Михаил Захарович Захаров (Мерчен) 1933 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр хушӑ тӑван колхозра вӑй хунӑ, бригадир ҫумӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарти автомотоклубран вӗренсе тухнӑ, пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. Горький хулинчи бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ. Совет Ҫарӗнче пулнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх кӗнеке палатинче, Пичетре патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене сыхлакан управленире редакторта ӗҫленӗ. Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн директор ҫумӗ пулнӑ. Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче литература теорийӗ вӗрентнӗ.
М. Мерчен 1981 ҫултанпа СССР журналисчӗсен, 1999 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗсен членӗ, тӑватӑ кӗнеке авторӗ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Trying https://greenrevolution...
Distressing https://greenrevolution...
Hi there, its fastidious post con...
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...