (вĕрентсе) ӳстер
    школа воспитывает хороших детей — шкул лайăх ачасене вĕрентсе ӳстерет
    впустить, впускать — кĕрт
    мы впустили кошку в дом — эпир кушака пӳрте кĕртрĕмĕр
    вредить, повредить — сиенле, сăтăр ту, сиен кӳр
    курение вредит здоровью — чĕлĕм туртни сылăхшăн сиенлĕ
    вскакивать, вскочить — сиксе тăр
    ученик вскакивает со своего места — вĕренекен хăйĕн вырăнĕнчен сиксе тăрать
    вскрикнуть, вскрикивать — кăшкăрса яр, çухăрсă яр
    друг вскрикнул от испуга — тус хăранипе кăшкăрса ячĕ
    вспоминать, вспомнить — асă ил, астуса ил
    я вспомнил первого учителя — пĕрремĕш вĕрентекене аса илтĕм
    вспыхивать, вспыхнуть — сиксе тух, пуçланса кай
    неожиданно вспыхнул спор — сасартăк тавлашу сиксе тухрĕ
    вставлять, вставить — кĕртсе ларт, хуш
    вставить пропущенные слова — сиктерсе хăварнă сăмахсене кĕртсе ларт
    встретить, встречать — тĕл пул, хирĕç пул
    отец встретил товарища — атте юлташне тĕл пулчĕ
    встретиться, встречаться — курнăç, тĕл пул, хирĕç пул
    они встретились в поле — вĕсем хирте тĕл пулчĕç
    выбивать, выбить — çĕмĕр, çапса кăлар
    выбить стекло — кантăк çĕмĕр
    выбрать, выбирать — суйла, суйласа ил
    ученик выбрал книгу — вĕренекен кĕнеке суйласа илчĕ
    выбросить, выбрасывать — кăларса ывăт, кăларса пăрăх
    дедушка выбросил мусор — асатте çуп-çапа кăларса ывăтрĕ, кукаçи çӳп-çапа кăларса ывăтрĕ
    вывести, выводить — илсе тух, çавăтса тух
    брат вывел лошадь из конюшни — пичче лашана витерен çавăтса тухрĕ
    выгонять, выгнать — хăваласа кăлар (яр)
    сестренка выгоняет кошку из дома — йăмăк кушака пӳртрен хăваласа кăларать
    выдавать, выдать — пар
    в библиотеке выдают книги — библиотекăра кĕнекесем параççĕ
    выделять, выделить — палăрт, паллă ту
    мы выделяем ударение в словах — эпир сăмахсенче ударение палăртатпăр
    выдержать, выдерживать — тӳс, чăт, тӳссе ирттер, чăтса ирттер
    мы выдержали все трудности — эпир пур йывăрлăхсене те чăтса ирттертĕмĕр
    выдумать, выдумывать — шухăшласа кăлар, шухăшласа туп
    товарищ выдумал новую игру — юлташ çĕнĕ вăиă шухăшласа кăларчĕ
    выехать, выезжать — кай, тухса кай
    отец выехал в лес — атте вăрмана тухса кайрĕ
    выжить, выживать — чĕрĕл, чĕрĕ юл, хăтăлса юл
    раненый выжил — аманнă çын чĕрĕлчĕ
    выздороветь, выздоравливать — сывал, черел
    товарищ скоро выздоровел — юлташ часах сывалчĕ
    выигрывать, выиграть — выляса ил
    выиграть кубок — кубок выляса ил
    выйти, выходить — тух, тухса кай
    сосед вышел из комнаты — куршĕ пӳлĕмрен тухрĕ
    отец выехал в поле — атте хире тухса кайрĕ
    вылететь, вылетать — вĕçсе тух
    птичка вылетела из клетки — кайăк читлĕхрен вĕçсе тухрĕ
    выложить, выкладывать — кăларса хур
    ученики выложили тетради — вĕренекенсем тетрадьсене кăларса хучĕç
    вынести, выносить — илсе тух, йатса тух
    мама вынесла вещи из комнаты — анне япаласене пулĕмрен илсе тухрĕ
    выпадать, выпасть — тухса ӳк
    книга выпала из рук — кĕнеке алăран тухса ӳкрĕ
    выписать, выписывать — çырса ил
    выписать примеры из книга — кĕнекерен тĕслĕхсем çырса ил
    выплыть, выплывать — ишсе тух
    мужчина выплыл на берег — арçын çырана ишсе тухрĕ
    выполнить, выполнять — пурнăçла, пурнăçа кĕрт, ту, туса пĕтер
    ученик выполнил все задания — веренекен заданисене туса пĕтерчĕ
    выпросить, выпрашивать — ыйтса ил, тархасласа ил
    я выпросил книгу — эпĕ кĕнеке ыйтса илтĕм
    выпрыгнуть, выпрыгивать — сик, сиксе ан, сиксе тух
    кошка выпрыгнула из окна — кушак чӳречерен сиксе тухрĕ
    выпустить, выпускать — кăлăр, кăларса яр
    мальчик выпустил кошку из комнаты — арçын ача кушака пӳлĕмрен кăларса ячĕ
    вырывать, вырвать — туртса (тăпалтарса) кăлар
    не вырывайте листок из тетради — тетрадь листине тăпăлтарса ан кăларăр
    высыхать, высохнуть — тип, типсе лар, кушăх
    трава высохла — курăк кушăхнă
    выскочить, выскакивать — чупса тух, сиксе тух
    он выскочил из дома — вăл пӳртрен чупса тухрĕ
    он выскочил из-за кустов — вăл тĕмсем хыçĕнчен сиксе тухрĕ
    выспаться, высыпаться — тăраниччен çывăр, çывăрса тăран
    я сегодня не выспался — эпĕ паян çывăрса тăранман
    выучить, выучивать — вĕрен, вĕренсе çит
    ученик выучил стихотворение — вĕренекен сăвă вĕреннĕ
    глотать — çăт
    глотай осторожно — асăрханса çăт
    глядеть — пăх, тинкер
    женщины глядели в окно — хĕрарăмсем чӳречерен пăхрĕç
    гнать, гонять — хăвала
    бабушки гоняли стадо — асаннесем кĕтӳ хăвалаççĕ
    говорить, сказать — кала, пĕлтер
    они говорили правду — вĕсем чăннине каларĕç
    гореть — çун
    свеча горит — çурта çунать
    готовить — хатĕрле, ту
    ученик готовит уроки — вĕренекен уроксем тăвать
    греть — ăшăт, хĕрт, пĕçерт
    мама греет воду — анне шыв ăшăтать
    греться — ăшăн, хĕртĕн
    дети грелись у костра — ачасем кăвайт умĕнче ăшăнчĕç
    грохотать — кĕмсĕртет, халтăртат, танкăртат
    гром грохочет — аслати кĕмсĕртетет
    дарить, подарить — парноле, парне пар
    нам подарили книги — пире кĕнекесем парнелерĕç
    дать, давать — пар
    нам дали тетради — пире тетрадьсем пачĕç
    делать — ту
    отец делает стол — атте сĕтел тăвать
    делить — пайла, вакла, валеç, уйăр
    учитель делит учеников на группы — верентекен ачасене ушкăнсене уйăрать
    держать — тыт, тытса тăр
    мать держит ребенка за руку — амăшĕ ачине аллинчен тытса тăрать
    добраться, добираться — çит, килсе çит, çитсе ӳк
    дети еле добрались до дому — ачасем арăн киле çитсе ӳкрĕç
    доиграть, доигрывать — выляса пĕтер, пĕтиччен выля
    артисты доиграли пьесу — артистсем пьесăна выляса пĕтерчĕç
    докончить, доканчивать — туса пĕтер, вĕçлесе пĕтер, вĕçне çитер
    дети докончили дело — ачасем ĕçе вĕçне çитерчĕç
    долететь, долетать — вĕçсе çит
    птица долетела до гнезда — кайăк йăвине вĕçсе çитрĕ
    дочитать, дочитывать — вуласа тух, вуласа пĕтер
    ребенок дочитал книгу — ача кĕнекене вуласа пĕтерчĕ
    дружить — туслаш, туслă пул
    мы дружили долго — эпир чылайччен тусла пултăмăр
    дышать — сывла
    дети дышали свежим воздухом — ачасем уçă сывлашпа сывларĕç
    есть, поесть — çи, апатлан, апат ту
    дети едят яблоко — ачасем пан улми çиеççĕ
    жалеть, пожалеть — хĕрхен, шелле
    дети жалеют животных — ачасем чĕр чунсене хĕрхенеççĕ
    ждать — кĕт, кĕтсе тăр
    мы ждали друзей — эпир туссене кĕтсе тăтăмăр
    жить — пурăн
    мы живем в городе — эпир хулара пурăнатпăр
    забыть, забывать — ман, манса кай
    мы не забыли ничего — эпир нимĕн те манса кайман
    заглянуть, заглядывать — пăх, пăхса ил
    девочка заглянула в окно — хĕрача чӳречерен пăхса илчĕ
    загореться, загораться — хыпса ил, тивсе кай, çунма пуçла
    загорелся мусор — çӳп-çап çунма пуçларĕ
    задержать, задерживать — чар, тытса чар
    нас задержали на час — пире сехетлĕхе тытса чарчĕç
    задумать, задумывать — шухăшла, шухăш тыт
    дети задумали пойти в лес — ачасем вăрмана кайма шухăш тытнă
    заезжать, заехать — кĕр, кĕрсе тух
    отец заехал к знакомым — атте пĕлĕшсем патне кĕрсе тухрĕ
    зайти, заходить — кĕр, кĕрсе тух
    мы зашли к товарищу — эпир юлташ патне кĕтĕмĕр
    замерзать, замерзнуть — шăн, шăнса лар (пăрлан)
    озеро замерзло — кӳлĕ шăнса ларнă
    записывать, записать — çыр, çырса хур (пыр)
    ученики записывают слова — вĕренекенсем сăмахсене çырса пыраççĕ
    закрыть, закрывать — хуп, хупса хур, хупса ларт
    дядя закрыл окно — тете чӳречене хупрĕ
    заплакать — йерсе яр, макăрса яр
    ребенок заплакал от обиды — ача кӳреннипе йĕрсе ячĕ
    запоминать, запомнить — ас ту, асра тыт
    дети запоминают названия падежей — ачасем падежсен ячĕсене асра тытаççĕ
    засмеяться — кулса яр, кулма пуçла, кулма тапрат
    дети засмеялись — ачасем кулса ячĕç
    засыпать, заснуть — çывăр, çывăрса кай
    дети заснули на диване — ачасем диван çинчех çывăрса кайрĕç
    зашуметь — шавлама пуçла, йăслама тытăн
    люди зашумели — çынсем шавлама пуçларĕç
    зеленеть — симĕслен, ешер
    луга зазеленелн — улăхсем ешерчĕç (симĕсленчĕç)
    знакомиться, познакомиться — паллаш
    дети познакомились с городом — ачасем хулапа паллашрĕç
    знать, узнать — пĕл
    я о нем ничего не знал — эпĕ ун çинчен нимĕн те пĕлмен
    идти — çӳре, пыр, ут
    мы шли медленно — эпир хуллен утрăмăр
    извиниться — каçару ыйт
    дети извинились за опоздание — ачасем кая юлнăшăн каçару ыйтрĕç
    изложить, излагать — çырса пар, каласа пар
    дети правильно изложили свои мысли — ачасем хăйсен шухăшĕсене тĕп-тĕрĕс каласа пачĕç
    искать — шыра, шыраса çӳре
    ученик искал нужную книгу — вĕренекен кирлĕ кĕнекене шырарĕ
    испортить, портить — пăс, пăсса пăрах, юрăхсăра кăлар
    он испортил часы — вăл сехете пăсса пăрахрĕ
    исчезнуть, исчезать — çухал, çухалса кай, иртсе кай
    страх исчез — хăрани иртсе кайрĕ
    киснуть — йӳç
    молоко киснет — сĕт йӳçет
    класть, положить — хур
    ученик положил книгу на стол — вĕренекен кĕнекене сĕтел çине хучĕ
    краснеть, покраснеть — хĕрел, хĕрелсе çит
    вишня краснеет — чие хĕрелет
    кричать — кăшкăр, çухăр
    дети кричат на улице — урамра ачасем кăшкăраççĕ
    кусать — çырт
    мухи кусают сильно — шăна хытă çыртать
    лежать, ложиться, лечь — вырт
    книга лежит на столе — кĕнеке сĕтел çинче выртать
    лететь, летать — вĕç, вĕçсе çӳре
    самолет летит — самолет веçет
    ломать — хуç, ват, çĕмĕр, иш
    ветер ломает ветки — çил туратсене хуçать
    любить — юрат, сав
    дети любят читать — ачасем вулама юратаççĕ
    мечтать, помечтать — ĕмĕтлен, ĕмĕт тыт
    мы мечтаем поехать на юг — эпйр кăнтăра кайма ĕметленетпĕр
    мешать, помешать — кансĕрле, чăрмантар
    братишка мешает работать — шăллăм ĕçлеме кансĕрлет
    мочить, намочить — йĕпет, ислет
    дождь намочил волосы — çумăр çӳçĕ йĕпетрĕ
    мочь, смочь — пултар
    он смог понять меня — вăл мана ăнланма пултарчĕ
    мыть, вымыть — çу
    Маша вымыла посуду — Маша савăт-сапа çурĕ
    наблюдать, понаблюдать — сăна, тимлĕ пăхса тăр
    дети наблюдали восход солнца — ачасем хĕвел тухнине сăнарĕç
    навестить — кайса кур, кĕрсе тух
    дети навестили больного — ачасем чирлĕ çын патне кайса килчĕç
    надеть, надевать — тăхăн, тăхăнса яр
    мальчик надел очки — арçын ача куçлăх тăхăнчĕ
    надувать, надуть — вĕрсе тултар (хăпарт)
    товарищ надул мяч — юлташ мечĕке вĕрсе тултарчĕ
    называть, назвать — кала
    назвать падежи — падежсене кала
    найти, находить — туп, шыраса туп, тупса пар
    бабушка нашла очки — асанне (кукамай) куçлăхне шыраса тупрĕ
    напасть, нападать — тапăн
    волк напал на овцу — кашкăр сурăха тапăннă
    напоминать, напомнить — ас тутар, аса илтер
    напомнить о походе — похода каяссине аса илтер
    нарушить, нарушать — пăс
    нарушили порядок — йĕркене пăсна
    натыкаться, наткнуться — пырса тăрăн (тирĕн)
    ребята наткнулись на забор — ачасем хӳмĕ çине пырса тăрăнчĕç
    начать, начинать — пуçла, тытăн, пуçăн, пуçарса яр
    зять начал писать письмо — йысна çыру çырма пуçларĕ, кĕрӳ çыру çырма тытăнчĕ
    нести, носить — йăтса пыр, йăтса кай, йăтса кил
    отец носит бревно — атте пĕрене йăтса пырать
    нравиться, поправиться — килĕш, кăмăла кай, кăмăла кил
    зта картина мне нравится — ку картина мана килĕшет, ку картина манăн кăмăла каять
    нырять, нырнуть — чăм, чăмса кай
    ребенок нырнул глубоко — ача тарăн чăмрĕ
    обмануть, обманывать — ултала, суй
    товарищ обманул меня — мана юлташ улталарĕ
    обещать — сăмах пар, тума пул
    дети обещали прийти — ачасем килме сăмах пачĕç
    обуться, обуваться — тăхăн, урана тăхăн
    ребенок обулся в валенки — ача çăм атă тăхăнчĕ
    объяснить, объяснять — ăнлантар, ăнлантарса пар
    учитель объяснил правило — вĕрентекен правилăна ăнлантарчĕ
    одеть, одевать — тумлантар, тăхăнтарт
    я одел сестренку в пальто — эпĕ йăмăка пальто тăхăнтартрăм
    одеться, одеваться — тумлан, тăхăн
    сестра тепло оделась — аппа ăшă тумланчĕ
    озаглавливать, озаглавить — ят пар
    ученики озаглавили текст — вĕренекенсем текста ят пачĕç
    окружить, окружать — çавăрса ил, хупăрласă ил, сырса ил
    меня окружили друзья — мана туссем сырсă илчĕç
    опаздывать, опоздать — кая юл, кая юлса çит
    дети опоздали на урок — ачасем урока кая юлса çитрĕç
    освобождать, освободить — хăтар
    освободить от дежурства — дежурствăран хăтар
    осматривать, осмотреть — пăх, пăхса тух (çӳре)
    ученики осматривают выставку — вĕренекенсем выставкăна пăхса тухаççĕ
    оставлять, оставить — манса хăвар
    оставил книгу дома — кĕнекене киле манса хăварнă
    остановиться, останавливаться — чарăн, чарăнсă тăр
    машина остановилась на перекрестке — машина çул тăваткалĕнче чарăнчĕ
    ответить, отвечать — ответле, ответ пар, хуравла
    ученик отвечает на вопрос — вĕренекен ыйтăва хуравлать
    отгадать, отгадывать — туп, пĕл, тупсăмне туп
    отгадать загадку — тупмалли юмаха пĕл
    отдавать, отдать — тавăрса (каялла) пар
    отдай книгу товарищу — кĕнекене юлташна пар
    отдохнуть, отдыхать — кан, канса ил
    наш класс отдыхает в крыму — пирĕн класс крымра канать
    откусывать, откусить — çыртса ил
    братишка откусил яблоко — шăллăм пан улмие çыртса илчĕ
    открыть, открывать — уç
    девочка открыла дверь — хĕрача алăка уçрĕ
    отнести, относить — леç, леçсе пар, леçсе кил, кайса пар
    я отнес книгу в библиотеку — эпĕ кĕнекене библиотекăна кайса патăм
    отрывать, оторвать — чĕрсе (татса) ил
    сестра отрывает листок от тетради — аппа тетрадьрен пĕр листа чĕрсĕ илет
    отставать, отстать — кая юл
    нина отстает от подруг — нина юлташĕсенчен кая юлать
    пасти — кĕтӳ кĕт, пăх, сыхла, кĕт
    пастух пасет овец — кĕтӳçĕ сурăхсене пăхать
    пачкать, испачкать — варала, хурат
    сестренка испачкала руки — йăмăк аллисене вараланă
    перебежать, перебегать — чупса каç
    дети перебежали дорогу — ачасем çул урлă чупса каçрĕç
    перевести, переводить — куçар
    дети переводили с русского на чувашский — ачасем вырăсларан чăвашла куçарчĕç
    переделывать, переделать — тепĕр хут (çĕнĕлле) ту
    переделать работу — ĕçе тепĕр хут ту
    переезжать, персехать — каç, урлă каç
    переехать поле — уй урлă каç
    переписывать, переписать — тепĕр хут (çĕнĕрен) çыр
    дети переписывают текст — ачасем текста çĕнĕрен çыраççĕ
    переплывать, переплыть — ишсе каç
    мы переплыли волгу — эпир атăла ишсе каçрăмăр
    пересказывать, пересказать — каласа пар
    перескажите текст своими словами — текста хăвăр сăмахсемпе каласа парăр
    переставлять, переставить — куçарса (ылмаштарса) ларт
    дети переставляют слова — ачасем самахсене ылмаштарса лартаççĕ
    петь — юрла
    в лесу поют птички — вăрманта кайăксем юрлаççĕ
    писать, написать — çыр
    мы написали письмо — эпир çыру çыртăмăр
    пить, выпить — ĕç
    семья пила чай — кил-йыш чей ĕçрĕ
    плакать — макăр, йĕр
    на улице плачет ребенок — урамра ача макăрать
    платить, заплатить — тӳле, тӳлесе тат
    отец заплатил долги — атте парăма тӳлесе татрĕ
    плыть, плавать — иш, ишсе пыр, юхса пыр
    человек плывет — çын ишет, çын ишсе пырать
    подбирать, подобрать — суйласа ил (туп)
    ученики подбирают нужные слова — вĕренекенсем кирлĕ сăмахсене суйласа тупаççĕ
    поднять, поднимать — çĕкле, йăт
    старик поднял мешок — старик миххе çĕклерĕ
    подчеркивать, подчеркнуть — аялтан турт
    миша подчеркивает глаголы — миша глаголсене аялтан туртать
    покрыть, покрывать — вит
    я покрыл братишку одеялом — эпĕ шăллăма утиялпа витрĕм
    покупать, купить — туян, ил, сутăн ил
    старуха купила корову — карчăк ĕне туяннă
    получить, получать — ил
    товарищ получил письмо — юлташ çыру илчĕ
    помнить — ас ту, асра тыт, ан ман
    он помнит свое детство — вăл хăйĕн ачалăхне асра тытать
    помочь, помогать — пулăш
    мне помогли товарищи — мана юлташсем пулăшрĕç
    посадить, сажать — ларт
    мы посадили картофель — эпир çĕр улми лартрăмăр
    построить, строить — ту, ларт, туса ларт
    брат построил новый дом — пичче çĕнĕ пӳрт туса лартрĕ
    прибавить, прибавлять — хуш
    к пяти прибавь два — пиллĕк çумне йккĕ хуш
    прибегать, прибежать — чупсă кил (çит)
    брат прибежал домой — пичче киле чупса килчĕ
    привозить, привезти — тиесе (турттарса) кил
    сестра привезла книги — аппа кĕнекесене тиесе килчĕ
    приводить, привести — илсе (çавăтса) кил
    отец привел корову — атте ĕнене çавăтса килчĕ
    приехать, приезжать — кил, килсе çит
    дети приехали домой — ачасем киле килчĕç
    приносить, прннести — илсе (çеклесе) кил
    мы приносим тетради — эпйр тетрадьсене илсе килетпĕр
    приписывать, приписать — хушса çыр
    дети приписывают новые слова — ачасем çĕнĕ сăмахсене хушса çыраççĕ
    присылать, прислать — яр, ярса пар
    мама присылает подарки — анне парнесем ярса парать
    проваливатьея, провалиться — анса кай, сик
    сестренка провалилась в яму — йăмăк шăтăка сикрĕ
    проводить, провести — ирттер, туса ирттер
    мы проводили собрание — эпир пуху ирттертĕмĕр
    прогонять, прогнать — хаваласа (кăларса) яр
    прогнать врага — тăшмана хăваласа яр
    продавать, продать — сут, сутса яр
    в магазине продают сахар — магазинта сахăр сутаççĕ
    проигрывать, проиграть — выляса яр
    товарищ проиграл в споре — юлташ тавлашура выляса ячĕ
    проливать, пролить — тăк, тăкса яр
    я пролил (пролила) воду — эпĕ шыва тăкса ятăм
    проспать — çывăрса юл
    проспали поезд — пуйăсран çывăрса юлтăмăр
    простуживаться, простудиться — шанса пăсăл (чирле)
    бабушка часто простуживается — асанне час-часах шăнса пăсăлать
    прочесть, прочитать — вуласа тух, вуласа пĕтер
    мы прочитали книгу — эпир кĕнекене вуласа тухрăмăр
    рассматривать, рассмотреть — пăхса тух, тинкерсе пăх
    дети рассматривают рисунок — ачасем ӳкерчĕке тинкерсе пăхаççĕ
    растаять, таять — ирел, ирĕлсе пĕт
    скоро растает снег — часах юр ирĕлсе пĕтет
    растеряться, теряться — çухалса (именсе) кай
    не растеряйтесь на уроках — уроксенче çухалса ан кайăр
    расцвести, расцветать — чечеклен, çурăл, чечеке лар
    яблоня расцвела — улмуççи чечеке ларчĕ
    резать, порезать — кас, вакла
    мама режет сыр — анне чăкăт касать
    решить, решать — шутла
    дети решали задачу — ачасем задача шутларĕç
    ржаветь, заржаветь — тутăх, тутăхса кай
    сырость ржавит железо — нӳрек тимĕре тутăхтарать
    родиться, рождаться — çурал
    я родился в городе — эпĕ хулара çуралнă
    ругать, бранить — ятла, вăрç, пăсăрлантар
    мать ругает сына — амăшĕ ывăлне вăрçать
    ругаться, браниться — ятлаç, вăрç
    он любит ругаться — вăл ятлаçма юратать
    рыбачить, порыбачить — пулă тыт
    рыбаки рыбачили на Волге — пулăçсем Атăлта пулă тытрĕç
    рыхлить, разрыхлить — кăпкалат, çемçет
    червяки рыхлят землю — хуртсем тăпрана çемçетеççĕ
    садиться, сидеть, сесть — лар
    гости сели за стол — хăнасем сĕтел хушшине ларчĕç
    сажать, садить, посадить — ларт
    гостей посадили за стол — хăнасене сĕтел хушшине лартрĕç
    сбегать — чупса кайса кил
    Катя сбегала к Анне — Катя Анна патне чупса кайса килчĕ
    сбежать, сбегать — тар, тарса ӳк
    Вася сбежал с урока — Вася урокран тарчĕ
    сбивать, сбить — çапса ӳкер
    дед сбивает яблоки — асатте пан улмисене çапса ӳкерет
    свистеть, свистнуть — шăхăр, шăхăрт
    ветер свистит — çил шăхăрать
    связать, связывать — çых, çыхса ларт
    мама связала концы веревок — анне вĕрен вĕçĕсене çыхса лартрĕ
    сгорать, сгореть — çунса пĕт (кай)
    дрова быстро сгорели — вутă хăвăрт çунса пĕтрĕ
    сердиться, рассердиться — çиллен, тарăх, çилленсе кай
    он сильно рассердился — вăл хытă çилленчĕ
    ссять, посеять — ак
    колхозники посеяли пшеницу — колхозниксем тулă акрĕç
    сжигать, сжечь — çунтарса яр
    сжечь мусор — çӳп-çапа çунтарса яр
    скользить, скользнуть — шу, шуса кай, шуса пыр
    ноги скользят по льду — пăр çинче ура шуса каять
    сложить, складывать — хуш
    мы сложили два числа — эпир икĕ хисепе хушрăмăр
    слышать, слыхать, услышать — илт
    ребята услышали голос матери — ачасем амăшĕн сассине илтрĕç
    слушать, послушать — итле, тăнла
    девочки слушали музыку — хĕрачасем музыка итленĕ
    смеяться — кул
    ребята смеялись до слез — ачасем куççуль тухиччен кулчĕç
    смотреть, посмотреть — пăх
    окна смотрят во двор — чӳречесем кил картинелле пăхаççĕ
    созревать, созреть — пиçсе (пулса) çит
    в лесу созрели ягоды — вăрманта çырласем пиçсе çитрĕç
    сообщить, сообщать — пĕлтер, кала, хыпар ту
    дежурный сообщил о прибытии поезда — дежурнăй поезд килнине пĕлтерчĕ
    сосать — ĕм
    теленок сосет молоко — пăру сĕт ĕмет
    составлять, составить — ту, йĕркеле
    мы составляем предложения — эпир предложенисем тăватпăр
    спасти, спасать — çăл, хăтар, çăлса хăвар
    врачи спасли больного — врачсем чирлĕ çынна çăлса хăварчĕç
    списывать, списать — çырса ил, пăхса çыр
    Миша списывает текст — Миша текста çырса илĕт
    спросить, спрашивать — ыйт, ыйтса пĕл
    учитель спрашивает урок — вĕрентекен урок ыйтать
    стараться — тăрăш, тимле
    ребята старались изо всех сил — ачасем пĕтĕм вăйран тăрăшрĕç
    стереть, стирать — шăлса тасат (ил)
    стереть с доски — доскана шăлса тасат
    стоять, вставать, встать — тăр
    у окна стоял человек — чӳрече умĕнче çын тăнă
    строить, построить — ту, туса ларт
    стыдиться, постыдиться — вăтан, имен, намăслан
    ученик стыдился попросить книгу — вĕренекен кĕнеке ыйтма именнĕ
    сушить, высушить — типĕт
    колхозники сушили сено — колхозниксем утă типĕтнĕ
    схватывать, схватить — ярса тыт (ил)
    я схватил за веревку — эпĕ вĕренрен ярса тытрăм
    считывать, считать — шутла
    братишка считает на счетах — шăллăм счет çинче шутлать
    съедать, съесть — çисе яр
    сестренка съела суп — йăмăк яшка çисе ячĕ
    считать, сосчитать — шутла, хисепле
    братишка считает до ста — шăллăм çĕре çитиччен шутлать
    таять, растаять — ирĕл
    снег тает — юр ирĕлет
    темнеть, потемнеть — тĕттĕмлен, тĕттĕм пул
    на улице темнеет — тулта тĕттĕмленет
    теплеть, потеплеть — ăшăт, лĕплен
    погода теплеет — çанталăк ăшăтать
    терпеть, потерпеть — чăт, тӳс
    бабушка терпит боль — асанне ыратнине чăтать
    терять, потерять — çухат, çĕтер
    мы потеряли ключи — эпир çăраççисене çухатрăмăр
    течь, потечь — юх, юхма пуçла
    кровь течет — юн юхать
    толкать, толкнуть — тĕрт, тĕк, тĕксе пыр, тĕртсе пыр
    дед толкает тачку — асатте тачкăна тĕртсе пырать
    торопить, поторопить — васкат, хыпалантар
    он торопит детей — вăл ачасене васкатать
    торопиться, поторопиться — васка, хыпалан
    отец торопится на работу — атте ĕçе васкать
    тосковать — тунсăхла, салхулан.
    мать тоскует о детях — амашĕ ачисемшĕн тунсăхлать
    точить, выточить — хайра, çивĕчлет
    отец точит нож — атте çĕçĕ хăйрать
    требовать, потребовать — ыйт
    требовать книгу — кĕнеке ыйт
    трясти, вытрясти, тряхнуть — силле, лăска
    ветер трясет дерево — çил йывăçа силлет
    тушить, потушить — сӳнтер
    бабушка потушила лампу — асанне лампăна сӳнтерчĕ
    тянуть, потянуть — турт
    он потянул меня за рукав — вăл мана çанăран туртрĕ
    убавить, убавлять — чакар, пĕчĕклет
    шофер убавил скорость — шофер хăвăртлăха пĕчĕклетрĕ
    убедить, убеждать — ĕнентер, шантар
    товарищ убедил в своей правоте — юлташ хăй тĕрĕс каланине ĕнентерчĕ
    убежать, убегать — тар, тухса тар, тухса чуп
    дети убежали в поле — ачасем хире тухса тарчĕç
    убить, убивать — вĕлер
    Коля убил змею — Коля çĕлене вĕлерчĕ
    уважать — хисепле, сума су
    мы уважаем стариков — эпир ваттисене хисеплетпĕр
    увеличить, увеличивать — пысăклат, ӳстер, йышлăлăт
    увеличить число косарей — утă çулакансен йышне ӳстер
    уговорить, уговаривать — ӳкĕтле, ӳкĕте кĕрт, килĕштер
    Миша уговорил поехать в лес — Миша вăрманă каймă ӳкĕтлерĕ
    ударить, ударять — çап, çуп
    возчик ударил лошадь кнутом — лавçă лашана чăпăрккапа çапрĕ
    удивиться, удивляться — тĕлĕн, тĕленсе кай
    я удивился его костюму — эпĕ унăн костюмĕнчен тĕлĕнтĕм
    уйти, уходить — кай
    дети ушли в лес — ачасем вăрманă кăйрĕç
    укоротить, укорачивать — кĕскет
    мама укоротила рукава — анне çанăсене кĕскетрĕ
    улыбнуться, улыбаться — йăл кулса ил, ăшшăн кулса ил
    ребенок улыбнулся — ача йăл кулса илчĕ
    умереть, умирать — вил, вилсе кай
    дед умер в понедельник — асатте тунти кун вилсе кайрĕ
    умыться, умываться — çăвăн
    умывались холодной водой — сивĕ шывпа çăвăнтăмăр
    упасть, падать — ӳк, персе ан, тĕшерĕлсе ан
    книга упала на пол — кĕнеке çĕре ӳкрĕ
    уронить, ронять — ӳкер, кăларса ӳкер
    Таня уронила в реку мячик — Таня мечĕке юхан шыва ӳкернĕ
    уснуть, заснуть — çыварса кай
    дети уснули в сенях — ачасем çенĕкре çывăрса кайнă
    успеть, успевать — ĕлкĕр, туса ĕлкĕр, çит
    мы не успели на поезд — эпир пуйăса ĕлкĕреймерĕмĕр
    успокоиться, успокаиваться — лăплан, лăпкăлан, канăçлан
    море успокоилось — тинĕс лăпланчĕ
    устать, уставать — ывăн, ишен, ыр
    дети устали от ходьбы — ачасем утса ывăннă
    утвердить, утверждать — çирĕплет
    ученики утвердили план учебы — ачасем вĕренӳ планне çирĕплетрĕç
    утомить, утомлять — ывăнтар, ĕшентер
    дорога утомила детей — çул ачасене ывăнтарчĕ
    утонуть, тонуть — пут, шыва кай
    мальчик утонул в Волге — арçын ача Атăла путнă
    учить — вĕрент
    он учит меня играть в шахматы — вăл мана шахматла выляма вĕрентет
    учиться — вĕрен, ăс пух
    я учусь в школе — эпĕ шкулта вĕренетĕп
    хвалить, похвалить — мухта, ырлă, мухтаса ил, ырласа ил
    учитель похвалил учеников — вĕрентекен вĕренекенсене мухтарĕ
    ходить, хаживать — çӳре, ут
    часы ходят верно — сехет тĕрĕс çӳрет
    хоронить, похороннть — пытар
    бабушку похоронили осенью — асанненĕ кĕркунне пытартăмăр
    хорошеть, похорошеть — хитрелен, илемлен, лайăхлан
    наш город все хорошеет — пирĕн хула илемленсех пырать
    храпить, сохранить, сохранять — упра, усра, сыхла, упраса пурăн
    мама сохранила старые письма — анне ĕлĕкхи çырусене упранă
    храпеть — хăралтат, хăйалтат
    больной хрипит — чирлĕ çын хăйăлтатать
    хромать, захромать — уксахла, уксахлама пуçла
    лошадь хромает — лаша уксахлать
    худеть, похудеть — ырханлан, начарлан
    сестра похудела от болезни — аппа чирлесе начарланнă
    цедить, процедить, процеживать — сĕр
    мама цедит молоко — анне сĕт сĕрет
    целить, нацелить, нацеливать — тĕлле, тĕл ту
    мальчик целил в ворону — арçын ача çăхана тĕллерĕ
    целовать, поцеловать — чуп ту
    мать целует ребенка — амăшĕ ачине чуп тăвать
    ценить, оценить, оценивать — хакла, хак хур
    ученик ценит время — вĕренекен вăхăта хаклать
    чернеть, почернеть — хурал, тĕксĕмлен
    серебро почернело — кĕмĕл тĕксĕмленчĕ
    черпать, черпнуть — ăс, ăсса ил
    мы черпаем воду из ручья — эпир шыв çырмаран ăсатпăр
    чествовать — чысла, хисеплесе саламла
    мы чествовали юбиляра — эпир юбиляра чысларăмăр
    чинить, починить — тӳрлет, юса
    отец чинит замок — атте çăра юсать
    чирикать, чирикнуть — чĕвĕлтет, чĕриклет
    воробьи чирикают — çерçисем чĕвĕлтетеççĕ
    чистить, почистить — тасат
    братишка чистит зубы — шăллăм шăл тасатать
    читать — вула
    отец читает газету — атте хаçат вулать
    чувствовать, почувствовать — туй, сис, асăрха
    я чувствую боль — эпĕ ыратнине туятăп
    шагать, шагнуть — ут, утăмла
    ребенок шагает ровно — ача тикĕс утать
    шалить — аташ, ашкăн, айкаш
    дети шалят — ачасем аташаççĕ, ачасем ашкăнаççĕ
    шелестеть — чăштăртат
    листья шелестят — çулçă чăштăртатать
    шептать, шепнуть — пăшăлтат, пăшалтатса кала
    он шепнул мне на ухо — вăл мана хăлхаран пăшăлтатса каларĕ
    шептаться — пăшăлтат, пăшăлтатса калаç
    мама шепталась с соседкой — анне кӳршĕ арăмĕпе пăшăлтатрĕ
    шипеть — чашкăр
    змея шипит — çĕлен чашкăрать
    шуметь, пошуметь — шавла, йасла, кĕрле
    дети шумят — ачасем шавлаççĕ

 
Ссылка статьи :: Версия для печати

Последние изменения внес Admin (2006-04-06 12:29:03). Просмотрено: 26419.
Orphus

Баннеры

Счетчики