Аптăрать хай хаяр Супетей
Илейменшĕн Сăвар хулине...
«Шапатан тухатмăш» юрăран
I
Час-час килетĕп эп кунта,
Чуна туртать çап-çут Вăта.
Ларатăп та шур чул çине
Çитеп вара çулпа пине...
Путатăп эпĕ шухăша,
Çӳреп пин çул аша-аша,
Илтеп сасартăк хаш чухне
Уртан сехреллĕ сассине.
Килсе тухать хура утпа
Нӳкер хĕçпе те хĕм-вутпа.
Утап вара вăрçа тухса —
Кистен çакса, чукмар тытса.
«Тăшман таптать тăван çĕре,
Чура тăвасшăн вăл пире!
Çĕрне-шывна, ачам, сыхла,
Кăрал тытсам эс арпуçла!» —
Пиллет мана тăван анне,
Парса аттен кăвак хăртне.
Пиллет мана вăрман, уй-хир:
«Калла ан чак! Хурах вăл, хир!
Арçын ятне тытса чысра,
Вучах вутне куç пек упра!..»
Хиреп вара эп тăшмана,
Çĕршыв парать вăй-хал мана.
Кĕçех хурах сăрне ярать —
Чăл-пар тусать, чакать, тарать!
Каллех хĕвел хавас çиçет,
Хирте тырпул тулса пиçет...
...Час-час килетĕп эп кунта,
Чуна туртать çап-çут Вăта.
Ларатăп та шур чул çине —
Çитеп вара çулпа пине...
Илтеп сасартăк хăш чухне
Уртан сехреллĕ сассине.
Утап вара вăрçа тухса —
Кистен çакса, хăрта тытса...
II
Кунта кашни чул кăшкăрать,
Кунта кашни чул макăрать...
Улать урса вутпа çĕмрен,
Хĕвел хуралнă йĕнĕрен.
Турта çумне çыхать лере
Тăшман чечек пек сар хĕре.
Йĕри-тавра хӳхлев, ылхан,
Ялсем çинче сĕрлет çăхан...
Тухать хĕвел, тавра шăпах,
Хитрен сас пачĕ ак юпах.
Майпен сӳнеççĕ кăвайтсем,
Тетел туртаççĕ пулăçсем.
Çĕре шăварнă хĕрлĕ юн,
Çĕрне сыхланă паттăр чун —
Чечек пулса — умра çиçет,
Тăри пулса çӳлте вĕçет.
Тăратăп шухăша кайса,
Пăлхар кĕлне алра тытса.