Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +19.3 °C
Не бойтесь совершенства. Вам его не достичь.
(C. Дали)
 

Таисия Ташней: Кÿкеçре çăтмахри пек: Шупашкартан унта 5 тенкĕпе çитме пулать

Таисия Ташней02.08.2015 11:123239 просмотров

Кÿкеçре пурăнакансемшĕн ĕнертенпе, çурлан 1-мĕшĕнченпе, çынсем хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленнĕ коммунизм вăхăчĕ çитрĕ тейĕн.

Пĕлменнисене пĕлтерер. Кÿкеçĕн Советски урамĕнчи чарăнăва Шупашкартан 162-мĕш маршрутпа пĕрлех эконом-класлă шутланакан маршрут турттарать. 162-мĕш 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух çĕнĕ маршрут 10 тенкĕпе илсе çÿреме тытăнчĕ. Маларах çынсем тĕлĕнсе пăхатчĕç, хăшĕсем ку ултав мар-ши тенĕн шăтарасла пăхатчĕç те ларма шикленнĕн пăрăнса утатчĕç. Кайран çынсем вăл маршрута хăнăхрĕç – ялан унпа çÿрекенсем йышланчĕç.

Маларах ку маршрутра икĕ урапа кăначчĕ. Нумаях пулмасть тăватта çитерчĕç, çав шутра иккĕшĕ – автобус. Йÿнĕ маршрутпа турттараканни çине нумаях пулмасть 149С тесе çырса хучĕç. Маларах çур сехет кĕтмеллеччĕ пулсан, халĕ 15 минут та кĕттермеççĕ хăш чух: пĕри хускаличчен тепри çитсе ларни те пулать. Ара, автобуса халăх нумайрах вырнаçать те, вăл ытларах кĕтсе ларать. Вăл хускалнă вăхăта тепри çитсе те тăрать. Кашни кун хулана çÿрекенсемшĕн йÿнĕ, вăрах вăхăт кĕттермен маршрут пурри питĕ лайăх.

Кÿкеçе çÿрекен 162-мĕш маршрутсем 20 тенкĕпе илсе çÿреççĕ пулсан, 149С 15 тенкĕпех çырлахать. Пĕр чарăнуран тепĕр чарăнăва кăна çитмелле пулсан 10 тенкĕ кăна илет.

Юлашки эрнере икĕ маршрут хушшинчи хĕрÿ тупăшу пырать. Пĕринче вĕр çĕнĕ автобус чÿречине такамсем ватнăччĕ. Нумаях пулмасть 162-мĕшсем те 15 тенкĕпе турттарма пуçларĕç. Çакна кура 149С хака 10 тенке çитерчĕ. Тепĕр кунтан иккĕшĕ те 10 тенкĕпе çÿреме пуçларĕç. Халĕ ĕнер 149С 5 тенкĕпе турттарма тытăннă.

Тĕнче тетелĕнче çак икĕ маршрут тавлашăвне сÿтсе явакансем тупăнчĕç. Пĕрисен шучĕпе вĕсем панкрута тухаççĕ, теприсем 149С маршрутах суйлассине пĕлтереççĕ. Чăн та, мĕнпе вĕçленĕ-ши ку тавлашу – кăна пассажирсем пĕлмеççĕ. Анчах йÿннипе çÿрес килни каламасăрах паллă.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики