I
Паян Каша ялĕнче чиркӳ праçникĕ. Таврари ялсенчен паян Каша ялне хытă чуптарса лавсем пыра-пыра кĕреççĕ. Çуллен-çул ку ялсем паянхи кун ĕçкĕ тăваççĕ. Кашни килтех ĕçкĕ. Чухăнни те, пуянни те хăй çемĕн праçник ячĕпе ĕçет. Ахăрать вара ӳсĕр ял, çапăçать, çĕмĕрлет. Хăш чух хĕрлĕ автан та пĕлĕт хĕрринче çунаттисене сарса ташласа илет. Ирхине вара чипер ларакан çурт вырăнне хура кăмрăк курăнать.
Крикка та паян ĕçкĕ ĕçет. Ун патне хăнасем чылай килсе тулнă. Икĕ сĕтел çинче апат-çимĕç купи-купипех. Пĕр сĕтелли турăш кĕтессинче. Кунта арçынсем лараççĕ. Кĕреке умĕнче хĕрлĕ улача кĕпеллĕ Крикка ларать. Крикка — çӳçĕ кăвакарма пуçланă лутрарах старик, кăмăлллă питлĕ-куçлăскер, хăнисене ĕçтерет, çитерет; пĕринпе те тепринпе уççăн калаçать.
Тепĕр сĕтелли кăмака кукринерех тăрать. Кунта шакăр хĕрарăм ларса тухнă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн курăнаççĕ. Тенкĕ-шăрçа йăлтартатни куçа илĕртет.
Каç пулса килет. Урам еннелле тухакан чӳречесем çине хĕвеланăç енчи хĕрлĕ çутă ӳкнĕ. Анса ларма пынă хĕвел пысăккăн курăнать, шăн кантăк тĕррисене йăлтăртаттарать. Пӳртре ăшă, апат-çимĕç шăрши тутлăн килет: Крикка карчăкĕ çуллă кукăльсем, хур-кăвакал шарккăвĕсем, шăрттансем сахалах хатĕрлемен пуль. Ав, хăй, карчăкĕ, шурă кĕпепе, сурпан-чалма сырнă, сĕтел патĕнчен сĕтел патне кускаласа çӳрет. Кукăльсене пĕрин хыççăн тепĕрне каса-каса лартать. Пашелкассинчи хĕрĕ Кĕтерук амăшне пулăшать, сăра ĕçтерет, кукăльсене сĕтел çине пырса хурать. Кĕтерук хĕрлĕ сатин кĕпепе, йăрăс пӳллĕ, тăп-тăп питлĕ-куçлă. Пуçĕнче пурçăн тутăр. Хăнасем умĕнче илемлĕн ярăнса утса çӳрет.
— Анне, кукамай, атя пи-ик муккана кайса пăхай, — тет виçĕ çул çурăри Санькка, амăшĕпе кукамăшĕ хушшинче çаврăнкаласа çӳресе.
— Ан кансĕрле-ха, — тесе ăшшăн сĕлтсе ярать Кĕтерук ачине.
Ача пӳрт варрине тухса тăрать. Сарă çӳçлĕ, хĕрлĕ сатин кĕпепе, хура çытмапа, пушмак, чăлха тăхăннă.
— Ку-кама-ай, атя пи-ик муккана кайса пăхай, — тет Санькка, кукамăшне чĕрçитти аркинчен туртса.
— Крикка, ача пăрăва кайса курасшăн, илсе тухса кăтарт çавна! — терĕ Крикка карчăкĕ, ачана Крикка патнелле сĕлтсе.
— Кил кунта, кил! — терĕ Крикка, ачана кăчăк туртса, кĕрекерен пĕр хĕрлĕ улма илчĕ те улмине çӳлелле ывăткаларĕ.
— Кил, улма паратăп.
Ача кукашшĕ патне чупса пычĕ. Хавассăн улмана илчĕ те кукашшĕ чĕркуççийĕ çине таянса тăчĕ. Улмине çиет. Крикка ачан варпуççи пек çӳçне ачашласа шăлать.
— Сирĕн тиха мĕнле чупать çав, Санькка? — терĕ Крикка, ачана куçран пăхса.
Санькка çавăнтах, пуçне каçăртса, çинçе сассипе ихи-хи-хо-хок! — тесе çухăрчĕ илчĕ.
Хăнасем кĕр кулса ячĕç.
Унччен те пулмарĕ, Санькка урисене кукăрткаласа, тăпăрт-тăпăрт сиксе алăк патнелле чупрĕ. Алăк патĕнче тепĕр хут тихалла кĕçенсе илчĕ те кукашшĕ патнелле тĕрлеттерсе пычĕ. Çав вăхăтра пӳрте Санькка ашшĕ — Сар Ванюк килсе кĕчĕ. Сарă, кăтра, йăпшăм питлĕ çын. Шурă кĕпепе, çăматăпа Ванюк çемçен утса кĕреке умнелле пычĕ. Вăл лашасене утă-сĕлĕ пама тухнă-мĕн.
Ашшĕне курсан, Санькка ашшĕ патнелле чупса пычĕ те тихалла сиксе илчĕ.
— Ах, маттурскер!
— Епле чĕрĕ!
— Мĕнле илемлĕ тукалать, — теççĕ хĕрарăмсем. Пур хăнасен куçĕсем те — Санькка çинче.
— Пĕчĕк тихана сĕлĕ парас пуль, — терĕ ашшĕ. Саньккана аркă çине тытса ларчĕ те кĕсъерен шурă пĕремĕк кăларса пачĕ. Ача пĕремĕк çинĕ хушăрах ашшĕ арки çинчен йăпăр-япăр анчĕ те:
— Ух-ух ту, атте, — тесе аллисене çӳлелле кăнтарчĕ, часах ашшĕ ури çине хăпарса та тăчĕ.
Ашшĕ ачана сиктерме тытăнчĕ.
— Ух! ух! ух! — ача яр-яр сикет. Ачан кăтрарах çӳçĕсем вĕл-вĕл тăваççĕ. Уçă сассипе ача ахăлтатса кулать. Хаваспа тулли куçĕсем йăлтăртатаççĕ.
Ашшĕ ачана ярăнтарчĕ-ярăнтарчĕ те арки çине вĕлт сиктерсе хăпартса лартрĕ. Ачана ытараймасăр ашшĕ çурăмĕнчен савса илчĕ. Ашшĕшĕн ку пĕртен-пĕр ывăл ача пек пахи урăх нимĕн те çук çав.
— Автан мĕн тет çа-ав! — терĕ кукашшĕ, Саньккана каллех астарса.
Санькка каллех йăпăр-япăр ашшĕ çинчен анчĕ те, мăйне автан пек тăсса, икĕ аллипе хăлаçланса:
— Ки-ки-ий-йик! — тесе çухăрса ячĕ. Санькка пит-куçне автан пек тăвасшăн тăрăшни пит кулăшла тухрĕ. Мĕнпур хăна ачана пăхса кулса ячĕ.
Кĕслеçĕ кĕслине хĕстерсе кĕчĕ. Ăна курсанах Санькка:
— Тĕнкĕл-тĕнкĕл, ники-ники, — тесе алă çупса ячĕ.
— Ну, ташла эппин! — терĕ кукашшĕ, — ыран Çĕрпӳ пасарĕнче лаша илсе парăп.
— Шăнкăртаттар-ха кăшт, — терĕ Санькка ашшĕ кĕслеçе.
Лешĕ кĕсле калама тытăнчĕ. Санькка кăшт пăхса, итлесе тăчĕ те, кĕске, мăнтăр аллисемпе çупса ярса, урисемпе тăпăртаттарма та тытăнчĕ. Патнерех тăракан çынсем алă çупса ячĕç. Кукашшĕ кула-кула такмаклать:
Эй-ну, яр пар!
Ярапине хама пар!
Улми çупать,
Çулçи ташлать.
Титĕл-титĕл, тит-тит!
Титĕл-титĕл, ти-ти!
Ача çавăрăнкаласа çӳресе ташлать. Пĕчĕк урисемпе темле те тукалать.
— Ил ачуна! Кун пек ачана куç часах ӳкекен! — терĕ пĕр ватăрах хĕрарăм Кĕтерука.
Кĕтерук ташласа тăракан ачана кăп ярса илчĕ те, кăкри çумне хĕстерсе, сисĕнкĕсĕр ачашласа чуптуса илчĕ. Кĕтерукшăн Санькка мĕн чухлĕ пахине калас та çук. Паян ачана çынсем ăмсаннипе амăш кăмăлĕ тулнă.
Кĕтерук ачана хăйпе пĕрле сĕтел хушшине лартрĕ. Çырла куклисем, пылпа кулач, панулмисем çитереççĕ. Ача амăш арки çинче часах ыйхăларĕ.
— Пап-па, — терĕ вăл, çыртнă улмине сĕтел çине хурса. Кĕтерук ачана хĕрарăмсен хыçнелле, кĕтесе, хăйĕн шаль тутрине сарса вырттарчĕ. Ача часах çывăрса кайрĕ.
II
Хăнасем килни чылай вăхăт иртнĕ. Чылай эрех-сăра хăнасен пырне ярăннă. Паçăр йĕркеллĕ калаçса ларакан çынсем халĕ чылайăшĕ картран тухнă: хăшĕ хăрушла сассипе ĕнрешлесе юрă çавăрасшăн, хăшĕ-пĕрисем пыр шăтăкĕпе кăшкăрашса çынсене хăйсем мĕн каланине итлеттересшĕн. Сăра-эрехне çаплах ĕçеççĕ. Пурте тутă пулин те, апатсене астивсе пăхса çаплах кавлеççĕ. Пӳртре тӳсме çук пăчă. Эрех-сăра, тар шăрши сăмсана çапать. Чĕлĕм тĕтĕмĕ лăп-тулли — тĕтре пек курăнать. Паçăр самай çунакан краççын халĕ тĕксĕммĕн çунать. Кăшкăрса калаçни, кĕсле сассине пĕтерсе кĕрĕслеттерсе ташлани, асар-писер юрлани хăлхана йĕрĕнтерет. Тахçанхи ĕмĕрхи тискер этемсем чĕрĕлсе килсе кунта пухăннăн туйăнать.
Микул- турă пек çутă пуçлă старик кĕрекере ларнă çĕртех хăй мĕн ĕçнине айне кăларса янă.
— Ара, мĕн шăпăртаттарса юхтаратăн? — терĕ ăна юнашар ларакан çын.
Микул турă пекки нимĕн те чĕнмест. Урлă-пирлĕ тайăнкаласа хур тукмакки чăмлать. Унччен те пулмарĕ, какăрса илчĕ те Крикка тыттарнă эрех черккине çăварне ӳпĕнтерчĕ.
Акă пĕр çамрăкрах çын сĕтел хушшинчен хăвăрт сиксе тухрĕ. Унăн пит-куçĕ тем чăтайми асап курнă пек чалăшшăн турткаланать. Çынсене чавсапа хирсе, алăк патнелле пырать, куçне чарнă, тутине шат тытнă. Сасартăк çăварĕнчен пичке пăкки еирпĕнсе тухса кайнă пек хăсăк тапса тухрĕ. Алăк патне çитеймесĕрех шалл! хăсса ячĕ. Пăсăк çăмарта шăрши евĕрлĕ йӳçĕ шăрша пӳрте сарăлчĕ. Çынсене хăсăкпа сирпĕтсе вараласа тула тухса кайрĕ.
Пĕр пустав халатлă çын кĕреке урлă уртăнса Криккапа хыттăн хăй лаши çинчен калаçать.
— Ман лаша пекки районĕпе çу-ук! — тет халатли, кăкрине чышса.
— Санăн лашу манăн патне пыраймасть, — тет Крикка, кăвак сухалне якатса. Хĕрĕнрсĕскер, Крикка хăнипе те чĕрре кĕрсе калаçать. Лешĕ тарăхнă сасăпа кăкрине тата хытăрах чышса хăйĕннех калать. Унччен те пулмарĕ, хăнапа хуçи сĕтел урлах тытăçса та илчĕç. Сĕтел çинче тăракан четвĕрт кĕленчи, стакан чăнкăр-чанкăр турĕç. Хĕрарăмсем хушшинче такам çари çухăрчĕ. Шăлĕсене çыртса, куçне-пуçне чарса пăрахса хăнапа хуçи пĕр-пĕрне туллаççĕ. Крикка питçăмарти тăрăх юн юхса та анчĕ. Темиçе алă çапăçакансене чарма тăсăлчĕ. Халатлă çыннăн арăмĕ упăшкине йĕре-йĕре кĕреке хушшинчен сĕтĕрет. Çапăçакансене аран-аран йăпаткаласа уйăрчĕç.
Ĕрлешеççĕ, çĕмĕрлеççĕ ӳсĕрсем. Анчах тискеррĕн, ирсĕррĕн туйăннине ку пӳртре никамах та сисмест. Пурте пекех кунта тăнне-пуçне, этемлĕхне çухатнă. Крикка карчăкĕпе Кĕтерук кăна хăнасене пăхса тăрас майпа ӳсĕр мар. Хĕрарăмсем те арçынсенчен сахалах юлмаççĕ — кашни пекех ӳсĕр. Кĕтерук паян эрех тавраш пĕрре те сыпман. Сăрине ĕçесси ĕçкеленĕ те, ăш хыпнăран кăна ĕçнĕ, пуç патне пымаллах ĕçмен.
— Ĕçес мар çав эрехе, нихăçан та ĕçес мар, — тесе паян çак таранчченех шухăшлать Кĕтерук. Паçăр яла пырса кĕнĕ чух мĕн курни Кĕтерукăн куç умĕнче. Уй хапхине тĕрлĕ сăрăпа сăрласа çапла çырнă: «Чиркӳ праçникĕсенче ĕçкĕеем туса ӳсĕрĕлесси — кивĕ пурнăçран юлнă ирсĕр йăла».
Кĕтерукпа упăшки çак çырнине лашине тăратсах вуларĕç.
— Апла та... праçнике хуньăм патне каяс килет-çке-ха, — тесе хучĕ Ванюк. Лашине туртрĕ. Урампа пыраççĕ. Пĕр урам тăваткăлĕнче икĕ шалçа тăратнă. Шалçасем хушшине хут карнă. Кунта эрех этеме мĕн тери сиен тунине карттин туса хунă. Акă ӳсĕр çын шăнса вилет, акă кунта ӳсĕрпе арăмне, ачи-пăчине хĕнет, çĕçĕпе чикме хатĕрленет. Тепĕр картинĕ ӳсĕрпе вут кăларса яни, ӳксе вилни... темĕн те тунă. Кĕтерукăн пĕтĕм картинсене курсан çӳçпуç вирелле тăчĕ. Хăрушла картинăсем! Упăшки эрех ĕçекен арăма пит хĕрхенес килчĕ. Юрать-ха, Кĕтерукăн упăшки ĕçкĕсенче кăна ĕçкелет. Ахаль чух та ĕçес пулсан, ӳсĕрпе Кĕтерука, Саньккана хĕнес пулсан, мĕн курмалла?
— Комсомолсем ĕçленĕ ĕнтĕ кăна, — терĕ Ванюк, картин патĕнчен лашине хуллен уттарса.
— Ĕçмелле мар çав эрехе, — терĕ Кĕтерук, мĕн курнине пĕтĕмпех ăша чиксе.
— Ан ĕç. Курăпăр-ха паян аçу патĕнче мĕнле ĕçменнине, — терĕ упăшки, кулкаласа.
— Чăнах та пĕрре те сыпас мар тетĕп, сыпмастăп. — Ку сăмахсене Кĕтерук чĕререн каларĕ.
Лаша урам тăрăх юртать: кооператив лавкки умĕнче каллех çавăн пек çырса çапни пур. «Эрех — этем тăшманĕ», — тенĕ. Аяларах эрех этем сывлăхне пĕтерни çинчен картин тунă. Юнашарах тепĕр плакат — кунта Каша ялĕнче раштав кунĕ ĕçкĕ туса вăтам шутпа мĕн чухлĕ ĕçме-çиме, укçа-тенкĕ пĕтнине кăтартнă. Пĕр раштав праçникĕ виçĕ пин тенкĕ çура ӳкет. Икĕ çул хушшинче пĕр трактор ĕçсе, çисе яраççĕ çак Каша ялĕнче.
— Вăт пирĕн хамăрăн та ыран пĕр çитмĕл-сакăрвун тенкĕ шывпа юхса кайнă пек каять — пĕрре ĕçкĕ туса илес тетпĕр, — терĕ Ванюк.
— Каясси каять те-ха, тăвансене йыхăрнă-çке-ха ĕнтĕ, сăри-эрехне те тăкакласа хатĕрленĕ, — терĕ Кĕтерук.
— Юрĕ, кăçал ĕçкĕ туса ирттерер те, вара хамăр та ĕçке каймăпăр, хамăр та нихăçан та тумăпăр, — терĕ Ванюк, лашине хунĕ хапхи умнелле пăртарса.
Çĕмĕрлет ĕçкĕ... Усĕр çынсем тата хăрушларах, ирсĕртерех. Кĕтерук канмалăх тенĕ пек хĕрарăмсен ушкăнне пырса ларчĕ. Пашелкассинчи Микула — Кĕтерук йыснăшĕ — эрех ĕçтерсе çӳрет. Микула хура куçлă, мăнтăр питçăмартиллĕ çын. Эрехне четвĕрт кĕленчипех хул айне хĕстернĕ. Хăй ӳсĕр, анчах тăнне çухатман, ури çинче хытах тăрать. Микулана, шӳтлесе, «эрех пички» теççĕ, мĕншĕн тесен Микула, эрехпе çамрăкранах пиçнĕскер, темĕн чухлĕ ĕçсен те ураран ӳкмест.
— Хуньăм ĕне халалларĕ. Ени сĕтлĕ-çуллă пултăр тесе ĕçер-ха кăшт, çăвар-ха ĕнене, — тет Микула, эрехне кама та пулин тултарса парса.
— Сĕтлĕ-çуллă, ăнăçлă пултăр, пĕр пуçран пин пуçа çиттĕр, — текелесе, хĕрарăмсем янк та янк тутараççĕ эрехе.
— Савнă, тĕнче çути пек паха пултăрăм, ĕçсе пар-ха пĕр черкке, — терĕ Микула, Кĕтерука пĕр черкке тултарса парса.
— Ĕçместĕп, йысна!
— Мĕнле ĕçместĕн?
— Ĕçес мар тетĕп.
— Урамра комсомолсем çырса хунине хытă тăнларăн-и-мĕн? Эй-й, каккуй, ĕçместĕп текелет. Делегатка мар пуль вĕт?
— Делегатка мар та, çавах ĕçместĕп. Комсомолсем çырса хуни те пĕтĕмпех тĕрĕс, ĕçмелле мар çав эрехе.
— Э-э-э, савнă пултăрăм! Эсĕ пирĕн çын мар-çке! Çак ялта паян камăн килте комсомол пур, делегатка пур — ĕçкĕ тумалла мар тунă, тет. Санăн çавăн пек çынсем патне каймаллаччĕ, ĕç!
— Ĕçместĕп!
— Юрĕ, ан ĕç! — терĕ йыснăшĕ кăмăлсăр сасăпа. — Эппин, ыран хăвăр пата пырассине ан кĕт, — терĕ те çилленнĕ пек пулчĕ.
— Ара, йысна, сана кам пирĕн пата ан пыр тет, — терĕ Кĕтерук та, кăмăлсăрланса.
— Эсĕ эрех ĕçменни — ан пыр тенипе пĕрех. Ĕç пĕр черкке, сыпса çеç пар!
Кĕтерук пĕрмаях хăй ăшĕнче: ĕçес марччĕ, сыпса та пăхас марччĕ тесе шухăшласа лараканскер, халĕ хăй шухăшне улăштарчĕ. Пĕрех сыпса парам çакна, кайтăр ку манран хăпса тесе шухăшларĕ. Йыснăшĕ те черккене Кĕтерук çăварĕ умĕнчех тытса тăрать. Кĕтерук ĕçрĕ. Йыснăшĕ черккене вăйпа Кĕтерук çăварне ӳпĕнтерчĕ.
— Вăт маттур! Пĕр черкке маншăн ĕçрĕн, ĕнтĕ аппушăн тепĕрне яр!
Тултарать.
— Çу-ук, урăх ĕçместĕп, — тет Кĕтерук, тути-çăварне тутăрпа шăлкаласа.
— Ĕçетĕн! Ĕне пĕр мăйракаллă мар, иккĕллĕ, икĕ мăйракине те çăвас пулать. Пĕрне ĕçнине тепĕрне ĕçетĕнех ĕнтĕ. — Каллех йыснăшĕ эрехе Кĕтерук тути патнех илсе пынă. Пĕрне ĕçнĕ-тĕк, иккĕмĕшĕнчен мĕнле хăтăлас Кĕтерукăн. Кăшт сыпам терĕ Кĕтерук, тутине тăсрĕ. Йыснăшĕ каллех черккене Кĕтерук çăварнелле ӳпĕнтерчĕ.
— Иккĕ пулчĕ! — тет Микула хавассăн. — Ну, тур калашле, виççĕ — виççĕ ĕçмесен, эпир ыран хамăр та сирĕн патăрта ĕçместпĕр! — тет йыснăшĕ, тепĕр черкке тултарса.
Виççĕмĕшне Кĕтерук хăй аллипех тытса ĕçрĕ. Пĕтĕм шăмшак çемçелсе, чĕркуççи вăйĕсем пĕтсе кайнă пек туйăнчĕç. Пуç хуллен, сисĕнкĕсĕр çавăрăнни ыррăн туйăнса кайрĕ.
— Ĕне ури тăваттă, тăваттăмăшне те çу, — тет йыснăшĕ, каллех черкке тултарса. Кĕтерукăн ку черккене ĕçес килсех кайрĕ. Эрех шăрши уççăн пек, тутлă пек туйăнчĕ. Тытрĕ те тĕппипе ĕçрĕ....
Çĕмĕрлет ĕçкĕ... Усĕрсем хăшĕ-пĕри йăванса кайнă. Хăшĕ-пĕри пĕр-пĕринпе тытăçас çинче шăрчĕсене тăратса лараççĕ, хăшĕ-пĕри вĕçĕмсĕр «упа ташши» ташлать, кĕсле кĕввине пăхмасăр пĕр тĕлте кĕрĕслеттерсе сикет. Кĕтерукпа упăшки те тухса ташларĕç. Кĕтерук ташланă çĕртех сулăнса кайрĕ, чутах йăванса каятчĕ. Кĕтерукшăн пĕтĕм пӳрт ăшчикки йĕри-тавра çавăрăнать. Çынсем, сĕтелсем, хăш чух пуçхĕрлĕ тăраççĕ. Кăмака чалăша-чалăша каять. Куç умĕнчи пĕтĕм япала çавăрăнать, пĕтĕрĕнет. Йыснăшĕ пĕр пырса зрех ĕçтернĕренпе Кĕтерук мĕн чухлĕ эрех, пыллă сăра ĕçнине тахçанах шутне çухатнă. Темĕн чул вăхăт иртсен упăшки Кĕтерука:
— Киле кайăпăр, тумлан, — терĕ. Такам Кĕтерука кĕрĕк тыттарчĕ. Кĕтерук, упăшки ăна апла каласан, ыйхăран вăраннă пек пулса йĕри-тавра пăхкаларĕ. Пӳртре çынсем сахалланнă. Аран-аран кĕрĕкне тăхăнса, Кĕтерук шаль тутрине шырать. Ача айĕнчен шаль тутрине çыпăçусăр кăшт туртса илчĕ. Санькка шарт сиксе вăранса çухăрса ячĕ. Кĕтерук ача сассине илтсен тин ачине аса илчĕ пулмалла.
— К-кил, ы-ыльăм, киле ка-ятпăр, — тесе ачине пит юратса тытрĕ, кĕрĕкпе, тăлăппа чĕркеме хăтланать, анчах чĕркенĕ типтерĕ çук: ачан алли-урисем курăнсах тăраççĕ. Такам пĕр карчăк Саньккана амăшĕнчен илчĕ те кашта çинче çакăнса тăракан пĕчĕк утиялпа ачана пит аван чĕркерĕ.
— Атя, лартса ярам, çуна çинче ачуна авантарах чĕркĕн.
Кĕтерук, кĕрĕкпе, тăлăппа чĕркенкелесе, алкум вĕçĕнче тăракан çуна çине йăванса каяс пек тухса ларчĕ. Кĕтерук Саньккана тăлăп ăшне пит аван чĕркесе лартрĕ. Кĕтеруксене ăсатма темиçе çын сăрапа, эрехпе тухрĕç. Ванюк чух тайкаланса çуна ларкăчĕ çине кĕрсе ларчĕ.
— Ну, ачасем, çул курки! — тет Крикка, çуна умĕнче çарамасах тăрса. Кĕрӳшĕпе хĕрне эрех тыттарать. Темиçе черкке те ĕçтерчĕ. Пĕр хĕрарăм икшер стакан пыллă сăра пачĕ. Юлашкинчен Микула та — те йăнăшпа, те юри — черкке вырăнне стакан илсе тухнă. Эрехе стаканпа тултарса пачĕ. Ванюкпа Кĕтерук мĕн панине çаплах ĕçрĕç.
— Сывă пулăр, çилленсе ан кайăр, — терĕç ăсатакансем.
Ванюк лашине туртрĕ. Сивĕпе ĕнтĕркесе тăнă лаша вăшт çеç хапхаран тухса кайрĕ.
— Кайрĕç-и? — терĕ Крикка карчăкĕ, алкум вĕçне хыпаланса тухса. — Ямалла марччĕ те... — терĕ вăл, пăшăрханса.
— Мĕнле ан кайччăр вĕсем? Ыран хăйсем ĕçкĕ ĕçеççĕ те, вара кунта çĕр выртса тăраççĕ-и? — терĕ Микула. Пӳрте кĕрсе кайрĕ.
— Пит ӳсĕр, кайман пулсан авантарах пулĕччĕ, тен... Вĕсем тухса кайнă чух хам тĕпсакайне кĕнĕ-çке, ах, ямалла марччĕ... — тет карчăк, пĕчченех алкум вĕçĕнче тăрса юлса. Кĕтерукпа кĕрӳшне кăларса янăшăн пăшăрханса пӳрте кĕрсе кайрĕ.
III
Ванюк лаши пуçне ухса, çилхине вĕçтерсе чупать. Çанталăк тӳлек. Шартлама сивĕ. Уйра, çуна йĕрленисĕр пуçне, пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест, пĕр чĕрĕ чун та курăнмасть. Кăвак тӳпере çăлтăрсем, шултран курăнса, урисене вĕлтĕр-вĕлтĕр вылятса тăраççĕ. Катăлнă уйăх куçне хĕссе пă-хать. Ванюк ларчăк çинче ларса пынă çĕртенех ыйхăланă. Тăлăп çухине тăратнăскерне, ăна сивĕ те тивмест. Çуна ярăннă майĕн ыйхă тутлă килет. Ванюк малалла ӳпĕнсе, çуна умĕ çине таянса, нимĕн туйми çывăрать.
Кĕтерук та сасă памасть. Вăл ялтан тухичченех ĕшеннипе, пит ӳсĕррипе вилнĕ пек çывăрса кайнă.
Санькка амăш арки çинче, ăшă çĕрте, ларса пырать. Алли-урине утиялпа авраса чĕркенĕскер, пĕр сиккеленмесĕр ларать. Унăн та ыйхă килет. Кăшт кайсан Санькка та тĕлĕрчĕ.
Лаша килелле хавас майĕпе хытă чупать. Вăрмана çитесси те инçе мар. Вăрман витĕр тухсанах киле çитеççĕ. Вăрман хĕрринче, икĕ çул юппи тĕлĕнче, пĕр тунката хуран курăнса ларать. Лаша чипер чупса пынă çĕртех çав тункатаран хăраса пĕр еннелле варт пăрăнчĕ. Çуна сасартăк сиксе илсе чалăшрĕ те, Санькка çул хĕрнелле вăнк ывтăнчĕ. Утиялпа чĕркесе пĕтернĕскер, Санькка юр çине ӳксен тин çари! çухăрса ячĕ. Утиялне сирсе ура çине тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Хăвăрт каякан çуна хура çăмха пек курăнать.
— Анне, анне-е-е! Эп пы-йа-а-ап, эпĕ те паххапа каяп! — тесе йĕрсе çухăрчĕ. Çуна хыççăн чупрĕ. Пĕчĕк пушмакĕсемпе юра чĕрик-чĕрик тутарса чупать. Чупать, чупать ача, анчах чупни малалла каймасть. Лаша хăранă майĕпе тата хытăрах чупрĕ пулас. Умри хура пăнчă часах куç умĕнчен çухалчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача сассине, вăл ӳксе юлнине сисеймен. Амăшĕ, вилĕ ӳсĕрскер, хăй йăванса юлас пулсан та туяс çук. Ашшĕ çуна чалăшса сиктерсен пĕр самантлăха вăраннă пек пулнăччĕ, анчах куçне те уçаймарĕ, пуçне те çĕклеймерĕ; ӳсĕрле ыйхă ытла та йывăр пуснă. Çуна курăнми пулсан, ача чупма чарăнчĕ. Пăхса тăрать, йĕрет. Шартлама сивĕ ача çанçурăмне, питне-куçне чĕпĕте пуçларĕ. Ача тăнă çĕртех аллине пĕçĕ хушшине хĕстерсе куклене-куклене анать.
— Анне-е, ыш-ш! Эпĕ те паххапа кай-а-а-ам!
Амăш аякра. Çуна сасси те илтĕнми пулчĕ. Ача, сивĕпе ĕнтĕркенĕскер, утиялĕ патнелле тăнк-тăнк тутарса утса пычĕ. Утиялĕ тĕлне çитрĕ те аллисене тăсса утиял çине ӳпне лап ӳкрĕ. Сивĕ, питĕ сивĕ. Ачан алли-урисем хытма пуçларĕç.
— Ы-шш-шишша, анне-е, ыш! — тесе йĕрет ача паçăрхи пекех, анчах сасси халĕ йăвашланнă, хытах илтĕнмест.
Ача чылайччен аллипе питне хупласа выртрĕ. Выртсан-выртсан пуçне çĕклерĕ те чун хавалĕпе:
— Анне! — тесе çухăрчĕ. Вара каллех питне аллисемпе хупласа выртрĕ. Хуллен йынăша пуçларĕ.
Тем чул вăхăт иртрĕ. Ача йынăшсан-йынăшсан шăп пулчĕ. Йĕри-тавра пĕр чĕрĕ сасă илтĕнмест. Ача вилнине никам та курмарĕ. Кăвак тӳперен çеç çăлтăрсем куçĕсене чарса пăхса тăчĕç. Икĕ-виçĕ çăлтăр пĕр тĕксĕмленсе, пĕр çутăлса илчĕç. Куçĕсене мăч-мăч туса илнĕ пек туйăнчĕ. Таçтан пĕр пайрака тӳлек çил вăр вĕçсе килчĕ. Шăнса вилнĕ ачан кĕпи аркине, кăтраланса тăракан çӳç пайăркине хуллен вĕрсе илчĕ те сисĕнкĕсĕр çухалчĕ.
Уйра шăп, тӳлек. Вăрман урлă шурăмпуç çути килни палăрать.
IV
Ванюкпа Кĕтерук килне тул çутăлсан тин çитрĕç. Лаши çул юппинче урăх çулпа кайнă-мĕн. Пилĕк çухрăм каяс вырăнне вĕсем вунпĕр çухрăм лăп тавра кайса çавăрăннă.
Ванюк хăйсен хапхи тĕлне çитсен арăмне çурăмĕнчен тĕккелесе:
— Тăрăр, шăнса вилмерĕр-и? — терĕ. Кĕтерук упăшки тĕккелесен тин вăранчĕ. Ахлаткаласа, тайăнкаласа çуна çинчен тăчĕ. Арăмĕ çуна çинчен пĕччен тăнине курсанах Ванюкăн çанçурăмĕ вĕриленсе, сивĕнсе кайрĕ, çӳçĕсем вирелле тăнă пек туйăнчĕç, чĕре хăвăрт кăртлатса тапса илчĕ. Пĕр самантлăха Ванюкăн чĕнме сасă та çук пек...
— Ӳксе юлнă! Ӳкерсе хăварнă! — тесе хаяррăн çухăрса ячĕ Ванюк.
Кĕтерук, тин ыйхăран вăраннăскер, тăнсăр çын пек пулса кайнă.
— Ача ăçта? Ача ӳксе юлнă вĕт! — терĕ Ванюк. Хăй çавăнтах уласа йĕрсе ячĕ. Кĕтерук, упăшки мĕн каланине тăнласа илсенех, ăçта тăнă çавăнтах йăванса кайрĕ. Ванюк лашана вăр-вар çавăрчĕ те, çуна çине тăрса, çавраçил пек каялла вĕçтерчĕ.
Ванюк лашине пĕр хĕрхенмесĕр чуптарать, хытă çапать. Акă вăрмантан тухса тунката патнелле çитет. Аякранах çул хĕрринче хĕрлĕ япала курăнчĕ. Ванюк куç хупса иличчен тенĕ пек ачи патне çитрĕ. Ачи пĕчĕк аллисемпе питне хупланă та ӳпне выртать. Чĕрĕ пекех курăнать. Ванюк ачана хăвăрт ярса илчĕ те сывласа яраймасăр çавăркаласа пăхрĕ. Ачи пăр татки пек кăт хытă. Хăрах куçне аллипе хупланă, хăраххи, уçăскер, шурă илнĕ пек курăнчĕ. Пăр татки пек куçĕпе Санькка ашшĕ çине пăхнă пекех туйăнчĕ. Ванюк хăйне хăй тем туса пăрахасса çитрĕ, анчах ним тума та çук! Ача виллине тăлăп ăшне хупса, кăкăр çумне хĕстерсе, Ванюк лашине килелле хăваларĕ.
V
Çĕрле. Паян Ванюкпа Кĕтерук патĕнче хăнасем пулмаллаччĕ, урăм-сурăм ĕçкĕ ирттермеллеччĕ, анчах пур килнĕ пек хăнасем саланса пĕтрĕç. Ванюк хунĕпе хунямăшĕ кăна юлнă. Пӳртре кичемлĕ. Ахлатнă, йĕнĕ сассем илтĕнеççĕ. Санькка турăш айĕнче, пĕчĕк тупăкра выртать. Кĕтерукпа амăшĕ тупăк умĕнче лараççĕ. Кĕтерука амăшĕ ӳсĕрличчен ĕçнĕшĕн йĕре-йĕре ӳпкелет. Кĕтерук чĕрене касакан сасăпа, хăй сывлăшне çавăрса яраймасăр йĕрет. Санькка аллине Кĕтерук тыта-тыта пăхса сывлăшпа ăшăтать.
— Ах! Пĕтертĕм-çке сана, пĕтертĕм, ачам! Ах! Хам ӳсĕрри пĕтерчĕ! Мĕншĕн кайрăм-ши ĕçке! Мĕншĕн ĕçрĕм-ши? Тĕрĕссине çырнă комсомолсем! Кирлĕ мар ĕçкĕ! Еçкĕ пĕтерчĕ ман ачана-а. — Йĕрет Кĕтерук. Хăш чух урайне лучăрканса анать.
Сĕтел вĕçĕнче Крикка пĕр шарламасăр ларать. Вăл паян кунта киличчен Çĕрпӳ пасарне кайса килнĕ. Санькка валли тетте — çуналлă лаша илнĕ.
Теттийĕ акă халь сĕтел çинчех тăрать.
Алăк патĕнчи вырăн çинче Ванюк выртать. Анчах вăл çывăрмасть. Хупнă куçĕсенчен тапхăр-тапхăр вĕри куççулĕ юхса анать. Хăш чух арăмĕ çине пăхса илет, вара каллех куçне хупса шăлне çыртать. Ванюк, ывăлне чĕртес тесе, темĕн чухлĕ тăрăшрĕ. Тупса килсенех юрпа, пăрлă шывпа сăтăрчĕ, тухтăра та илсе килсе пăхрĕç — ача чĕрĕлмерĕ.
Ĕнер Санькка чупкаласа выляса çӳрени халĕ те куç умĕнче. Тупăкран тăрса, сĕтел çинче тăракан теттене мăнтăр аллисемпе ярса илессĕнех туйăнать.