Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +5.3 °C
Прелесть роз дает им право на шипы.
(Шекспир)
 

Аçтахар Плотников: Умсуйлавӑн усси пур-и?

Аçтахар Плотников23.05.2016 20:184113 просмотров

Сӑмах иртнӗ кунхине, вырсарникун, пулнӑ «Праймериз» пирки. 50-60 ҫултисем ахаль суйлава та хӑнӑхса ҫитменнине кура ҫак ҫӗнӗ сӑмах — чӑвашла ӑна умсуйлав темелле ӗнтӗ — мӗне пӗлтернине, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ӑна мӗн сӑлтавпа ирттернине ытлашшиех чухласах каймасть-тӑр.

Чӑн та, питӗ иккӗленӳллӗ йышӑну. Ҫӗршывра (ним хӑрамасӑр пӗрле ҫырам — орфографи комиссийӗ ҫапла йышӑннӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ытти инстанцисем те ӑна ҫирӗплетеҫҫех пуль-ха) кризис пырать, ӗҫ вырӑнӗсене чакараҫҫӗ, хӑварнисен ӳҫ укҫине катаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вара патшалӑхӑн чи пысӑк партийӗ пирӗн ҫӗршывшӑн экзотикӑллӑ умсуйлав ирттерет. Пур суйлав участокӗнче мар пулин те ӑна чылайӑшӗнче ирттернӗ. Раҫҫейре Чӑваш Ен палӑрма та пултарчӗ — пирӗн республикӑра, иккен, ҫак умсуйлава ытти тӑрӑхрисенчен ытларах ҫын хутшӑннӑ. Проценчӗпе шутласан. Хура халӑх пуҫӗнче вара ирӗксӗрех «Вӑл мӗн тума кирлӗ?» — текен ыйту ҫуралать. Чӑн та тӗп сӑлтавӗ мӗнре-ши?

Влаҫрисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх — унта тӗпрен илсен ҫав парти пайташӗсемех лараҫҫӗ — вӗсем, имӗш, ҫапла май пули-пулми ҫынсене мар, хӑйсен партийӗнчен халӑх суйланисене ҫеҫ тӑратӗ. Халӑх шанаканнисене. Те халӑхӗ шансах кайманнине туйса-ши, хыснаран укҫа илекеннисене ҫак умсуйлава вӑйпах явӑҫтараҫҫӗ.

Тӗрӗссипе кама кӑлармаллине ман шутпа вӗсем тахҫанах палӑртнӑ. Праймериз-умсуйлава вара пач урӑх тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем чи малтан хӑйсен партине рекламӑлаҫҫӗ. Ара, праймериз-ҫке. Экзотика. Унччен пирӗн ҫӗршывра пулман япала. Телекуравӗ те, хаҫат-журналӗ те ҫакӑн пирки сахал мар калаҫать, пӗлтерет. Чи пӗлтерӗшли вара — пӗтӗм суйлавӗнче пӗр партири ҫынсем кӑна! «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрисем» кӑна. Хӑйсеннисем ҫеҫ. Ан тив, хӑш-пӗр вырӑнсенче унта пӗр йӑвари кайӑксем вӑрҫнӑ евӗр ҫапӑҫкаласа илни тӗл пулать-ха, анчах чи кирли — хӑйсем кӑна пулни. Коммунистсем ҫук, Навальнӑй таврашӗсем ҫук. Пӗр «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пирки кӑна телевизор-хаҫат калаҫать! Лайӑх-и? Лайӑх. Рекламӑланаҫҫӗ-и? Халӑх вӗсене лайӑхрах пӗле пуҫлани каламасӑрах паллӑ. Аршинова, Малов, Черкесов… Авӑн уйӑхӗнче тӗп суйлав иртнӗ чухне халӑх камшӑн сасӑлӗ тетӗр-и? Ҫак ҫынсемшӗнех ӗнтӗ. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей»-рисемшӗн е коммунистсемшӗн те кам та пулин сасӑлӗ-ха, анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» чи нумаййи пухасса пӗр иккӗленмесӗр калама пулать.

Чи пысӑк сӑлтавӗ рекламӑра пулнине маларах асӑннӑ тепӗр пулӑмра та курма пулать. Эп ӗнтӗ ҫак умсуйлава халӑха вӑйпа сӗтӗрни пирки калатӑп. Мӗншӗн вӑл кирлӗ? Паллах, пӗр енчен умсуйлав анлӑ иртни влаҫри партийӗн сумне хавшатмӗ, тепӗр енчен — халӑх «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пирки анлӑрах пӗлӗ. «Халва, халва тенипех ҫӑварта пылакланмӗ» теҫҫӗ-ха, анчах ҫавах та кунӗн-ҫӗрӗн вӑл парти ятне асӑнса тӑрсан халӑх ӑсӗнче юлать-юлатех. Тӗп суйлавра та вара халӑх темле паллӑ мар партие мар, пӗлекеннине палӑртӗ.

Ҫапла майсемпе усӑ курса «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫитес суйлавра ман шутпа малтанхинчен пысӑкрах кӑтартусем тума пултарӗ.

Кризис? Ӗҫрен кӑлараҫҫӗ? Ӗҫ укҫине чакараҫҫӗ? Хаксем ӳсеҫҫӗ? Халӑх ун пирки пуҫ ватать пулин те ҫавах влаҫра лараканнисемшӗнех сасӑлать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр унӑн ятне кӑна пӗлет, ыттисем ун вырӑнне йышӑнма тивӗҫлӗ тесе шутламасть. Совет саманинче коммунистсене кӑна шаннинчен ман шутпа ку нимӗнпе те улшӑнса тӑмасть.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики