Шараф Мударриса
Кĕрлерĕ кĕр! Хура Ката —
Тăван ялу, Шараф-ага.
Кăтартрăн эс тутар чунне,
Чĕнсе мана Сабан туйне.
Кăтартрăн эс сӳнми илем —
Чĕре вăйне çĕклен хĕлхем.
Çуртун сăйне, чысне курса,
Ларатăп халь кунак пулса.
Тальян юрлать, ташлать курай,
Куçне шăлса илет бабай.
Кĕвве майпен тăса-тăса,
Кайри кунне илет аса:
— Хура Ката — хитре Ката,
Пулан пуль эс кăçал хăта.
Хура куçне, чипер хĕрне,
Паран пуль эс мана пĕрне...
...Хура Ката, ĕлккен кĕтес,
Асран нихçан тухмастăн эс.