Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.6 °C
Шанс выбирает подготовленного.
(Луи Пастер)
 

Аçтахар Плотников: Кӑнтӑр Корейӑри Хахве наци ялӗн тӗслӗхӗ

Аçтахар Плотников22.05.2015 13:364134 просмотров

Каллех аваллӑх патне, халӑх культури патне таврӑнса пӑхар-ха. Сӑмахӑм наци музейӗсем пирки, наци ҫурчӗсем ҫинчен кайӗ. Унашкаллине Шупашкарта тӑвас тесе миҫе хут пуҫӑнмарӗҫ пулӗ, ӗҫӗ-пуҫӗ ниепле те уҫӑмланмасть (темле Ясна тата Амазони проектсем патне пырса тухнӑ тата). Шухӑшлан та, ку ӗҫе ытти тӑрӑхсенче хӑвӑртрах пурнӑҫлӗҫ пуль тесе шутлатӑн.

Нумай пулмасть эп корейсен тӗслӗхӗпе паллашрӑм. Унта вӗсен Хахве ятлӑ ял пур иккен, Ҫурҫӗр Кӗнсанри Ӑнтун хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак ялта вара кӑнтӑр корейсем хӑйсен йӑли-йӗркипе паллаштарас тесе пӗр пысӑк комплекс йӗркеленӗ. Никӗсне вара — тематикине — корей культуринче сыхланса юлнӑ 9 питлӗх (маска) тавра ҫавӑрнӑ.

Малтан пурӗ 12 питлӗх пулнӑ тет, анчах паянхи кун тӗлне 9-шӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Вӗсем пурте ҫын пичӗсене сӑнлаҫҫӗ. 9 питлӗхӗ авалхи Кореян тӗрлӗ ушкӑнне кӑтартаҫҫӗ — пуян ҫын, монах, ӑсчах, хӗр, тӑлӑх арӑм, ҫураҫнӑ хӗр, аш ваклакан, ухмах, сӑмсаланса ҫӳрекен ҫын.

Ҫухалнисен йышне ҫавӑн пекех пысӑках мар арӑслан питлӗхӗ тата тарҫӑпа хусах питлӗхӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем сыхланса юлман пулин те ҫын-ҫын урлӑ паянхи куна ҫитнӗ питлӗхлӗ спектакль-представленисенче вӗсен сӑмаххисем пур иккен. Тарҫӑпа хусахӗн питлӗхӗ мӗнле пулни пирки нимӗн те сыхланса юлман пулсан арӑслана еплерех сӑнланине кӑшт та пулин тавӑрма пултарнӑ.

Наци ялӗнче ҫулсерен питлӗхлӗ фестиваль иртет. Унта вара вӗсемпе усӑ курса пьесӑсем лартаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

Фестивальре хӑнасем валли ятарлӑ сувенирсем сутаҫҫӗ — хайхи питлӗхсене. Унсӑр пуҫне кунти сентресем ҫинче Ӑнтул хули ҫывӑхӗнче ҫуралнӑ соджу (хаярлӑхӗпе 20-40%-лӑ тӗссӗр эрех; пылак ҫӗрулмирен е рисран хатӗрлеҫҫӗ) сахал мар курма пулать. Ҫавӑн пекех яла пырса кӗрес умӗн кунта тӗрлӗ кӳлепесем курма пулать. Вӗсене вырӑнти ӑста хатӗрлет имӗш. Функционалӗпе Йӗрӗх евӗрлӗскерсем чансын ятлӑ иккен, тӗрлӗ усал-тӗсӗлтен сыхлаҫҫӗ. Ӗлӗк-авал ҫав чансынсене яла кӗмелли вырӑнта вырнаҫтарнӑ пулнӑ — ытларах чухне арҫын тата хӗрарӑм кӳлеписем пулнӑ. Хахве ялне хӳтӗлекеннисен йышӗ вара самай пысӑк — пӗр полк тейӗн. Пирӗн сайт «12+» рейтинглӑ пулнине шута илсе ҫав чансынсене кӑтартмӑпӑр.

Ялта вара ҫуртсем ӗлӗкхи пекех, улӑмпа витнӗскерсем. Ку та кӑна мар, вӗсенче халӑх пурӑнать. Кунта спутник турилккисемпе машшинсене те курма пулать-ха та ӗнтӗ, анчах ҫурчӗсене авалхиллех ӑшӑтаҫҫӗ, апат-ҫимӗҫне те ӗлӗкхилле пӗҫереҫҫӗ. Таса та тирпейлӗ. Ку пирӗн ҫӗршыв ҫыннисенне, паллах, тӗлӗнтерет, анчах корейсем валли ҫакӑ — ахаль йӑласенчен пӗри.

Яла ҫитсен туристсене ҫул кӑтартакансем ертсе ҫӳреҫҫӗ. Ахаль ҫын пурӑнакан ҫуртсем тӑрӑхах. Вӗсем пурте куҫа илем кӳреҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ялти килсенче кунта кӗвӗ калакансене те тӗл пулма пулать. Туристсем ҫапла корейсен авалхи культурине пуҫӗпех лекме пултараҫҫӗ.

Кӑнтӑр Кореяра унашкал тепӗр ял та пур — Янтун ятли. Вӑл Хӗнсан-Пуктӑ провинцири Хӗтшӳ хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вара фен-шуя пӑхӑнса йӗркеленӗ — юханшыв еннеле пӑхать, хыҫра — ту. Ку икӗ ял та ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн йышне кӗреҫҫӗ.

Чӑваш Енри культурӑна аталантарас тесен, тен, пирӗн ҫак тӗслӗхсемпе те усӑ курма юрать — корейсем, ав, хӑйсен йӑли-йӗркине тӗнче шайне ҫӗклес тӗлӗшпе икӗ яла ӗлӗкхи йӑла-йӗркесемпе хӑварнӑ, ӗлӗкхилле пурӑнакан ҫынсене тупма пултарнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — ҫак ялсене йӗркелесе вӗсем пирки рекламӑласа тӗнчене тухнӑ. Ятарлӑ тематикӑпа та тӗрӗс усӑ курнӑ теме пулать.

Ку сӗнӳпе усӑ курса пӗр-пӗр яла ӗлӗкхи пурнӑҫа тавӑрмаллине каламастӑп эп. Шырасан, Чӑвашра пӗтнӗ ялсене те тупма пулать-ха-тӗр (Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрман Кӑршканех илме пулать), анчах та унашкал музей-яла пӗр-пӗр уйрӑм вырӑнта йӗркелесен аванрах ӗнтӗ. Тен, тӗрлӗ ҫӗрте сапаланса вырнаҫнӑ музейсене пӗрлештерсе те йӗркелеме пулӗ — Йӗпреҫри этнографи музейне, Шоркка патӗнчи армансене, Яманак патӗнчи шыв арманне тата ыттисене те. Е, тепӗр тесен, ҫав ҫӗрӗшнӗ ҫуртсенчен йӗркеленӗ музей-ял туристсене хӑйӗн патне туртаймӗ те пуль — ҫуртсене (арман-таврашӗсене те) ҫӗнӗрен, анчах кивӗлле хӑпартса лартсан та аван пулмалла. Ку — шухӑш кӑна. Чӑннипе калас-тӑк, унашкал ӗҫе тӑвас тесен чи кирли ҫунатлӑ ӗмӗт пулмалла, пурнӑҫа кӗртме хавха ҫитересси.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики