Хура çăкăр :: XXVI. Пӳкле вилĕм
Каç пулнă. Ял ачи-пăчи çаплах саланмасть. Урамра пĕр чарăнми шапăлтатаççĕ, çуйăхаççĕ, кăшкăрашаççĕ, пĕр-пĕринпе ут вĕттин чупса, Кантюк çурчĕ патĕнченех иртеççĕ. Акă Аттилля йăкăначĕн çытма йĕмлĕ ачисем, иккĕш те ярханах, пĕр витре çĕкленĕ те урамра ăçта тислĕк купи пур, тислĕк нăрри шыраççĕ, тупсассăнах, шăтăка шыв ярса, нăррине кăлараççĕ, нăрри тухнă чух харăс-харăссăн кăшкăраççĕ. Авă, Пĕке Савинĕн хăрах куçлă Ваçтикĕ — тепĕр куçне шур илнĕ — шăл йĕрсе тăрать. Кукăр ураллă Мăран Симукки те, янкăлт-янкăлт пускаласа, ачасем хыççăн чупам пек тăвать.
Кантюк урамри ачасем çинелле пăхать, вĕсем пирки пулас тарçăсем тесе шухăшлать. Çав ачасенчен çын пуличчен çурри ытла вилсе пĕтет, хăшпĕрисем вара пурăнкалам пек хăтланаççĕ. Мĕн тăвайĕç-ши вĕсем ӳлĕмрен? Çĕр çинче çитмест-ши-ха чăлах та суккăр?.. Хĕç пек ырхан вĕсем, аяк пĕрчийĕсем хушшире витĕр çил вĕрет, черченкĕ шăммисем çурхах пек çӳхе те патрак, ӳт-тирĕ турткаланса пĕтнĕ, кирĕклĕ ӳчĕсене кĕсен çине кĕсен пирченĕ. «Нимĕн те çук хăвăрăн, ним масăр та çук, çапах та пурăнасшăн, — тесе шухăшлать Кантюк. — Кама кирлĕ эсир пурăнни? Кама?..»
Шерккей çав вăхăтра ачасенчен: «Селиме чупса кайнине куракансем пулмарĕç-и?» — тесе ыйтрĕ. Ăçтан курччăр вĕсем? Пĕри: «Тăвалла кайрĕ», — тесе кăтартать, тепри аллине анаталла тăсать. Вĕсенчен ыйтса пĕлес вĕçне юлсан...
Ĕнтĕ вăййа тухакан çамрăксем те сăвă каласа иртрĕç, — Хĕреслĕ урамри çеремре яш-кĕрĕм сасси ян каять.
— Киле çитес, — йывăррăн каласа хучĕ Шерккен, — тен, килтех пуль-ха Селиме.
— Ара. Килнех кайрĕ пулмалла çав, — хыпăннă пек каласа хучĕ Кантюк. — Ахаль, ырă ятăмăра ял çинче хурлаттарас марччĕ, хăта. Эс — ашшĕ, санпа сăмах парса килĕшнĕ. Ара. Ӳкĕте кĕртсе, ăна ертсе килесчĕ. Кирлех пулсан, çаптарса та илме ан ман.
— Çапла шухăшлатăп-ха хам та, çапла шухăшлатăп, — килĕшрĕ Шерккей, анчах хĕрне ӳкĕте кĕртес шанчăка пĕтĕмпех хăй çине илеймерĕ. — Мĕн-и, халех киле пырайман пулсан та, пыратех-ха вăл, Элентей шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп-ха ăна. Пăртак тăрсан, хăвăр та хамăр пата, хамăр пата пырса кайма вăхăт çитерейсенччĕ тетĕп-çке.
— Ăна эпĕ хам та çапла тăвасшăн-ха.
— Пырăпăр, ара. — терĕ карчăкĕ те, сăмах вăйне кĕрсе. — Ак апатланăпăр та пырăпăр.
— Ара. Çапла меллĕрех пулма кирлĕ çав. Вĕсем сывпуллашмасăр уйрăлчĕç.
Шерккейĕн урине тăхлан шăратса янă тейĕн — ытла йывăрланнă, пĕринчен пĕрне аран ирттеркелесе пусать, пуçне чикнĕ, умĕнчи çулне пăхса пынă пек, васкамасăр утать. Кантюк лаççи патĕнче пĕр ĕне тăратчĕ. Шерккей çавна та асăрхамарĕ. Кантюкĕ хăй асăрхарĕ. Сăмах-юмах вакламасăр, вăл хапхине уçрĕ те Шерккее леçсе панă ĕнине каялла хăй патне кĕртсе ячĕ.
Акă Шерккей те хăйсем патне çитрĕ. Пӳртĕнче миçе шăрчăк-ши, пĕринчен пĕри ăмăртмалла татти-сыпписĕр чĕриклетеççĕ. Çил хапхи тайăлнă, Шерккей, ăна ытларах тайса, пӳртне кĕчĕ. Шăшисем тĕпĕртетсе те чĕриклетсе таçта тарса пытанчĕç. Урайĕнче йĕпе, мĕнле апла? Урине темле çемçескер çакланчĕ. Салма иккен, паçăр тăкса янăччĕ...
— Тимрук!.. Пур-и кунта кам та пулин? — хăранă пек ыйтрĕ Шерккей.
Вăл юриех Селиме ятне асăнмарĕ. Хăй çапах та шанмасăр кравать патне пырса пăхрĕ. Çук. Киле килмен иккен. Пӳртре, тен, никам та пулман пуль, урайне те шăлса кайман та... Ăçта пулма пултарать Селиме? Элентейсем патне кайнă пулсан?.. Мĕн тесен те, çавăнта пулмалла. Хĕрупраçупа, пĕр шухăшламан чух çапла терт тупăнать çав...
Кичем-çке пӳртре. Амăшĕ сывă чухне кăна туллиех çынччĕ, ытла ан шавлăр тесе чаратчĕ-ха Шерккей, халь пĕр сасă та илтĕнмест. Шăп. Кичем. Пушă — кунта çын пурăнмасть тейĕн. Ильяс та пулин çук, манаккăшсем патĕнче. Выльăхсене хупайрĕ-ши Тимрук?..
Шерккей, каптăрт-каптăрт пусса, картишнелле тухрĕ. Витере хура лаши, çӳренне урапа ӳречинчен кăкарнă, — чĕрĕ курăка иккĕшĕ те пикенсе çиеççĕ. Апла Тимрук таврăннă иккен, вăййа кайрĕ пулинех. Сурăхĕсем пурте. Ĕни пĕри çук, таврăнмарĕ-шим-ха? Тимрук çавна шырама кайнă-и, тен...
Шерккейĕн тем пек шăллĕ патне каясси килмест — каймаллах. Селиме унта кăна пулма пултарать. Е тата Елисса патне кайнă пуль?..
Çамрăксем вăйăран таврăнаççĕ. Пайтах вăхăт иртрĕ пулмалла çав. Нӳрлĕ сывлăш кăкăра уçăлтарать. Шăллĕ патне кайса килме шут тытрĕ вăл. Хĕрĕ таçта инçете кайманнине тĕшмĕртет-ха Шерккей, ăçта кайтăр ялти çын? Кайсан кайнă ĕнтĕ вăл тетĕшĕ патне... Тухтар патне кайнă пулсан... Çак юлашки шухăш ăна калама çук хăратрĕ. Вăл, çавна пулах, хĕрĕ çинчен пĕр самантлăха та шухăшласшăн пулмарĕ, анчах çапах та манаймасть, аса илес мар та шухăшлас мар тенĕ çĕртенех ун умне Селиме сăн-сăпачĕ тухса тăрать — кăвакарнă çӳçĕ те, путса кĕнĕ питçăмарти те, çинçелнĕ ал тунисем те... Çаплах пĕтсе кайма пултарнă-çке вăл...
Ĕнтĕ, тепĕр тесен, Селиме чир-чĕрпе те хĕнпе хавшанă çын мар-ха, çамрăклăхĕ хайĕннех тăвĕ, чиперленĕ, ятлă-шывлă çуртра хăйне пӳрнĕ телейне те тупĕ, çавăн чухне, тен, ашшĕн чăн ĕмĕтне ăнланса тав та тăвĕ. Çавăн пек пуласса шанатчĕ-çке Шерккей. Е вăл шанни тӳрре тухаймасан? Е хĕрĕ Тухтар патнеллех туртăнчĕ пулсан? Ял мăшкăлĕ çитмĕ-и вара? Çапла чиперрĕн пăхса ӳстер те хĕрупраçна, кайран çын çинче ырă ятна та ярăн, мĕн панине те каялла илсе кайĕç...
Кăмака айĕнче шăшисем тĕпĕртетсе çӳрени Шерккейĕн шухăшне татрĕ. Епле хăвăрт ĕрчет-ха çав мурĕ? Пӳртре кушак та кирлех çав. Лешех аванччĕ те, тепĕр чух тем асна килсе кĕрет. Ах, епле кичем... Хуçасăр, тăлăх çурт пек... Хăй пĕр кĕске вăхăта çеç тухсан та, пӳртре çав шăшисемпе тараканран урăх пĕр чун юлмасть. Тимрук та пулин хальччен таврăнман-çке, яртлатса çӳрет ĕнтĕ таçта, касмак.
Шерккей урама тухрĕ, пахча еннеллĕ пăрăнчĕ.
Акă унăн çĕнĕ пури.
Шерккее паян çĕнĕ пури те кăмăлне çырлахтармарĕ, çырлахтарассинчен ытла ĕмĕтне сĕврĕлтернĕ пек те туйăнчĕ: темле, пысăк тупăк пек, таватă кĕтесле, пахчаналла вăрăм тăсăлать, çине витмен... Çук, кун евĕр хăрушă шухăш ан хускалтăрах. Чим-ха, аки-сухи иртрĕ, çул хывăнать, çитес эрнере, ал çитерсе, вăрмана каймалла та мăк кăлармалла, унтан çĕнĕ пӳрт хăпартасси юлать. Тăкакĕ пысăк пулчĕ пулин те, кăçал çĕн пӳрте кĕрет иккен-ха вăл. Сайте кураймарĕ-çке пулас телее. Курнă пулсан вăл та: «Пултаратăн иккен, Шерккей», — тенĕ пулĕччĕ. Пӳрчĕ унан чăнласах та лайăх пулать-ха: урам енне — ял халăхĕ пăхса савăнтăр, кĕвĕçекенни кĕвĕçтĕр — виç чӳрече кастарать, картишнелле иккĕ, пахча енне тĕне те çитет. Чипер пулать пӳрчĕ, пит чипер пулать, кĕрсен, ытарса тухма пĕлмĕн...
Çав вăхăтра Шерккей хăлхине сасартăк темле сасă илтĕнсе кайрĕ: таçта вăкăр уласа макăрнă пек — малтан, вăй илсе ывăннă пек, кĕскен-кĕскен икĕ хут улать те унтан çинçелнĕрех сасăпа вăрăммăн, чуна кайса тивес пек, пĕтĕм таврана янăратса ярать. Акă, каллех... Чим-ха, хăш енчен илтĕнет çав сасă?.. Шерккей, пахча патĕнчен васкавлăн пăрăнса, пӳрчĕ умĕнчи хурама патнелле пычĕ, малалла иртмесĕр чарăнса тăчĕ, тепĕр хут тĕмсĕлсе итлерĕ. Мĕкĕрнĕ сасă паçăрхи майлах илтĕнчĕ, пусас вăкăра çĕçĕ лартнă та, çĕççине туртса кăларайман пек туйăнчĕ Шерккее. Акă, татах çав сасă Çĕнĕ Ырă енчен илтĕнет... Чим-ха, вăкăр мĕкĕрни мар ку, кирек мĕн каласан та, çын сасси, темле ăсран каясса çитнĕ арçын çавăн пек кăшкăрать пулинех. «Çĕр варринче-çке, тупата, элле...» — Шерккейĕн пĕр самантра çанçурăмĕ сăрăлтатса илчĕ, çӳçĕ, йăшăлтатса, вирелле тăра пуçларĕ, куç чарса енчен енне пăхкаларĕ. Пушă урамра пĕр чун çук, никам та курăнмасть. Каллех çав çĕнĕ пура, тăватă кĕтеслĕ пура... Анаткасра йытăсем хаяррăн уласа ячĕç. Унтан çав кăшкăрнă сасă Çĕнĕ Ырă çырми патĕнчех таçталла кĕрсе çухалчĕ, урăхран илтĕнми пулчĕ.
«Çынах пулчĕ-ши вара ку?» — асне илчĕ Шерккей. Йĕркеллĕ çын çĕр варринче мĕншĕн сапла тискеррĕн кăшкăртăр?..
Шерккей аптраса ӳкрĕ: пӳртне кĕрсен каллех пĕччен ĕнтĕ, кичем, кăмăла пусарма темĕн çитмест, чĕрине тем пăшăрхантарать. Тимрук та пулин çук...
Вăрман енчен сулхăн çил кассăн-кассăн килет те, хураман тĕксĕм çулçи, пĕр-пĕринпе сăмахласа пĕр кавара килес пек, харăс-харăссăн шăпăлтатать: çурла уйăх, Тукасри йывăç тĕлне пулса, пĕр пытанать, унтан каллех хăюсăр çутатса илет. Тухăçа лаппипе шурăмпуç карса илнĕ.
Урампа икĕ сын пырать. Шерккей, вĕсене асăрхасан, малтанласа хăраса ӳкрĕ: ăна-и, сăлтавсăр-мĕнсĕрех ним мар çапса пăрахма пултарĕс. Мĕншĕн пĕр-пĕччен тăпать-ха вăл урамра, ялйыш тем шухăшлĕ. Кантюксем иккен, мăшăрĕпе. Кантюк уттине Шерккей аякран чухлать: аллисемпе вăл, арман çуначĕ пек, енчен енне сулăнкалать, урисене сăрхаласа пусать.
— Таврăнман-и? — пăшăрханнă кăмăлпа ыйтрĕ Кантюк хурама патне çитеспе.
— Таврăнман çав киле, шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп-çке, шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп.
— Хăтаçăм, ырă хăта, — аллине кăкăрĕ тĕлне тытса хуçлатрĕ Алиме, — хăвах пĕлетĕн, ырă ята ял çине мăшкăла хăварас килмест, пирĕн Нямаç халь кăна таврăнчĕ те ертсе килме хистесе ячĕ...
— Вăл çапла ĕнтĕ, вăл çапла ĕнтĕ... Шăллăм патне кайса килес тесе тухрăм та, анатра тем сасă илтĕннĕ пек пулчĕ, чарăнтăм.
— Э? — арăмĕ еннелле пăхса илчĕ Кантюк. — Мĕн терĕм сана эпĕ, мĕн терĕм? Кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ терĕм-çке? Ара...
— Эпĕ хирĕç каламарăм-çке? Илтмерĕм кăна терĕм.
— Ара. Илтместĕн çав эсĕ. Çавăн пек çав. Эпĕ хам хăлхапа хам илтрĕм... Атя, хăта, пӳртне кĕрер, урам пире турам ан сĕнтĕр.
— Чăнах та, — хĕпĕртенçи пулчĕ Шерккей. Хăй патне пынă çынсене вăл çӳллĕ крыльцаран улăхтарса пӳртне кĕртрĕ.
Шерккей урайне алхапăллăн шăлкалам пек турĕ, çыннисене тĕпелерех ирттерсе лартрĕ. Пӳртре хăйă çутмарĕç, пĕчĕк кантăкран кăвак çутă кĕре пуçларĕ. Сăмах хыççăн сăмах тупăнсах пырать, вăхăт иртни сисĕнмест. Шерккей тин хăй асăннă çĕре кайса килме пулни çинчен пĕлтерчĕ те, Кантюкпа арăмне пӳрте хăварса, тухса кайрĕ. Çамки тарланă унăн, урама тухсан, вăл ăна çаннипе шăлса илчĕ, анаталла пăхрĕ. Кĕпер патĕнче-и ура сасси илтĕнсе кайрĕ — тăпăртатса пускаланă сасă. Шерккей тинкеререх пăхрĕ: кĕпер урлă пĕр ушкăн çын каçать. Çынсем пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнес пек кĕпĕрленсе утаççĕ. Шерккей чи малта Тимрука асăрхарĕ — çав-çке, ара, канăçсăр чун, тул çутăличчен урамран кĕре пĕлмест.
— Атте!— кăшкăрса ячĕ Тимрук татăлас сасăпа.
— Мĕн, ачам? — урам варринелле васкаса утрĕ Шерккей.
— Акă... — сăмахне каласа пĕтермесĕр пӳлĕнчĕ ывăлĕ, çавăнтах сасăсăр йĕрсе ячĕ.
Шăрттан Имечĕ утать, çара пуçăн вăл. Кирек хăçан та каçăр çӳрекенскер, пуçне халь çĕрелле уснă. Ун хыççăн, мелсĕр пускаласа, Элентей пырать, вăл та çара пуçăн... Пĕсмĕлле! Мĕн çĕкленĕ вĕсем?
— Селиме! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Шерккей, вĕсен хăрушă çĕклемне курсан. — Селиме! Хĕрĕм! Чунăм, мĕн пулчĕ сана?!.
Шерккей ниçталла утма пĕлмесĕр тăпăртатса тăчĕ, вăл Имет патнерех пырса хĕрне пăхрĕ. Çĕклесе пыракансем пĕр сăмах каламаннине кура мăйăхлă тутине хăвăрт-хăвăрт çырткаларĕ те шăллĕне çиллессĕн пăхрĕ. Унран:
— Мĕн турăр ăна? — тесе тарăхса ыйтрĕ.
Шерккей ик аллипе пуçне хĕссе тытрĕ. Йывăрланнă урисене аран куçара-куçара лартса, пĕр тумлам куççульсĕр ĕнĕрлеме тытăнчĕ:
— Е-ĕ-ĕ-ĕ, ĕ-ĕ-ĕ...
Тимрук çил хапхине яри уçрĕ. Селимене çĕкленĕ çынсем картишне кĕчĕç, пăлтăралла сыхланса иртрĕç, пӳрте кĕрсе, Селимене алăк патĕнчи кравать çине вырттарчĕç.
Кантюкпа Алиме, куç чарса, алăк патнелле иртрĕç. Кантюк тем сăмах хушасшăнччĕ, Селиме виллине асăрхасан, карнă çăварне хупмасăрах тăчĕ, Алиме аллине пĕр-пĕринпе чăмăртаса кăкăрĕ умне тытрĕ. Чи кайран кĕнĕ Шерккей кравать çине вырттарнă Селимене курчĕ те, аллисене тăнлавĕнчен хускатмасăр, Селиме кăкăрĕ çинелле ӳпĕнчĕ, сасăпа ĕнĕрленĕ май, унăн хыткан хулпуççийĕ канăçсăр сике-сике илчĕ. Пӳртре ун сассинчен урăх нимĕн те илтĕнмерĕ. Канăçсăр шăрчăксем те шăпăрт пулчĕç.
Селимен шуралнă йĕпе çӳçĕ çамки çине пайăркан-пайăркан çыпăçнă, урайне çити усăнса аннă. Кантăкран кĕрен ирхи çутă унăн шап-шурă питне çутатать. Пӳрте кĕнĕ çынсем пурте Селиме вилли тавра тăрса тухрĕç, пĕр Кантюкпа карчăкĕ кăна сĕтел хĕрринчи кутник сакки çинче, вăрăпа тытăннă хурахсем пек, пĕр-пĕрин енне вăрттăн-кĕрттĕн пăхкаласа, мăштах лараççĕ: сăмах чĕнме иккĕшин те чĕлхи çĕтнĕ. Шерккей ӳпĕннĕ çĕртен аран çĕкленчĕ, вăл тутине канăçсăр хускаткалать, кансĕррĕн уçса вылятать, — сăмахĕ илтĕнмест. Куç харшине усăнтарса пĕрре Имете пăхать, тепре шăллĕ енне çаврăнса тăрать.
— Мĕн пулчĕ ăна?
— Эсĕ — пуçне çиекенни. Кала, мĕн туса хутăн?
— Вăл кăна мар, Элентей, — илтĕнчĕ хулăнтарах сасă. — Акă, Селимен чуниллисем кунтах лараççĕ. Пăхма та вăтанаççĕ намăссăрсем.
Пурте кутник сакки çинчи карчăкпа старик еннелле çаврăнса пăхрĕç — Кантюкпа арăмĕ пĕр-пĕрин çумне хĕсĕннĕ пек лараççĕ. Кантюкĕ сĕтел кĕтессинчен ал вĕççĕн тĕренсе çĕкленчĕ, хăрпахсăр куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ те пĕр-икĕ утăм алăк патнелле ярса пусрĕ.
— Чим-ха, — тем асилес пек тертленчĕ вăл, сăмахĕсене сайран пуçтарса. — Эсĕ, леш... Чаткас пиклайĕ пулмарăн-и çак?
Палюк ăна шăтарас пек пăхрĕ.
— Ха! Палларăн-им?.. Таврăнтăм! Сирĕнпе куçа-куçăн калаçма килтĕм.
— Ман санпа калаçас сăмахăм çук. Ара.
Кантюк каялла чакса-чакса пычĕ те каллех кутник сакки çине ларчĕ. Ларнă маях аяккинелле тĕшĕрĕлсе хутланчĕ, çав вăхăтра вăл ытла пĕчĕк те мĕскĕннĕн курăнчĕ. Ура çине тăнă Алиме ăна чавсинчен кăлт тĕксе илчĕ.
— Атя, атя киле, — пăшăлтатнăн илтĕнчĕ ун сасси, — каяр, çак хаяр çурта килсе кĕресси çакăнтан юлтăр, тата тем курасси пулĕ...
Иккĕшĕ хулран хула çавăтăнса, ушкăн çын енне темиçе хут çаврăнса пăхса, вĕсем васкамасăр алăкран тухса кайрĕç.
Селиме кравать çинче сывă çын пек выртать. Кантăкран карăнса пăхакан хĕвел çути унăн шурнă питне çаплах çутатать, анчах тинех ăшăтаймасть ĕнтĕ ăна, ĕмĕрлĕхе хупăнна куçне те урăх нихçан уçтараймасть.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...