Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +11.3 °C
Выбирая богов, мы выбираем свою судьбу.
(Вергилий)
 

Татьяна: И.Я.Яковлев

Татьяна14.01.2017 14:443772 просмотров

Нумай ҫул иртнӗ пулсан та, И.Я.Яковлева хисеплекенсем, сума сӑвакансем Чӑваш Республикинче, Раҫҫейре анчах мар, тата ытти нумай ҫӗр-шывсенче пурӑнаҫҫӗ.

Шупашкар хулинче И.Я.Яковлевӑн палӑк пур, унӑн ячӗпе хисепленсе тӑракан музей, педагогика университечӗ, шкулсем, урамсем. Ун ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ. Мӗншӗн-ха ун пек ҫынна манмаҫҫӗ, асрах усраҫҫӗ?

И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, Чӑваш ҫӗр-шывӗ чечекленсе аталантӑр тесе тӑрӑшнӑ, тӑван халӑхӑн ывӑл-хӗрӗ ҫуралнӑ ҫӗр-шывшӑн мухтантӑр, ӑна пуянлатассишӗн тӑрӑшса ӗҫлетӗр тенӗ. .

Тӑван чӑваш халӑхне валли тӗлӗнмелле ырӑ, вӗрентекен халал хӑварнӑ.

И.Я.Яковлев ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Аслӑ, ырӑ вырӑс халӑхне, унӑн тапса тӑракан ӑс-тӑнне, чӗрине, ирӗкне сума сӑвӑр та юратӑр …

Ӗненӗр Раҫҫей халӑхне, юратӑр ӑна, ҫавӑн чухне кӑна вӑл сирӗншӗн тӑван аннӗр вырӑнне пулӗ…»

Ачалахӗ Иванӑн йывӑр пулнӑ. Ҫуралсанах тӑлӑха юлнӑ. Ӑна усрава ӗҫчен Пахом ҫемьи илнӗ. Ача тӑван мар ҫемьере те ют ҫын пулман, ӑна юратнӑ, ӗҫчен ҫын пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Вӑл нимӗнле ӗҫрен те хӑраман, суккӑр Пахом аслашшӗне ҫавӑртса ҫӳренӗ, ашшӗпе пӗрле хирте ӗҫленӗ. Ҫитӗнсе ҫитсессӗн те хӑйне усрава илнӗ ҫемйине ырӑпа ҫеҫ аса илнӗ.

Ӗҫрен пушаннӑ вӑхӑтра ялти ачасемпе выляма юратнӑ, юлташӗсемпе яланах килӗштерме пултарнӑ.

8 ҫула ҫитсен Ивана удельни училищине илнӗ.Унта чӑваш ачисене вӗренме питӗ йывӑр пулнӑ, мӗншен тесен вӑл вӑхӑтра ачасене шкулсенче вырӑс чӗлхипе кӑна вӗрентнӗ. Иван вара питӗ тӑрӑшнӑ, вӗрентекенсем ӑна мухтанӑ. Арҫын ача вырӑсла пӗлмен. Тӑрӑшса вӗреннипе часах вырӑс чӗлхине ӑнланма пуҫланӑ.

Чӑваш халӑхне вулама, ҫырма вӗрентес ырӑ, ҫутӑ ӗмӗт И.Я.Яковлевӑн ҫамрӑк чухнех ҫуралнӑ. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтра юлташӗсемпе чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, букварь ҫырнӑ, шкулсем уҫнӑ. Чӑваш ачисем вулама, ҫырма пултарччӑр тенӗ. И.Я.Яковлев ачасем валли нумай калавсем юптарусем ҫырнӑ: «Кашкӑрпа карчӑк.»,«Шӑши.» ,«Кахалпа наян»…

Иван Яковлевичӑн пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пире пурӑнма, ырӑ тума, пур халӑха та хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики