Кĕмĕл кĕпер :: Сутăнчăк çулĕ — кукăр çул


Çӳллĕ тусем çинче — икĕ йăва,

Пĕр йăвинче ăмăрткайăк ларатъ.

Тепĕр йăвинче темле кайăк,

Вăл мĕнле кайăкне кам калать?

 

Çӳллĕ туссм çинче икĕ вăрман,

Пĕр вăрманне кетĕм — аташрам.

Тепĕр вăрманĕнче аташмăп-ши,

Кам та пулсан мана калать-ши?

 

Çӳллĕ тусем çинче икĕ çул,

Пĕр çулĕпе кайрăм — калла тухрăм,

Тепĕр çулĕ ăçта каять-ши,

Кам та пулсан мана калатъ-ши?

Авалхи юрă.