(поэма сыпăкĕ)
Тра-тара-рам...
Трам-тарам...
Тарам...
Тарам...
Трам...
Кăвак тĕтрен
Явçать умра,
Сарлать тавра,
Ирлет шавра
— Ас илĕм,
Вилĕм...
Хĕм...
Ак — инçетрен
Сассем чĕрлеç,
Сăр-сăр сĕрлеç,
Тавра ирлеç,
Трам... тăр-тăр-тăр-р-р...
Трам-тăр-р-ррр...
Трам...
Там...
Трам-тар...
Трам-там...
— Параппан сасси...
Хăраман хăшши
— Хурашар хушши...
Утăм пар!
Çăвар
Кар!
Çĕр алă — пĕр тан
Çăран сулаç.
Çĕр ал хăлаç
Çĕр айĕ варлаç
Полкшерĕн.
...шерĕн,
...рĕн.
Утăм пар!
Çăвар
Кар!
Тăрам-тарарам-там!
Тăрам-тарарам-там!
Тăрам!
Тăрам!
Тăрам!
Кăвак тĕтрен,
Сĕмке мĕлкен
Ума тухать хальччен курман
Çĕтĕк çĕр çи, чăрлак çырма...
Тĕтĕм тĕтĕрет
Хура çилхен.
Çунат карать — куçа хуплать,
Ĕнĕк шăрши пыра каплать.
Тăрам-тарарам...
— Ыйхран вăратать
Тăрам-там!.. Там-там!..
Тухсам, утсам!
Вăран, чарарах
Тинкер куçăра!
Илт халь, пăх-ха,
— Шавлать поход.
Трум-тирарам!..
Труба йыхăрать,
Вăрçа! Вăрçа!..
Çĕклен, Хĕрлĕ Çар!
.................................
Ак эп каллех
Кăвак шинельлĕн
Тăрап — пăшал алра.
Чĕр çил çилхеллĕн
Хуплать хĕвеле.
Йăсăрланать тĕнче
Хăй тĕтĕмче...
Ытарăмсăр ударăн чĕрçийĕ —
Çĕр çи —
Хĕрет çĕр-каç,
Ялсем çунаç...
Сар туллăн çĕкленнĕ уй-хирĕн
Ытарăмсăр чĕр кăккăрсем
Таптанаç.
Çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Хамăра ӳстернĕ ыр çĕршыв —
Чĕнет,
Чунтан чĕнет
Пур арă-ывăлĕсене.
Чĕнет — хăйне вутран,
Вутран-шартан
Çăлма.
Ак эп курап,
Çĕршыв ытамĕ
Сывлать
Шыв хумĕн çĕкленен
Чĕр кăккăрпа.
Ак эп курап,
Çĕр ай хутламĕ
Сăрхать
Вĕри шывăн вĕрекен
Чĕп-чĕр юнпа.
Çĕр чăмăрĕн
Чĕр юнлă вăйĕ,
Çĕн ĕçĕн анлă вучаххи
Хуртла сĕрлет.
Хĕвел вăррин
Çурлаç çĕр çийĕн,
Çĕн савăт,
Тулă пучаххи,
Вĕсемпе пĕрлех
Çĕн çын.
Çунан хĕм çи,
Ăша çуран суран,
Вилĕм, хĕн-хур,
Асап, чир, мур,
— Çакăнайнă
Хура пĕлĕт сăнĕн
Унтан,
Кунтан,
Туран, —
Тирнесшĕн
Наркăмăшлă сăнăн
Çĕршывăмçăм çине.
Çĕршывăм чĕнет!
Манăн çĕршывăм!..
Пирĕн çĕршывăмăр...
Тĕнчен çĕршывĕ!..
— Вĕçсĕр Союзăм!
— Трум-тирарам!..
Труба йыхăрать,
Вăрçа! Вăрçа!
Çĕклен, ĕçлĕ çар!
..............................
...Сыв-и, Уралов кăмантир?!
Астăватăн пуль, кĕрхи кунсем...
Хупăрласа килетчĕ каç
Кĕрхи салхуллă хĕвеле.
Тăраттăмăр салхун эпир,
Чĕре йĕрет, шĕвеç куçсем,
— Ик çул хушши кунсем юлаç,
Каятпăр
Аккă килелле...
Астăваттăр пуль, юлташ Уралов,
Саламласа уйрăлайнă чух
Шăпăртатса куççуль юхтартăр?
Тен, çав чухне эсир астăвайрăр
Хĕрӳллĕ вутлă çулсенче
Тăшмансемпе мĕн пур ур-алăн
Шăлпа çыртсах кĕрешнине?
Астăваттăр пуль, юлташ Уралов,
Мĕнле, хăш чух чĕтрен çур саслăн
Юмах яратăрччĕ каçшерĕн,
Шур Атăл тăрăххăн, Уралăн,
Çĕпĕр çĕрсемĕн, эрнешерĕн
Шур кашкăр хыççăн шăла çыртса
Вилĕм-чирпе тек ăмăртса
Çӳренине?
Мĕнле хаваслăн
Тăван çĕр чăмăрĕ çинчен
Тăшман пĕр сыпăмне ватсан,
Шур калтаран, шур ирсĕртен
Хăш-пĕр яла хăть тасатсан,
Хĕпĕртесе куççуль тăксаттăр?..
Е хăш-хăш каç, тем инçĕртрен
Хăш-пĕр юлташăр çухалсан
Çынна курмийĕн макăрсаттăр?..
Ват кăмантир!
Сирĕн çул-йĕр —
Манми çапăçусен çул-йĕрĕ!
Атăл айлĕш, таçти Çурçĕр,
Лăпкă Донçи, Кубань, Кавказ.
Чул çĕр Карелипе Кронштадт...
Кăкăру çинче — çул-йĕр çăлтăрĕ —
Халь те ак хĕмĕн çутатать —
Хĕрлĕ орден умна лăпкать.
Астăваттăр пуль эсир çав чух
Каларăр, «Юлташсем, шанатăп —
Паян уйрăлсассăн та кайран
Хăш-пĕр хĕрӳллĕ кунсенче,
Хăш-пĕр çĕртен тухсан сас-чу»,
Тар ĕнĕкки сарăлсан тĕнчен,
Пур юлашки чĕр юн-вăйран
Каллех сирпе пулма шанатăп!»
...Ак халь ĕнте тăван ретре
Каллех эп хатĕррĕн тăратăп.
Таçтан, таçтан та — инçетрен,
Хура мĕлкен ларан ялтан,
Янравлă саслă хуларан,
Уй-хирсенчен, çӳл тусенчен
Полкшерен пухăннă, бригадăн
Тăратпăр — вăрçă умĕнче.
«Юлташ Уралов! Ак каллех
Çĕн çуратан çĕр ачисем —
Эпир ак пухăннă пĕрле!
Юлташ Уралов!..» Шухăшсем
Таçта пăтранчăкăн саланчĕç.
Кĕскен команда панă май
Мала, мала йăлт хăлаçланчĕç,
Васкавлăн сарчĕç утăма...
Ак эпĕ... Пурĕ те утатпăр...
Утатпăр... Утатпăр...
Хамăр хыçа
Юлаç кунсем.
Юлаççĕ ешĕл калчасем,
Юлаççĕ ватă аннесем,
Юлаç хĕвел питлĕ ачасем...
Утатпăр,
— Хăрушăлăх кӳрен
Тăшман çулне пӳлме.
Утатпăр,
— Телее сӳрен
Тăшман çулне пӳлме.
Утатпăр,
— Вилĕмлĕн çӳрен
Тăшман çулне пӳлме.
Утатпăр,
— Мĕн пур пӳр-сӳре
Çĕр çийĕн сарласран пӳлме.
Куççуль ан тăкчăрччĕç
Ват аннесем...
Хуйха ан курччăрччĕç
Çамрăк чунсем...
Пуçа ан усчăрччĕç
Яш-кĕрĕмсем...
Вăрттăн ан йĕрччĕрччĕç
Сар хĕрĕсем...
Эпир утатпăр —
Сыхлама
Ялти кăвак çӳçлĕ аннесен
Çĕршер-каçшер лăп ыйхине.
Лап улăх çийĕн ĕнесем
Пăрушсене
Сĕмкен
Тек лăпкăн-лăпкăн çуласа
Çӳрессине.
Эпир утатпăр —
Сыхлама
Хĕвел çуттин сарлан хирти
Таптанăвсăр ыраш калчи
Ем-ешĕллĕн ӳсессине...
Сар хурт вĕллин мĕн пур çĕрте
Сĕрлен пур хапрăк-савăтсен
Кашни иршер,
Кашни каçшер
Ĕçе чĕнен труба сасси
Мухтавлăн, юрă пек çĕр çийĕн
Сарăлассине.
Эпир утатпăр —
Сыхлама
Пуласлăх, çутă ĕмĕтсем,
Пиншер çул кĕтнĕ çут кунсем,
Мĕн пур этемлĕхшĕн çĕр çийĕн
Пĕр ним чăрмавсăр, кăлтăксемсĕр
Килессине.
Эпир
Каятпăр вăрăçа —
Татах, каллех, урăх çĕн вăрăç
Çĕре вут-хĕмĕн çавăрса
Этемлĕхе пĕтереслĕхрен
Чаруллă аллăн
Сыхлама.
Вăрçă чунне —
Мул тĕнчине
Тĕпрен
Хĕрхенĕвсĕр
Ватма.
Вĕçсĕр-хĕррисĕр
Тухрĕ çĕршывăм;
Тăчĕç полкшерĕн
Арă-ывăлсем.
Вĕçрĕ чарусăр
Утлă çар шавĕ,
Шурĕç ретшерĕн
Танкомобильсем.
Тупăсем ухрĕç
Пуçĕсене çӳллĕ,
Тытăнчĕç хăрушшăн
Вилĕмĕн сурма.
Пульвăрансем тăкрĕç
Чĕрĕ юна кӳллĕн,
Пĕтес пек ăрушăн
Хатĕр пурĕ урма...
Ялăн-ялăн тухрĕç,
Савăтăн, хуланăн.
Яш-кĕрĕм, ваттийĕ,
Арăмĕ, ачи...
Вăй-халăма пухрĕç
Чăмăртаннă аллăн,
— Çăлăнтăр çĕр çийĕ,
Уй-хирĕ, пахчи!..
Çĕршывăм шăртланчĕ
Хурăçăн йĕп-шăртăн,
Тăшмана ватмашкăн
Хатĕр çĕн тĕнче.
Тытăнччăр! Хăтланччăр!
— Тухĕç сĕрлен хуртăн
Ушкăн хыççăн ушкăн
Вĕçевçĕсем пиншер!
Чăнкă, кăвак пĕлĕт
Асрĕ аслатийĕн...
Мотор шавĕн хумĕ
Çурчĕ таврана.
Катаран, чик тĕллĕн
Таврăçнă çĕр çийĕн
Тарсăр вăрçă умĕн
Тӳнчĕ самана.
Çук!
Памастпăр, тӳнмĕ!
Пирĕншĕн — пур çĕрĕ,
Эпĕр ăна илнĕ
Тарлă чĕр юнпа.
Çук, хуплаймăр — сӳнмĕ
Хĕвеллĕ тупăш йĕрĕ.
— Уншăн пинĕн вилнĕ...
— Пĕтĕçнĕ унпа...
Тухрăмăр!..
Утатпăр!..
Каятпăр!..
Утатăп...
Каятăп...
Трам-там!..
Сарлать тавра
Кĕмсĕртетсе,
Çут кун шавне
Пусса,
Мĕльюн уран янран шавра...
Утатăп —
Мĕльюн алăн вăйне
Пĕр мăшăр чăмăра
Хытарса.
Утатăп —
Мĕльюнсен çиллине
Пĕр кăккăрăм ăшне пуçтарса.
Утатăп —
Мĕльюнсенĕн ĕмĕтне
Тĕнчипе вут-çулăмăн
Сарма.
Утатăп —
Вĕç-хĕррисĕр çĕр питне
Çĕн пурнăçăн илемĕпе
Карма.
................................................
Шак-шак!..
Шаккарĕç сасартăк.
Вăранатăп
Вĕçсĕр тĕлĕкрен.
Сехет чарăнайнă
Тăххăрта.
Астурăм тин —
Пулман-мĕн кĕрет...
Миме аташнă-мĕн
Ыйăхра.
Сĕтел çине хаçат тĕрки —
Çĕнрен хыпар паркийĕ выртнă.
Куç умĕнче сăмах йĕрки
Вылять,
Кусать,
Чупать
Хăвăрттăн,
«...Тĕпкомăн пленумĕ...
Доклад...
Пĕрремĕш пилĕкçуллăх итогĕсем.
Докладчик — Сталин...
...Большевикла
Иртейрĕмĕр хуса çитсе...»
Татах вулатăп,
«...Çĕршывра
Мĕн пур хуçалăх
Пайсене
Пур техникăн хавалĕпе
Сыхлăх ĕçне çирĕплетмешкĕн
Тăрайнă тĕп задача умра.
— Пур тĕрлĕ интервенцине,
— Пур вăрçă хăрушăлăх пуçне
Пур вăхăтра çапса ватмашкăн...»
«...Пилĕкçуллăх пулчĕ
Тăваттăра,
Çĕршер çĕн хапрăк-савăтсем,
Çĕн машинсем,
Çĕн тупăшсем...
Тĕнче курми
Çĕнтерӳсем...»
«...Вăйсăр, тĕрексĕр
Çĕршывран
Совет Союзĕ чи вăй-халлă
Ним инкеке пĕр пăхăнман,
Пур тăшмантан та сыхланма
Кирлĕ таран тар-хĕç-пăшал
Ытлашшипех хатĕрлесе
Хăйĕн çарне çирĕплетме
Пултаракан
Çĕршыв
Пулайрĕ...»
Тĕлĕкре мар халь, кĕретех
Пуçа хăюллăн, çӳллĕ ухрăм.
Çĕн сывлăшпа çĕн черете
Çĕн пурнăçа кĕме эп тухрăм.
Çĕршыв илемлĕхпе çиçет.
Ĕç тапăмĕ тулли тулайнă.
Пирĕн енне тайлать виçе —
Пире пуласлăх парăнайнă.
12/2—33 ç., Шупашкар