Тăван ялăм
Эп çуралнă чăвашра
Елчĕк енре, ĕненсем.
Елчĕк енри тăрăхра
Питĕ хитре ялĕсем.
Эп çуралнă тăван ял
Арланкасси ятлă ял.
Питĕ хитре пирĕн ял
Таврара çук кун пек ял.
Вăл вырнаçнă айлăмра,
Çырма-çатраллă варта.
Йĕри-тавра йывăçсем:
Хурăнсем те йăмрасем.
Ешĕл, симĕс йывăçсем
Катаранах курăнаç.
Çилпеле ун çулçисем
Пăшăлтатнăн туйăнаç.
Ялăн икĕ енĕнче
Икĕ тарăн кÿлĕ пур,
Вĕсенче, иккĕшĕнче,
Тĕрлĕ тĕслĕ пулă пур.
Арланкасси, тăван ял!
Çĕнел эсĕ çулран çул.
Капăрлан эс, хитрелен,
Пысăклан та мăнаçлан.
Ял халăхĕ тăрăшать,
Шав малалла талпăнать.
Çĕн пулăма йышăнать,
Киввине те вăл упрать.
Ман калас килет çапла:
«Ватăсене хисеплер,
Пĕрне-пĕри пулăшар,
Килĕштерсе пурăнар».
Энтри (2008-11-26 21:52:15):
Эп çуралнă чăвашра
Елчĕк енре, ĕненсем.
паспорт кăтартсан ĕненеп.
Ман калас килет çапла:
«Ватăсене хисеплер,
Пĕрне-пĕри пулăшар,
Килĕштерсе пурăнар».
ку вара пачах ытлашши, пыл пичкине тикёт чикнё пек.
Vyacheslavna (2008-11-27 07:44:10):
Мария сăвă та,калав та çырнă.Ял халăхне пурăнма çăмăл мар, уйрăмах-ватăсене.Тĕрĕс чĕнсе калать Мария.Мана унăн калавĕ те килĕшрĕ.Чĕлхи те пуян, содержанийĕ те интереслĕ.
Admin (2008-11-27 08:45:09):
Ку сăввине икĕ çул каялла çырнă. Эп ăна ăçтан илнине астумастăп.
Сергеева Марина Петровна (2009-11-05 13:29:10):
Конкурс йĕркелени питĕ лайăх. Марийăн çăмăллăн вуланать, Арланкасси ялне сăнласа парать, унăн илемне, пуянлăхне кăтартса парать.
Александр (2009-11-19 16:47:43):
Кивĕ Арлансассинче манăн кукамай пурăнать. Çав тери хитре ял. Сăвва вуласан чĕрĕ ӳкерчĕксем куç умне тухрĕç. Мария, ăнăçу пултăр сана. Ыттисене мĕнле те ..
мана килĕшрĕ.