Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Поиск истины способен изрядно позабавить.
(Вернон Говард)
 

Аçтахар Плотников: Михаил Игнатьевӑн 5 ҫулӗ

Аçтахар Плотников29.08.2015 12:534149 просмотров

Шӑп та лӑп 5 ҫул каялла республикӑн Президенчӗ вырӑнне Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Вӑл вӑхӑтра Николай Васильевич Фёдоров ҫак вырӑна хӑҫан та пулин пушатасса халӑх шанмастчӗ те, шутламастчӗ те. Ҫавӑнпа та ҫак пулӑма Чӑвашра лайӑх йышӑнчӗҫ.

Эпир вара ҫак 5 ҫул хушшинче Михаил Васильевич мӗн енӗпе асра юлнине аса илес терӗмӗр. Паллах, вӗсем хушшинче япӑххи те лайӑххи те пур.

Лайӑх енӗсем

Малтан лайӑххисенчен пуҫлар.

Тӗлпулусенче чӑвашла калаҫни. Ҫӗнӗ Президент килсен унӑн лайӑх енӗсен шутне шӑп та халӑхпа чӑвашла калаҫма именменнине асӑнатчӗҫ. Николай Васильевичпа танлаштарсан та Игнатьев ялсене час-часах тухса ҫӳрет, ахаль ҫынсемпе курнӑҫать. Халӑхран «инҫе» пулманни чӑваша, паллах, килӗшет.

Чӑваш тӗрӗллӗ кӗпепе ҫӳреме пуҫлани. Чӑн та, Михаил Васильевичӑн чӑвашла тӗрӗллӗ кӗпесем сахал мар. Тӗлпулусенче те вӑл ҫав кӗпесемпе сахал мар курӑнать. Николай Васильевичӑн та пурччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл вӗсене музее панипе кӑна ҫырлахнӑччӗ. Чӑваш наци музейӗнче ӑна парнеленӗ хура шупӑр ҫакӑнса тӑратчӗ.

Сар.ру сайтра чӑвашла верси тухни. Чӑн та, Николай Васильевич вӑхӑтӗнче влаҫ органӗсен тӗп сайтӗнче тӑван чӗлхеллӗ верси ҫукччӗ. Ун вырӑнне унта акӑлчанли тата нимӗҫли пурччӗ. Паллах, Михаил Игнатьев килнӗ хыҫҫӑн тӗнче тетелӗнче влаҫ органӗсен ытти пӗлтерӗшлӗ порталӗсем те уҫӑлчӗҫ, анчах вӗсене ӑсталанӑ май чӑваш чӗлхи пирки темшӗн аса илмерӗҫ. Халь те влаҫ органӗсен тӗп порталне ҫӗнетме пуҫланӑ. Ҫӗннинче вара чӑвашла верси курӑнсах каймасть (ку статьяна ҫырнӑ вӑхӑтра вӑл кӗвӗ сайта куҫаратчӗ).

Маршруткӑсенчи хаксене тивӗҫлӗ шая антарни. Президент вырӑнне йышӑнсанах Михаил Васильевич маршруткӑсенчи ытла ҫӳле хӑпарса кайнӑ ҫул хакне ҫӗнӗ вырӑн сумне усӑ курса чакарчӗ. Куншӑн уйрӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче хутлакан ҫынсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Калинин урамӗнче тата И.Я. Яковлев проспектӗнчи ҫула сарлакалатни. Тӗп хулан ҫак урамсем чӑн та чи йывӑр вырӑнӗсемччӗ. Унта яланах ҫул пӑкӑланса лараканччӗ. Михаил Васильевичӑн тивӗҫӗ-и е ҫук-и — анчах ҫак ҫулсене вӑл Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ вӑхӑтра сарлакалатрӗҫ. Шупашкарта ытти хӗсек вырӑнсем те пур-ха ӗнтӗ: Богдан Хмельницкий урамӗ, Мускав кӗперӗ… Вӗсем те ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗрессе шанма пулать.

«Промтракторта» комбайнсем кӑларма пуҫлани. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта «Хӗвел» ӗҫлесе кайрӗ. Индустри паркне йӗркелесе яма хӑтланаҫҫӗ — ун валли уйӑрнӑ лаптӑкра хальлӗхе чакаланаҫҫӗ-ха, ӗҫлеҫҫӗ. Комбайнсене илес пулсан, паллах, тен, савӑнмалли ытлашшиех ҫук та пулӗ. Тупӑшлах мар вӑл. Республика хисепӗ те вӗсене кӑларнипе ытлашшиех ӳсни курӑнмасть-ха. Анчах ҫӗнӗ производство уҫни халӑхшӑн ҫав-ҫавах лайӑх пулӑм.

ФСК-сем туса ҫитерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт учрежденийӗсене вӑл пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра туса ҫитерчӗҫ. Паллах, пӑтӑрмахсемсӗр те пулмарӗ. Ав, Шупашкарти пӑр керменнех вӑхӑтра туса ҫитереймерӗҫ. Ятне мӗншӗн чӑвашларах суйламаннинче те ыйтусем ҫук мар. Анчах спорт учрежденине хута янӑ, вӗҫне ҫитернӗ.

Правительство ҫуртне ансатрах кӗме май пулчӗ. Эп хам унта сайра хутра кӑна леккелетӗп-ха, анчах час-часах ҫӳрекенсем каланӑ тӑрӑх унта лакесси Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчипе танлаштарсан самай ансатланнӑ.

Япӑх енӗсем

Хуть те мӗнле ҫыннӑн та, пулӑмӑн та япӑх енӗсем ҫук мар. Ак ҫак 5 ҫул хушшинче те япӑх пулӑмсем сахал мар пулчӗҫ.

Оратор ӑсталӑхӗ ҫукки. Ку ӗнтӗ Михаил Васильевичӑн япӑх енӗсенчен пӗри. Элтепер е Президент вырӑнне йышӑнакан ҫыннӑн тем тесен те яка калаҫма пӗлмеллех. Федераци хыснинчен те вӗт укҫи-тенкине «парӑр-ха» тенипе тыттармаҫҫӗ, ҫуллӑ пуплеме пӗлсен кӑна.

Команда пухма пӗлменни. Ку та халь Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Васильевичӑн япӑх енӗ. Ҫынсен шухӑшӗпе вӑл: «Хӑйӗн ҫыннисене хӳтӗлеме пӗлмест, пули-пулми ҫынсене пуҫлӑха лартать». Элтепер тивӗҫӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама вара команда пухма пӗлни питӗ кирлӗ.

Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пени. Ку шухӑш, тем тесен те, унӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ теес килмест, анчах каламасӑрах паллӑ — Михаил Васильевич ҫак улшӑнусемшӗн хирӗҫ пулман.

Республикӑн тӗп должноҫне Президентран Пуҫлӑх таран антарса лартни. Ку та вӑл сӗннипе пурнӑҫланмарӗ, паллах. Ҫӗршывӗпех «Президентсене» пӗтерчӗҫ. Анчах Михаил Васильевичӑн япӑх енӗ — ҫак должноҫ ячӗшӗн вӑл кӑшт та пулин ҫирӗп тӑманни. Тутарстан, Пушкӑрт, Якути пек. «Пуҫлӑх»-па питӗ хӑвӑрт килӗшрӗҫ. Ыттисем пек раснарах, чӑваш халӑхне тивӗҫлӗ те сумлӑ кӑтартма пултаракан урӑх ятсене те пӑхса тухмарӗҫ. Эпир, Чӑваш халӑх сайчӗ, хамӑр ҫине илсе ҫак должноҫе Элтепер тесе ҫыратпӑр.

Лебедев лицейӗ хупӑнни. Тен, кунта унӑн ӗҫӗ пачах та ҫук, анчах та Элтепер вырӑнне йышӑнакан ҫыннӑн чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки пӗлсе тӑмаллах ӗнтӗ, хӑйӗн тивӗҫле те вӑйлӑ «ҫук» сӑмахне калама пӗлмеллех ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна каллех чӗртсе тӑратассишӗн хускални илтӗнет пулин те наци лицейӗ ӗҫлесе кайсан кӑна каҫарма пулать. Чӑваш ахальтен каламан вӗт: «салатма ҫур талӑк, пуҫтарма — ҫулталӑк», — тесе.

Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплани. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статьяшӑн Ҫӗнӗ вӑхӑт историйӗнче пӗрремӗш хут пулчӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чӑн та, Николай Фёдорович вӑхӑтӗнче, унашкалли пулма та пултарайман. Ку вӑл малтанхи Президент чӑваш чӗлхишӗн ҫуннипе, паллах, ҫыхӑнман, анчах Николай Васильевич хӑй ӗҫӗнче унашкал судсем унӑн ятне ярассине лайӑх чухлатчӗ.

Правительство ҫуртӗнче «Мунча» уҫни. Ку пулӑм вӑл пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра пулса иртрӗ. Ҫав мунчана Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчех тума пуҫланӑ текен сас-хура та ҫӳрерӗ. Михаил Васильевичӑн ҫак ӗҫре пур-и, ҫук-и, паллӑ мар, анчах пӗтӗм сиенӗ ӑна ҫакланчӗ.

Пӗтӗмлетни

Тепӗр пай «Кӗтсе илейменни», «Пурнӑҫлайманни» пулмалла пуль. Чӑн та Михаил Васильевичран халӑх ытларах кӗтет. Уйрӑмах чӑваш халӑхне тивӗҫлӗ шайра хӳтӗлессине курасшӑн. Енчен те пукана йышӑннӑ хыҫҫӑнах вӑл халӑх шаннине хастаррӑн пурнӑҫлама пикенчӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫав хастарлӑх темӗскерле «ҫухалнӑ» пек туйӑнать. Халӑх вара Элтеперте Тутарстанри е Пушкӑртрисенни пеккине курасшӑн.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуканне тепӗр хут суйланнӑ хыҫҫӑн, эпир, Чӑваш халӑх сайчӗ, хӑйӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫлама сунатпӑр! Лайӑх ӗҫсем ытларах асра юлмалла пултӑр, япӑххисем — сахалрах.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики