Григорий Кели (Григорцй Иванович Кузнецов) 1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Малтан ялти шкулта, унтан Вăрнар районĕнчи Хапăсри икĕ сыпăклă шкулта, ун хыççăн Етĕрне районĕнчи Чурашра учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ. 1919 çулта шкулти комсомол ячейкин секретарĕ пулнă, каярах ăна комсомолăн вулăсри ячейкин ответлă секретарĕ пулма суйланă.
1920 çулта Г.Кели хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă, унта виçĕ çул пулнă.
1924 çулта Г.Кели Шупашкарти рабфака вĕренме кĕнĕ. Çак çулсенче вăл литературăпа кăсăкланма тытăнать, хаçатсене çырса тăрать.
1928 çулта вăл Ленинградри университета вĕренме кĕнĕ, анчах юлашки курсра вĕреннĕ чухне Г.Кели ӳпкепе пыр туберкулезĕпе чирлесе яла таврăннă та темиçе эрне вырăнпа выртнă хыççăн 1931 çул пуçламăшĕнче вăхăтсăр вилнĕ.
1932 çулта Г.Келин «Октябрь кĕввисем» кĕнеки пичетленсе тухнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...