Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Большие обещания уменьшают доверие.
(Гораций)
 

Дина Гаврилова: Хӗрарӑм телейӗ

Дина Гаврилова01.08.2017 11:595264 просмотров

Кӳршӗ картишӗнчи хӑнӑхнӑ сасса Василиса вӗчӗрхенсе итлерӗ. Шак-шак! Кӑштӑрт-кӑштӑрт! Михаля татах ҫӗнӗ ҫуна ӑсталать пуль-ха, е колхоз урапине юсать. Ӗҫсӗр лармасть арҫын. Пуртӑ пӗр кӗвӗллӗ выляни тата вӑрӑм сава шуни Василисӑна пӗр харӑсах илемлӗ кӗвӗ евӗр те, мӑшӑрӗпе кӗрешме чӗнекен сигнал пек те туйӑнчӗ.

Пурне те пӗлессишӗн вӗтӗленекен кӑмӑл хӗрарӑма сак ҫинчен антарчӗ, урисем вара имшер те шӑмӑ-шакӑллӑ кевтине хӑйсемех кӳрши патне илсе ҫитерчӗҫ.

- Аграфена, санӑн мӑшӑру татах мӗн те пулсан ӑсталать-им? – кӗрсе тӑчӗ кӳршӗ картишне Василиса. Хӑй ҫав хушӑра ҫивӗч куҫӗпе унта мӗн пуррипе ҫуккине сӑнарӗ.

Михаля хавхаланса ӗҫлет. Вӑрӑм сава айӗнчен тин уйӑрттарнӑ хӑйма тӗслӗ кӑтра ҫункавсем шӑвӑна-шӑвӑна тухаҫҫӗ. Верстак айӗнче пӗр ҫӗклем ҫункавпа турпас выртать. Аграфена сепаратор ҫунӑ иккен: васкамасӑр унӑн пайӗсене типме хурать.

Татах сӗт уйӑрттарнӑ. Ӑнӑҫнӑ та Крахьяна. Унӑн мӑшӑрне пурте хисеплеҫҫӗ, хӑнана чӗнеҫҫӗ, сумлӑ вырӑна лартаҫҫӗ. Ялти чи ӑста платник-ҫке! Пур хӗрарӑм та ун патне пуҫ тайса утать. Кама кӗвенте, кама япала ҫумалли валашка, кама ҫуна кирлӗ. Кашни килтех ача-пӑча ӳсет вӗт. Тав тумалла ҫӑмарта, сӗт, ҫу илсе килеҫҫӗ. Аграфена ҫу ҫинче ҫеҫ ярӑнса пурӑнать. Услам ҫуран та татӑлса тӑмасть. Чӑланӗнче карҫинкка тулли чӑх ҫӑмарти ларать. Эх, епле юратать Василиса ҫупа, сӗтпе хатӗрленӗ кӑпӑшка ҫӑмарта хӑпартнине. Ҫурчӗ епле тата вӗсен! Чӑн-чӑн картинкка пек. Пӗренисем хулӑн та пӗр тикӗс. Чӳрече хупписем сеп-сенкер, хашакӗсем эрешлӗ. Пӳрчӗ ӑшӗ тата! Краватьне те, савӑт-сапа хумалли шкапне те касса илемлетнӗ. Ун пекки ялта никамӑн та ҫук. Ывӑлӗсем те вӗсен пурте ӑслӑ, вӗреннӗ ҫынсем.

- Кӳршӗм, юрататӑп сирӗн пата килмешкӗн. Тин каснӑ йывӑҫ шӑрши! Турпасӗ тӗрлӗ еннелле вӗҫет! Мӑшӑру ӗҫленине пӑхсан чун савӑнса тӑрать.

- Нумай пулмасть ун патне председатель те килсе кайрӗ, - терӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ каппайланса.

- Никитин килчӗ-и? - кӑсӑкланчӗ пурне те пӗлме юратакан Василиса.

- Унта-кунта каймалли ҫӗнӗ тӑрантасӗ валли кустӑрма тума ыйтрӗ, - мӑнаҫланса каласа пачӗ ҫутӑ тӗслӗ ҫитсӑран ҫӗлеттернӗ капӑр кӗпе тӑхӑннӑ яштака пӳ-силлӗ Михаля арӑмӗ.

Кӳршисем патӗнчен таврӑнсан Василиса яланах чирлет. Вӑйсӑр пулса кравать ҫине йӑванса каять те ҫинҫе урисене ыталаса мачча ҫинелле пӑхса выртать, кӳршисен пуянлӑхне шутлать. «Мӗнле пурнӑҫ пирӗн? Ни пӳрт этем ӗретлӗ мар, ни эрешлӗ краватьсем ҫук!» Ҫав тери кӳренет вӑл хӑй мӑшӑрне. Ӑнмарӗ ӑна упӑшкинчен. Аллинчен те нимӗн те килмест. Хушма ячӗ те ун Нуша. Лайӑх ҫынна ун пек ят памӗҫ. Иртен пуҫласа каҫчен колхозра пилӗк авать. Ни хисепӗ, ни сумӗ, ни ҫӑвӗ, ни турпасӗ ҫук. «Ухмах пуҫ. Хитре каччӑ ҫине куҫ хыврӑм. Хура кӑтра ҫӳҫне ытараймарӑм».

Михаляна та ним мар ҫавӑрма пултараттӑм. Пурӑнӑттӑм юрласа. Ир те каҫ та сар ҫупа хатӗрленӗ ҫӑмарта хӑпартни ҫийӗттӗм». Михаля та ун ҫине куҫ хывман мар. Анчах Василиса тутине ҫеҫ пӑрса хуратчӗ: питӗ илемсӗр сӑн-питлӗччӗ вӑл, ҫитменнине тата пӗвӗпе те ҫав тери лутраччӗ. Эх, ҫулсене каялла ҫавӑрса хурасчӗ те шурӑ акӑш-чипер хӗр пуласчӗ! Халӗ тутлӑ шӑрӑшлӑ ҫункӑҫсем ӑшӗнче Михаляпа пӗрле Аграфена мар, эпӗ йӑваланӑттӑм. Кая юлнӑ. Вӑхӑта каялла тавӑраймӑн. Халӗ пурӑн ӗнтӗ ҫак тӑмсайпа.

Ҫавӑн пек самантсенче хӗрарӑмӑн «чирӗ» икӗ-виҫӗ куна пыратчӗ. Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ. Василиса ҫав тери тарӑхрӗ, ҫывӑраймасӑр аптӑрарӗ, апачӗ те анмарӗ унӑн. Кунӗ-кунӗпе шухӑшласа выртрӗ те каҫ пулсан пуҫтарӑнса ҫитнӗ ҫиллине ӗҫрен килнӗ мӑшӑрӗн пуҫӗ ҫине тӑкрӗ. Шӑлсӑр хӗрарӑмӑн айӑплав сӑмахӗсем упӑшки ҫине пӗр чарӑнми, шӑтӑк михӗрен пӑрҫа тӑкӑннӑ пек, сирпӗнчӗҫ.

- Кӑмака иккӗмӗш ҫул тӗтӗм кӑларать, - ҫатӑртатать карчӑкки пулеметран пенӗ пек. – Кӗвенте чатланӑ! Вите алӑкӗ хупӑнмасть! Сысна ҫӳри татах тухса тарнӑ!

- Хӑш вӑхӑтра ман сан кӑмакуна сӳтсе купаламалла, - ывӑннипе сак ҫине пырса ларчӗ упӑшки. - Эпӗ пӗрмай ӗҫре!

- Мӗн усси сан ӗҫӳнтен?! Патаксем анчах! Миша вара пурне те ӗлкӗрет. Кӗвенти те ҫӗнӗ! Шкапӗсем те! Ун килне председатель хӑй килсе ҫӳрет. Тӑрантасӗ валли кустӑрма тума саккас панӑ. Вӑт!

- Татах ҫав ват кӑмпан картишӗнче ҫӳрерӗн-и? – мӗн пулнине ӑнланса илчӗ хырӑмӗ выҫнӑ упӑшки. - Кӳршӗсем патӗнче шӑрӑшласа ҫӳриччен мӑшӑрна апатлантар.

- Ҫи! - ҫилӗпе яшка чашӑкки ҫумне кашӑккине ывӑтрӗ карчӑкки. – Чӗлхе пӑтратма ҫеҫ ӑста! Мӗн тума сана качча тухрӑм?! Хӑмла хутаҫҫи!

- Сӳтӗк карчӑк хӑйӗн юррине пуҫларӗ, - хӑтӑлма тӑрӑшрӗ унран мӑшӑрӗ.

- Старик! Тӑранса ҫитрӗм хӑйӑ чӗле-чӗле. Аграфенӑн, ак, кӑмака хутмалӑх кил карти тулли турпас.

- Ӑҫтан турпас тупса парам эп сана? Вӑл платник вӗт. Уншӑн турпас ҫӳп вырӑнне ҫеҫ.

- Кирек ӑҫтан туп! – хӑйӗннех печӗ мӑшӑрӗ. – Эпӗ нимӗн те пӗлместӗп.

- Ухмах! Ӑҫтан турпас тупас ман. Ҫитменнине ҫӗрлене хирӗҫ!?

- Турпас илсе килмесен кӑмака хутмастӑп! Ыран кӑнтӑрлана апат ан кӗт!

Василиса ахлатса кровать ҫине йӑванса кайрӗ те тепӗр май ҫаврӑнса выртрӗ.

- Эсӗ кӳршӳнтен ыйт! – йӗплерӗ арӑмӗ. - Тен, сана валли те ҫунса парӗ.

Старикки тем шухӑшласа ларчӗ. Унтан, тем аса илнӗ пек, хуллен тӑчӗ те алӑка хыттӑн хупса пӳртрен тухрӗ. Карчӑкки картаран илтӗнекен сасса тӑнларӗ.

Кӑшт вӑхӑтран шаккани илтӗнчӗ. Чӳречерен упӑшкин кӑмӑллӑ пичӗ курӑнчӗ.

- Сӑпса, пуҫтар хӑвӑн турпасусене!

Арӑмӗ чирӗ ҫинчен мансах кровать ҫинчен васкаса сиксе тӑчӗ. Ҫӗр ҫинче пӗр купа ӑвӑс турпасӗ выртать. Халӗ Василисӑн та турпас пур. Шӑрши мӗне тӑрать. Акӑ ӑҫта телей!

- Кӑмӑлу пулсан эсӗ те пултаратӑн! Ӑҫтан илтӗн?

- Ӑҫтан-ӑҫтан? Пӗренене турпаса ятӑм.

- Пӗренене? Ӑна ҫӗнӗ пӳрт валли хатӗрленӗ вӗт!

- Хӑв вӗт турпас ыйтса халтан ятӑн.

- Ах, шуйттан! Ах, ват супнӑ! Кам пӗренерен турпас тӑвать?!

- Тата турпас кирлӗ-и?

Вырӑсларан Надежда Родионова куҫарнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики