Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Идея это не голая абстракция, а скорее побуждение к действию.
(Ален)
 

Софья Савнеш: Пуринпе те ҫапӑҫакан кинемей

Софья Савнеш22.08.2016 17:394829 просмотров

Пулаҫҫӗ вӗт ҫынсем — пуринпе те ҫапӑҫса ҫӳрекенсем. Пирӗн ялта, Трак тӑрӑхӗнче, (ялне палӑртмастӑп, атту ҫак ҫын киле вӑрҫӑнма килӗ, унран темӗн те кӗтме пулать) тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм, 70-е ҫитнӗскер, пурӑнать. Ку вӑхӑтра лӑпкӑ пурнӑҫпа, мӑнуксемпе киленмелле пек. Анчах вӑл ҫил-тӑман пек авӑрттарса-ҫавӑрттарса ҫӳрет. Ялта вӑл вӑрҫӑнман ҫын та юлмарӗ пуль. Юрать, кӳршӗллӗ пурӑнмастпӑр, унсӑрӑн пӗр кун та лӑпкӑ ҫывӑраяс ҫук.

Кӳршисем пирки ахальтен мар сӑмах пуҫларӑм-ха. Лешсем вырӑнпах выртакан ашшӗ патне хуларан килсе ҫӳреҫҫӗ. Ку хӗрарӑм ҫапӑҫмалли сӑлтав кӑна шыраса ҫӳрет. Пӗр кунхине вӑл кӑшкӑрашни пирӗн патах илтӗнче. Хальхинче ӑна кӳршӗсен пахчинче ӳсекен лаштра пысӑк йӑмра килӗшмен-мӗн — унӑн пахичнелле туратсем тӑкӑнса тарӑхтараҫҫӗ. Тепӗр тесен, саккуна шута илес тӗк, вӑл тӗрӗс асӑрхаттарнӑ. Халӗ ҫын пахчинчен темиҫе метрта ҫеҫ йывӑҫ лартма юрать-ҫке-ха. Анчах ку ҫур ял илтмелле кӑшкӑрашмалли сӑлтав мар вӗт. Ку ыйтӑва лӑпкӑн, пӗрле сӳтсе явса татса пама пулать. Ҫук вӗт, унӑн янӑрашмалла. Пӗр-ик черкке сыпсан ун ҫывӑхне ан та пыр – хирӗнмелли сӑлтав тупатех. Ҫак кинемей йӑмра ҫине тарӑхса хӑйӗн пахчинче, кӳршисем ҫумӗнче, чие йывӑҫӗ шӑкӑрин лартма шухӑшланӑ. Шухӑшланӑ та ӗҫе тума тытӑннӑ. Юрать, ывӑлӗ-хӗрӗ тытса чарнӑ, мӗнпур йывӑҫа каялла кӑклаттарнӑ. Ара, ку йывӑҫ хунаса кайса анкартипех сарӑлать вӗт.

Кунран тӗлӗнмеллех мар-ха. Кӳршисен пахчи ҫак кинемейӗн анкартинчен вӑрӑмрах. Лешсен унта та йӑмра ӳсет. Анчах унӑн турачӗсем кинемейӗн пахчине мар, уялла ӳкеҫҫӗ. Ку та килӗшмест шеремет хӗрарӑмне. Уншӑн та кӳршисемпе хӗрсе кайсах тавлашрӗ. Тӗлӗнсе каймалла. Уйри ҫӗре те хӑйӗнни вырӑнне йышӑнать пулмалла. Ун еннелле ӗне кӑкарса пӑх-ха — ҫийӗнчех тапранса кайса варҫӑнма тытӑнать. Ҫав ҫӗрсем унӑн харпӑрлӑхӗнче пулманнине, унпа ыттисен те усӑ курма юранине ӑнланмасть-ши вӑл? Е ватӑлнӑҫемӗн ҫын йӳтесе пырать-и? Тем тесен те, ӗлӗкхи ҫынсем ҫӗршӗн ҫапӑҫма хушман.

Хӑй кинемей чирлекелет. Самаях аптӑрасан 2-3 ҫул яла килсе курӑнмасть, ачисем патӗнче пурӑнать. Чирлесен ывӑлӗ-хӗрӗ ӗнине сутса ярать. Ҫавна май анкартинчи курӑка ялти пӗр ҫемье икӗ ҫул ҫулчӗ. Хайхи кинемей чӗрӗлсе таврӑнсан пуҫланчӗ вӑрҫӑ. Лешсем унӑн пахчине сутса 5 вӑкӑр усранӑ, вӗсене сутса пуйса кайнӑ имӗш. 1 гектар утӑ ҫулса кӗртнипех ҫӗрме пуян пулайӑн-и вара? Ӑна ҫултарма, тиесе килме те укҫа кирлӗ. Кинемее мӗн — харкашса пултӑр. Ҫулмалла та пулман пӗрех хутчен. Лартӑрччӗ ҫапла вӑрман евер кашласа. Ҫулса тирпейлемен анкарти часах нӗрсӗрленет. Спаҫҫип калас вырӑнне сурчӑк сирпӗте-сирпӗте вӑрҫать вӑл. Хальхи вӑхӑтра ял ҫыннисем ӗне ытлах усрамаҫҫӗ, утӑ «дефицит» мар. Пӗрисем ав халӗ те пахчине тирпейлесе пӗтереймеҫҫӗ. Пилӗк таран ӳснӗ курӑка никам та ҫулма килӗшмерӗ. Халӗ питӗ илемсӗр курӑнать. Хӑть ҫынна хӑв ҫиелтен укҫа парса ҫултар. Лешӗ ҫӳрет анкартине тирпейлесе панӑшӑн кӑшкӑрашса.

Вӑт ҫапларах ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн ялта. Чӑн-чӑн камит. Ыран тата мӗн хӑтланса кӑтартать-ши ку карчӑк?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики