Хавхалану
Мишшан юлашки класа вĕренме каймалла. Вăхăт çитсе те пырать. Çтаппан Иванч патне хваттере кĕресшĕн мар вăл. Пайтах тертленнĕ, тарăхнă ун патĕнче ачасем. Амăшне кашни кун тенĕ пекех хваттер пирки Шăхасана Порфирий Петрович Слесарев патне кайса калаçма сĕнет. Малтан пурăннă чухне питĕ килĕштернĕччĕ. Шкултан инçерех те, хваттер хуçи кăмăллă, ăнланакан çын, вырăсла калаçма, шӳтлеме ăста. Пӳрчĕ пысăк, икĕ пӳлĕмлĕ, тăршшĕпе сарлакăшĕ пĕр пек — вунçичшер аршăн. Малти пӳлĕме кил карти енчен кĕрес пулать. Унта кăнтăр енче алăк патĕнче пĕр чӳрече, хĕвел тухăç енче тепĕр чӳрече. Хĕвел çути çителĕклех. Хыçалти пӳлĕмĕ пысăк. Кунта кăнтăр енче те, хĕвеланăç енче те виçшер чӳрече. Кухня та кунтах, ăна çитсăпа карса уйăрнă. Слесаревăн арăмĕ Варя ятлă, хĕрĕсем, Мальăпа Катя, çитĕнсе пыраççĕ, вуникĕ-вунтăватă çулхи хĕрачасем. Шкула çӳреççĕ. Мишшана курсан яланах сывлăх сунаççĕ.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче çумăр çурĕ. Укахви эрнекун ирех килти ĕçсене тирпейлерĕ те Шăхасана уттарчĕ. Порфирий Петрович майри пасара тухнă.
— Мĕнле пурăнатăн, Укахви? — терĕ вăл Мишша амăшне таçтанах.
— Эпĕ сирĕн пата пырасшăнччĕ те, Проша килтех-и? — ыйтрĕ вăл.
— Килтех-ха, кĕрсе тух. Эпĕ те часах таврăнатăп.
— Юрĕ, — терĕ те Укахви хĕрарăмсен пасарне кĕрсе кайрĕ.
Часах çу-чăкăта сутса пĕтерчĕ те Порфирий Петрович патне кĕчĕ. Чей ĕçме ларчĕç. Кил хуçи Укахви мĕншĕн килнине чухларĕ пулин те пурпĕрех ыйтрĕ:
— Тем хыпарпа килсеччĕ, Агафия?
— Эпĕ ывăла, Мишшана, хваттере сирĕн пата вырнаçтарасшăнччĕ.
— Килтĕрех, килтĕр. Пӳрт икĕ пӳлĕмлĕ, вырăн пур. Ачасем те ӳссе пыраççĕ. Мишшана чăрмантарас çук. Ывăлу сан лăпкă, вĕренесшĕн тăрăшать.
— Хваттер укçи пирки мĕнле килĕшетпĕр? Япала хакĕсем те ӳссе кайрĕç те...
— Пирĕн патра пурăннă вĕт вăл. Малтанхи хакран ӳстерес çук.
Укахви тав туса, Мишшана леçсе яма сăмах парса тухса кайрĕ. Сител ялĕ патне çывхарнă чухне ăна Гаврил Егорович лашапа хăваласа çитрĕ.
— Лар çума, — сĕнчĕ вăл аллине урапа çине çапса. — Мĕншĕн çуранах утрăн? Мана пасарта куртăн вĕт.
— Эсĕ те часах тухатăн? Пĕлеймерĕм вĕт. Шутларăм-ха пĕрре пырса ыйтас тесе, хăяймарăм.
Çул тăршшĕпех калаçса пырса киле çитнине те сисмерĕç.
Килте никам та çук. «Ку ачасем тырă вырма кайнă пулĕ-ха, çумăр çуман паян», — шухăшласа илчĕ вăл. Илсе килнĕ кулача хутаçа чикрĕ те ывăлĕсене савăнтарас тесе хире тухса утрĕ. Вăл çитнĕ çĕре ачасем сĕлле вырса нумай та хăварман.
— Килĕр, канăр. Кулач илсе килтĕм, — чĕнчĕ вăл вĕсене. Ачасем уйранпа кулача киленсех çирĕç. — Порфирий Петрович сана хваттере яма килĕшрĕ, — пĕлтерчĕ амăшĕ Мишша ăна нимĕнле ыйту та паманнине кура.
Ку сăмаха илтсен пурте савăнчĕç. Апат çинĕ хыççăн каллех вырма пуçларĕç, каç пуласпа тин киле таврăнчĕç.
— Ыран ирех мунча хутса кĕрĕпĕр. Мишша, пысăк аçуна хуттаратăп, — терĕ шухăшлăн амăшĕ.
Тепĕр кунне, мунча кĕрсе тухсан, кăнтăрла иртсен, Кури Мишшана Шăхасана Порфирий Петрович патне леçсе ячĕ. Килес çул пиччĕшĕн Шăхасан шкулĕнчен вĕренсе тухмалла. Виççĕмĕш çул ăсатать Кури Мишшана шкула. Халичченхи пекех каялла таврăннă чухне ăшĕ вăркаса пычĕ: тем çухатнă пекех туйăнать ăна.
* * *
Вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ. Кăçал та пĕлтĕрхи класрах вĕренеççĕ. Мишша хыçалти парта хушшине чӳрече патне ларчĕ. Сител ачи Кирилл килеймерĕ: унăн ашшĕне утарта вĕлернĕ те, килте ĕçлекен çук тесе шкула ямарĕç курăнать. Малтанхи вĕренӳ кунĕ халичченхи пекех пуçланчĕ. Вырăс литератури урокĕ пĕтес умĕн Павел Александрович ачасене киле ĕç пачĕ.
— Паянхи кун сирĕн асра мĕн юлчĕ? — тесе ыйтрĕ вăл.
Пурте шухăша кайрĕç. Мĕн çырăн-ха халичченхи çулсенчи пекех иртсе кайнă кун çинчен? Ирхи кĕлĕ, учительсем çавсемех, каникул хыççăн хаваспа вĕренме килни курăнать, чылай вăхăт хушши курман юлташсем... Çĕнĕ хыпарсем çукрах... Вăрçă виççĕмĕш çул пырать ĕнтĕ, пурнăç йывăрланчĕ, ачасем пурте пекех пусăрăнчăк кăмăллă.
— Эсир — пулас учительсем, сăнама вĕренес те, вĕрентес те пулать сирĕн, — терĕ учитель.
Шăнкăрав янăраса кайрĕ те, Мишша пуçĕнче вырăсла сăвă йĕркеленме пуçларĕ. «Ку сăвăпа сочиненире усă курма пулать иккен», — терĕ хăй ăшĕнче.
Уроксем пĕтрĕç. Мишша хваттере хавхаланса таврăнчĕ. Апат çирĕ те урок хатĕрлеме пуçларĕ. Малтанах литературăпа сочинени çырма тытăнчĕ. Вăл сочинение шкула килме хатĕрленнинчен пуçларĕ. Унтан ачасен малтанхи тĕл пулăвĕ çинчен çырчĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав янăранине палăртрĕ те паçăр шкулта çырса хунă сăвă йĕркисене шăрçаласа хучĕ:
Трелью золотою
Маленький звонок
Утренней порою
Погонит на урок.
Ломоносов урокне сăнласа пачĕ, учительсен кăмăлĕсем лайăххине çырса хучĕ. Унтан шкул çуртне тĕплĕн сăнласа пачĕ, сад пысăкланнине, унăн илемне палăртса çырчĕ. Ачасен хаваслăхĕ, пĕлӳ анлăланни, киле панă ĕç хавхалантарни...
Хавхалану, хавхалану... Вĕренӳри ăнăçу пĕрремĕш кунран пуçланать тесе çырчĕ те вырăссен «Лиха беда начало» сăмах майлашăвĕпе пуплевне пĕтерчĕ. Юлашкинчен ку шкулта юлашки çул вĕреннине асăнчĕ. Сочиненисене тĕрĕсленĕ чухне Ломоносов малтан Мишша тетрадьне илчĕ. Тĕп темăна палăртни Павел Александровича питĕ килĕшрĕ.
— Лайăх çутатса панă, — пĕтĕмлетӳ турĕ учитель. Сочиненисене вуласа тухнă хыççăн ăна пĕлтĕр Борис Васильевич каласа пани аса килчĕ. Алăпа çырса журнал кăларасси пирки пынăччĕ ун чухне калаçу.
— Журнала мĕнле кăлармалла? Мĕнле пуçламалла? — ыйтрĕ вăл. Хăех хуравларĕ: — Çак сочиненирен пуçламалла. Лиха беда начало, — терĕ те ăна папка ăшне тирпейлесе чикрĕ.
Тепĕр урокра Мишшан сочиненине пĕтĕм класа вуласа пачĕ. Уйрăмах шкула сăнлани ăнăçлă пулнине, сочиненире хавхалану пуррине палăртрĕ. Юлашкинчен сăввине пăхмасăр тепĕр хут каларĕ.
Унтан Титов, Яковлев çырнă сочиненисен ăнăçлă вырăнĕсене вуласа пачĕ.
— Сирĕн тавракурăм ӳссе пырать, аталанать. Эсир алăпа çырса журнал кăларсан аван пулмалла. Çыракансем те, ӳкерекенсем те пур. Уроксем пĕтсен калаçăпăр, — тесе сăмахне вĕçлерĕ. Пурте учителе ура çине тăрса класран ăсатса ячĕç.
Уроксем пĕтрĕç. Ачасем класрах юлчĕç. Павел Александрович нумай кĕттермерĕ.
— Эсир эпĕ мĕншĕн хăварнине пĕлетĕр. Çапла, эпир алăпа çырса журнал кăларас тетпĕр. Вырăсла та, чăвашла та çырма юрать. Чăвашлисене Людмила Александровна пăхса тухĕ, эпĕ — вырăслисене. Кам сăвă, калав, новелла, анекдот, кулăшла япаласем çырма пултарать, çырăр. Пурте хутшăнма тăрăшăр.
— Килĕшетпĕр. Питĕ лайăх.
— Журнал ячĕ пирки шухăшласа пăхăр. Картинăсем, ӳкерчĕксем кирлĕ. Çук пулсан ӳкерĕр. Кăтартăр хăвăрăн пултарулăха.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...