Чăвашсен марсельесĕ


Тирансене патшалăхран

Хăваласа салатрăмăр,

Вĕсенĕн тискер аллинчен

Патшалăха хăтартăмăр.

 

Хупса лартрăмăр тĕрмене

Мĕскĕн халăхсен юнне

Сĕлĕх пек ĕçекенсене,

Халăхран кулакансене!

 

Эпир çĕр çулччен халăхшăн

Куççульпе йĕрсе ĕçлерĕмĕр,

Нумайăш пирĕн ушкăнран

Çул çинче пĕтрĕç вăхăтсăр.

 

Вĕсен пурăнăçĕ тĕрмере

Турăш умĕнчи майĕпе

Сӳнекен таса çуртасем пек

Сӳнсе ларчĕç хĕсĕклĕхре.

 

Яппун вăрçинче пăлханса

Çĕнĕ йĕрке тăвас тесе,

Ăмăрткайăк çунатланса

Вĕçнĕ пек кайрăмăр вĕçме.

 

Пире ун чух патшашăн

Тата хăйсен пурнăçĕшĕн

Çунакан усал этемсем

Тĕрмене хупса пĕтерчĕçĕ.

 

Нумайăшне иире çакса

Вĕлерчĕç тата Çĕпĕре

Хăваларĕç сивĕ çĕре,

Пиртен кулса мăшкăлларĕç.

 

Хавасланмашкăн тытăнчĕç

Авалхи йĕрке çыннисем.

Пирĕн йĕрке ĕмĕрне те

Пулмасть тесе хавасланчĕç.

 

Ухмах этемсем, чăнлăха

Епле пытарма пултартăр?

Эсир, пĕлмесĕр чăнлăха,

Унтан мăшкăлласа кулатăр.

 

Ак наянхи кун ирĕклĕх

Çĕнĕ йĕрке сиксе тăчĕ.

Пирĕн юн тăкни ахалех,

Тăвансем, çапах çухалмарĕ.

 

Тирансене патшалăхран

Хăваласа кăлартăмăр,

Вĕсенĕн тискер аллинчен

Патшалăха хăтартăмăр,

 

Пĕтĕм Раççей те савăнать

Тирансене пĕтернĕшĕн,

«Урра!» тесе хыт кăшкăрать

Ирĕклĕ çĕнĕ йĕркешĕн.

 

Мĕнпур чăваш халăхĕшĕн

Эп те çĕнĕ ирĕклĕхшĕн

Мĕнпур чĕререн кăшкăрса

Чăваш чĕлхине «урра» теп.

 

1917, çу уйăхĕ

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: