Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.6 °C
Шанс выбирает подготовленного.
(Луи Пастер)
 

Таисия Ташней: Айван ҫын мӗншӗн хӑй айванне пӗлмест?

Таисия Ташней26.06.2016 19:413049 просмотров

Ку ыйту тавра мӗн чухлӗ ҫын пуҫ ватнине татса калаймастӑп та, анчах ӑслисемех хӑйсене айван тесе чунӗсене шӗкӗ евӗр кӑшлани пирки иккӗленместӗп.

Хам ӑслӑ мартан-ши е урӑх сӑлтава пула-ши ӑслӑ ҫынсене каҫса каясла хисеплетӗп. Шел те, сахал пӗлетӗп ун пеккисене. Вӗсемпе вара ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, ытти лару-тӑрура та лайӑх. Вӗсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — хӑйсем ӑслине палӑртманни. Ӗҫре те, ытти чухне те. Тата ҫав ҫынсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — айваннисене те айван теменни, ӑна-кӑна тӗшмӗртекеннисене вара хавхалантарма-ҫунатлантарма пӗлни.

Ҫав вӑхӑтрах айван ҫын хӑй айванне пачах та ӑнланасшӑн марри ҫак таранччен тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ. Анчах нумаях пулмасть пӗр япалана вуласа пӗлтӗм те сирӗншӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанас килет.

Айван ҫын хӑй айванне ӑнланманнинче Даннинг–Крюгер витӗмӗ пур иккен. Ытлашши ӑслах маррисем, квалификаци шайӗ пӗчӗккисем тата тавракурӑмӗ ансӑррисем хӑйсен ҫителӗксӗр ӑсне кура хӑйсем ӑслах маррине ӑнланса пӗтереймеҫҫӗ иккен. Хӑйсем айван пиркиех ҫав ҫынсем хӑйсем тума пӗлмен япаласене ыттисене тума вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӑслисем хӑйсем ӑслине кура юнашарах вӗсенчен те ӑслӑрах ҫынсем пуррине пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсем хӑйсен пӗлӗвӗ ҫителӗксӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн айваннисем те хӑйсен айванлӑхне ӑнланма пуҫласан та айванлӑха йышӑнма хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен вырӑнне ӑслӑраххисем йышӑнасран шикленеҫҫӗ.

Айвансем мӗншӗн айванлӑха ӑнланманнине, ӑслисем мӗншӗн хӑйсене ӑслӑ тесе шухӑшламаннин сӑлтавне Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Корнелл университечӗн ӑсчахӗсем, кафедрин ӗҫченӗсем Дэвид Даннинг тата Джастин Крюгер 1999 ҫулта сӑнав ирттерсех ҫирӗплетсе панӑ. Ҫапла вара айвана хӑй айваннине ӑнланма ӑсӗ ҫитменни кансӗрлет иккен.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики