Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Философия - это способ восприятия жизни.
(Сергей Прокопенко)
 

Аçтахар Плотников: Раҫҫейри чи паллӑ хуласем

Аçтахар Плотников27.06.2015 12:295476 просмотров

Ку ыйту ҫине хуравлама пӗрре пӑхсан ҫӑмӑл, тепре пӑхсан йывӑр та. Анчах та эпир хыпар ҫӑлкуҫӗсен тӗлӗшӗпе танлаштарас терӗмӗр. Патшалӑхра пулӑмсем сахал мар пулса иртеҫҫӗ, анчах вӗсене тӗрлӗрен ҫутатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускаври кашни утӑма тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ пулсан, пӗр-пӗр Урал тӑрӑхӗнчи Серов ятлӑ хулари пулӑма вара пысӑк пӑтӑрмах пулсан кӑна ҫутатаҫҫӗ. Сӑлтавӗ — хуласен витӗмӗ, вӗсен калӑпӑшӗ тата шайӗ тӗрлӗрен пулнинче. Федераци шайӗнчи МИХсем пурте тенӗ пекех Мускавра вырнаҫнӑран, паллах, тӗп хулари кашни вӗтӗр-шакӑр пулӑм та вӗсене тӳрех курӑнать. Инҫетрисем вара — резонансӗ пысӑк пулсан кӑна.

1 вырӑн. Мускав

Кун пирки иккеленмелли те ҫук ӗнтӗ. Мускав — Раҫҫейӗн чӗри. Рим империйӗнче пӗтӗм ҫул Рим урлӑ иртнӗ пулсан, Раҫҫей Федерацийӗнче ун пек хула вӑл — Мускав. Чукун ҫулсем тата сывлӑш ҫулӗсем тӗп хула урлӑ выртаҫҫӗ. Кӑнтӑралла каймалла-и, е тухӑҫри Иркутска — Мускав урлӑ кайма тивет. Эпир тӗп хуларан тухӑҫалла вырнаҫнӑ пулин те. Юрать-ха машшинпа тухас пулсан ҫула кӗскетсе тӳррӗн кайма май пур.

Мускаври тӗп паллӑ вырӑнсем: Мускав крмлӗ, Хӗрлӗ тӳрем, Христос Ҫӑлавҫӑн Храмӗ, Ленин мавзолейӗ, ВДНХ, Ботаника сачӗ тата ыттисем.

2 вырӑн. Питӗр

Хӑй вӑхӑтӗнче тӗп хула пулнӑ хула чӑн та Раҫҫейре иккӗмӗш хула. Унӑн витӗмӗ те пӗчӗк мар. Культурӑн тӗп хули пулнӑран туристсем те унта сахал мар ҫӳреҫҫӗ.

Питӗрти тӗп паллӑ вырӑнсем: Эрмитаж, Петропавловск крепеҫӗ, Хӗллехи кермен, Иссак соборӗ, Петергоф, Хусан соборӗ, Кунскамера, «Аврора» крейсер, «Пӑхӑр юланут» кӳлепе, Александр юпи тата ыттисем.

3 вырӑн. Сочи

Ку хула халӑх йышӗпе те (Шупашкартинчен те сахалрах), историре йӗр хӑварнипе те ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть. Анчах та хальхи вӑхӑтра унӑн витӗмӗ чӑн та пӗчӗк мар — нумай пулмасть унта Олимп вӑййисем иртнӗрен Раҫҫейре ун пирки илмен ҫын ҫук та пулӗ. Унӑн шайне антарас мар тесех ӗнтӗ Сочире федераци шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ.

Паллӑ вырӑнсем: Дендрари, «Перентей ҫӗрщывӗ» парк, Адлер-Арена, «Амфибиус» аквапарк, Агепста ту, Хӗллехи спорт вӑййисен керменӗ «Айсберг», Годлик крепость, Н. Остовский ячӗллӗ литература музейӗ, юрлакан фонтансем тата ытти.

4 вырӑн. Севастополь

Крым тавра сахал мар шавланӑран ку хула ҫак вырӑна тивӗҫлех пуль тесе шутлатпӑр. Тӗнче шайӗнчи саккунсем тӑрӑх ӑна Украинӑн теҫҫӗ-ха та ӗнтӗ, анчах эпир кунта Чӑвашра Раҫҫей саккунӗсемпе пурӑннӑран хулана Раҫҫейӗн теме тивет.

Паллӑ вырӑнсем: Инкермен ҫӗр хӑвӑллӗ мӑнастирӗ, Граф пристанӗ, Шыв айне кайнӑ карапсен палӑкӗ, Байдар хапхи, Воскресени чиркӗвӗ, Сӑваплӑ Улатимӗр соборӗ, Малахов курганӗ, Херсонес, Нахимов тӳремӗ тата ыттисем.

5 вырӑн. Хусан

Хусан Раҫҫейре чӑн та пысӑк вырӑн йышӑнать. Сӑлтавӗ те паллӑ — тутарсем хӑйсен тӗп хулине тӗнче шайне ҫӗклес тӗлӗшпе сахал мар вӑй хураҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ вара витӗм кӳретех. Тата пирӗнпе ҫуммӑнах вырнаҫнӑран ӑна ыттисенче ҫӳллӗрех лартма та сӑлтав пур.

Паллӑ вырӑнсем: Хусан кремлӗ, Ҫулӑмпике турулӗ, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Качалов ячӗллӗ академи театрӗ, Хусан кушакӗ, Кул-Шериф, Пӑлхар мечечӗ, Миллениум кӗперӗ, Хусан-Арена, Пинҫуллӑх паркӗ тата ыттисем.

6 вырӑн. Владивосток

Инҫетри тухӑҫра вырнаҫнӑ хула пирки пирӗн МИХсем манмаҫҫӗ, унти хыпарсене пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Хулара та тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Паллӑ вырӑнсем: Ылтӑн мӑйрака, Вырӑс утравӗпе ҫыхӑнтаракан кӗпер, Ылтӑн кӗпер, Эгершельд маякӗ, Ӑмӑркайӑк йӑви сопка, Владимир Высокцкий палӑкӗ, фуникулёр, триумф арки тата ыттисем.

7 вырӑн. Грозный

Ку хула ытларах Рамзан Кадыров витӗмӗ пысӑк пулнӑран Раҫҫейре паллӑ. 20 ӗмӗр вӗҫӗнче самай арканнӑ хула юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ сӑн илчӗ, ишӗлчӗксенчен илемленсе ларчӗ. Федераци политикин витӗмӗ те кунта, паллах, ҫук мар.

Паллӑ вырӑнсем:

«Чечня чӗри» мечет, Анди ту хырҫи, Халӑнчӑш кӳлли, Чечня Республикин наци музейӗ, «Грозный — тӗнче кӑвапи» стелла, «Грозный-сити» комплекс, «Грозный» триумф арки, «Чупакан хум» фонтан, «Ахмат-арена» стадион тата ыттисем.

8 вырӑн. Екатеринбург

Урал тӑрӑхӗнчи чи пысӑк хула ку списока лекеймесӗр, паллах, пултараймасть. Федераци МИХӗсем ун пирки ытлашшиех сӑмахламаҫҫӗ пулин те хӑйӗн шайне вӑл тытать.

Паллӑ вырӑнсем: Плотинка, Храм-на-Крови, П.П. Бажов музей-ҫурчӗ, Севастьянов ҫурчӗ, Ӳнер ӑслалӑхӗн музейӗ, Екатеринбург историйӗн музейӗ, А.С. Попов ячӗллӗ радио музейӗ, Свердловск чукун ҫулӗн музейӗ, Европа-Ази обелискӗ, геологи музейӗ, Екатеринбургри цирк тата ыттисем.

9 вырӑн. Тан ҫинчи Ростов

Ку хула кӑнтӑр енче вырнаҫнипе паллӑ. Тата юлашки вӑхӑтра Украина ҫӗрӗ ҫинче лӑпкӑ маррине пула ӑна час-часах асӑнаҫҫӗ.

Паллӑ вырӑнсем: Маргарита Чорнова ҫурчӗ, Тан юханшывӗн ҫыранӗ, водопровод палӑкӗ, вырӑнти зоопарк, «Ростовчанка» кӳлепе, Театр тӳремӗнчи фонтан, Сурб Хач чиркӗвӗ, Ботаника сачӗ тата ыттисем.

10 вырӑн. Калининград

Ку хула пӗр енчен паянхи политикӑна пула тепӗр енчен анӑҫри анклавӑн тӗп хули пулнӑран ку списока лекрӗ темелле. СССР-а лекиччен Кӗнӗкспӗрк ятпа ҫӳренӗскерте ҫур миллиона яхӑн ҫын пурӑнать. Тӗрлӗ акенствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх унта услам тума лайӑх.

Паллӑ вырӑнсем: Янтарь музейӗ, Калининград зоопаркӗ, Христок Ҫӑлавҫӑ храмӗ, Анатри пӗве, область филармонийӗ, Амалиенау районӗ, Пӑрантӑрпурк хапхи, Калининградри ӳнер галерейи, Историпе ӳнер музейӗ, Кафедра сапурӗ, Кӗнӗкспӗрк замокӗ, Патша хапхи, Марауненхоф районӗ, «Блиндаж» музей, Мюнхгаузен музейӗ тата ыттисем.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики