Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Всe в руках человека. Поэтому их надо чаще мыть.
(С.Е. Лец)
 

Виталий Станьял: Тӑван чӗлхешӗн!

Виталий Станьял25.04.2017 08:507292 просмотров

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне

Тӑван чӗлхешӗн!

Хура пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене. Чӗлхемӗрсем ҫинче, вӑл шутра вырӑс чӗлхи ҫинче те, хура ҫӑхансем явӑнаҫҫӗ.

Юрӑхсӑр тӗрлӗ саккунсемпе хушусем кӑларса, патшалӑх чӗлхесен усӑ курмалли анлӑшне хӗссе пычӗ, шкулти вӗрентӗве пӑтратса тӑчӗ, хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫӑткӑнлӑха майлӑ ҫаптарнипе — наци ӑнкарулӑхне сӳнтерме тапаҫланчӗ.

Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ куҫа курӑнман хаяр хӑрушлӑх умне пырса тухрӗ.

Яш-кӗрӗм наци туйӑмне вуҫех ҫухатрӗ. Тепӗр 10–15 ҫултан чӑвашла калаҫакансен шучӗ ҫурри ытла касса татнӑ пек чакса ларать. Эпир, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, халӑх шӑпи ҫинчен анлӑрах шутламасӑр, ютри лайӑха мухтаса, ҫамрӑк ӑрӑва тӑван ӑс-хакӑлпа чӗлхерен пистертӗмӗр,

Тӳрех каламалла: ҫӗршыв ертӳлӗхӗ харкам хӑйӗн пурлӑхӗ-ырлӑхӗшӑн антӑхать, «единая российская нация» ҫинчен шавласа ҫӗршыври халӑхсен кӑкне-тымарне тӑпӑлтарать. Ку пулӑм Европӑра пачах та ҫӗнӗ ҫӗнӗ мар. Ӑна Раҫҫей нумай хутчен чӑтнӑ. Ҫӗнтернӗ. Халӑхран тухнӑ паттӑрсен пуҫне каснине, халӑх телейӗшӗн тӑракансене хамӑр влаҫ пуҫиле янине, таса ячӗсене элекпе вараланине чӑваш халӑхӗ те пайтах чӑтнӑ. Пӗрех парӑнман.

Паллах, тӗнче ҫаврӑннине, имшер халӑхсемпе чӗлхесем сӳнсе пынине уйрӑм ҫынсем чараймаҫҫӗ. Анчах ӑслӑ халӑхсем хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем тытса пыраҫҫӗ, йӗрке тӑваҫҫӗ, чарӑнми кӗрешеҫҫӗ. Пирӗн несӗлсем тӗнче тӑвӑлӗсем витӗр тухса ҫак таранччен упранса юлма пултарнӑ пулсан, паян эпир вӗсен ӗмӗтне, ӗҫне, ятне намӑса ярӑпӑр-и? Хамӑр чыса упрамалӑх та тӑрса юлмарӑмӑр-и вара? Аса илӗпӗр Аттилпа Алмуш паттӑрсене, аса илӗпӗр Пӳлер вутӗнче ҫунса кайнӑ Валем хуҫапа Кул Гали сӑвӑҫа. Манӑҫа ямӑпӑр пусмӑра хирӗҫ ҫӗкленнӗ чӑваш ялӗсем Атӑл сулахай енне, Урала, Ҫӗпӗре, Тухӑҫа авалхи ҫулсемпе каялла куҫса кайнисене.

Чӑваш халӑхӗн пӗрлӗх туйӑмӗ, нимелӗхӗ, тӑванлӑхӗ ҫирӗп-ха. Ҫакна халӑх хӑй вӑйӗпе ирттерекен пин-пин ӗҫ, акатуй, уяв, ӑмӑрту, пуху, пӗрлӗхсем кӑтартса тӑраҫҫӗ. Ҫакнах чӑваш халӑхӗ Чӗлхе кунне хастаррӑн ирттерни палӑртать. Халӑхӑмӑрӑн ӑс-тӑнне шута хурса, Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ кӑҫал, Ашшӗ-амӑшӗсен ҫулӗнче, чӑваш Асламӑшӗсемпе Кукамайӗсене, Аслашшӗ-Кукашшӗсене, кил-йыш пуҫӗсене, шкулсенчи ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсене ҫапла калать: хамӑрӑн ывӑл-хӗрпе, мӑнуксемпе тӑван чӗлхепе калаҫма пулӑшакан анлӑ юхӑм пуҫарса пӑхӑпӑр. Тӑван чӗлхе шӑпишӗн пуринчен малтан эпир яваплӑ.

Нимле ырӑ ӗҫ те йӗркелесе тӑмасӑр, хамӑр тӑрӑшмасӑр пулмасть. Республика пуҫлӑхне, Вӗрентӳ министрне, Чӑваш наци конгресӗн президентне, районсенчи тата Шупашкарти чӑваш журналисчӗсене «Тӑван чӗлхешӗн!» юхӑм йӗркелесе яма тархаслатпӑр.

 

Ваттисен канашӗн кӗреки сӗннипе — Виталий Станьял.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Талпизень // 3750.21.1105
2017.04.29 08:14
Чăваш учитлĕсем Станьяла хирĕç тепĕрре сиксе тухма шутлаççĕ тет. Вăл вĕсене чăвашла вĕрентме чăрмантарать теççĕ. Ачасем вăл çырнине вуланă та, учитлĕсене ыйтусем пама тытăннă. А учитлĕсем хусам сайтра мĕн пуррине тĕлĕкре те курман!
Ухмах учитлĕсене Станьял та тăна кĕртимарĕ.
петр // 5059.3.5746
2017.05.19 19:45
Ӗҫӗ те кунта ансат. Ача пахчинче чавашла калаҫмалла, юрӑ юрламалла тата ы.т. Шкулта 1класран 11 класчен чавашла врентмелле. Ют чӗлӗхене кама кирлӗ. ҫавна кӑна врентмелле. Штукатура, плотника тата ыттисене кирлӗ те мар. 1991 ҫулта Тӑван Ҫӗршыва ватрӗҫ хамрӑн пуҫлӑхсемех, ют чӗлхесене юратнипе, чӑваш чӗлхине шкултан чакарнипе тесе эпӗ шутлатӑп.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики