Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.6 °C
Уча других, также учишься.
(Н.В. Гоголь)
 

Аçтахар Плотников: Черкесов хуравӗ

Аçтахар Плотников28.03.2015 21:233518 просмотров

Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ — уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ. Черкессов ячӗпе. Вулайманнисем унпа кунта паллашма пултараҫҫӗ.

Хайхи ӗнер Раҫҫей Почти ман пата Черкесов хуравне ҫитерчӗ. Ак ҫапларах вӑл пулчӗ:

Черкесов хуравӗ

 

Шупашкар хула администрацийӗнче чӑвашла пӗлекенни ҫук пулас, ҫавӑнпа та вырӑсла пӗлменнисем валли хамах куҫарса парам:

Хисеплӗ Николай Алексеевич!

Чӑваш чӗлхине хисеплесси пирки ҫырнӑ Сирӗн ҫырӑва (2015, 02, 25 числара илнӗ П-126№) Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑхпа депутатсен этикин яланхи комиссине пӑхса тухма кӗртнӗ.

Мӗнле пӗтӗмлетӳ туни пирки Сире каярах хушса хуравлӑпӑр.

 

Шупашкар хулин Кӑлави Л.И. Черкесов.

 

Мӗнех, Черкесовран тепӗр ҫыру кӗтме тивет ӗнтӗ. Чи кӑсӑкли — чӑн та пӑхса тухӗҫ-ши? Хулари баннерсене чӑн та икӗ чӗлхепе ҫырма тытӑнӗҫ-ши? Кӗтӗпӗр, курӑпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2628.52.2553
2015.03.28 21:42
Agabazar
<<вырӑсла пӗлменнисем валли>>

Мĕншĕн вырăсла пĕлменнисем валли кăна тата?
Ыттисем чăвашла вуласшăн мар-им?

Эп ăнланнă тăрăх, янă çыру чăвашла пулнă, хуравĕ — вырăсла.
2015.03.28 22:02
Аçтахар Плотников
Иккӗмӗш ҫырӑвне тен чӑвашлах куҫарса парӗҫ :)
Agabazar // 2628.52.2553
2015.03.28 22:35
Agabazar
Темле çав.

Кунта вĕт ĕç чăвашла çырма ÿркеннинче çеç мар. Пĕлекенни çуккинче те мар.

Чăвашла хуравлани вĕсемшĕн вăйсăрлăха палăртни шутланать.
Ют Ҫын // 2945.91.5289
2015.03.29 14:12
Agabazar е санӑн Ӗҫчешӳ, сирӗн Черкесов патне чӑвашла хуравсем тӑратма каймаллах. малтанласа тӳлевсӗр, кайран вара-укҫаллах.
2015.03.29 16:53
Галина Никитина
Ара, ара. Тен, хуравлĕç те-и чăвашла... (((
Ула курак // 3324.04.5584
2015.03.29 18:08
Гражданину Плотникову тени пӗртак шухӑшлаттармарӗ-и? Этикет тӑрӑх хула влаҫӗн ҫынна апла каласа чӗнмелле мар. Гражданин эсир прокуроршӑн е полицишӗн. Черкесовпа депутатсен хуравӗ вырӑсла пуласси вара пӗр иккӗленӳ те ҫук
Agabazar // 3849.36.6173
2015.03.29 22:31
Agabazar
Гражданин вăл Прокуроршăн çеç мар, ыттисемшĕн те гражданинах.

Кунашкал çырусене, вăл шутра Прокурорпа Полицмейстертан тухаканнисене те, "Уважаемый Константин Макарович.... " тесе пуçлаççĕ пек туйăнать. Танлаштарса, тĕрĕслесе пăхăр. Кунта та çаплах вĕт!
Атила // 3913.58.4645
2015.03.30 11:22
Черкесов патне халиччен никкам та чӑвашла ҫырман.Ни конгресс,ни Юхма.Уйрӑмах мӗн те пулин ыйтса ҫырнӑ чух.Пурте вырӑсла вӗреннӗ.Сакукун вӗсен енче.Ухмаха ан перӗр-теҫҫӗ пуль.
петр // 5059.3.5746
2015.04.01 18:14
Ҫӗршер-ҫӗршер пин чӑвашсем ҫӗршыва хӳтлесе патриотла вӑрҫӑра ҫамрӑк пуҫӗсене хураҫҫӗ тата ӗҫлеҫҫӗ. Темшӗн патриот пулма вӗрентекен чӑваш шкулӗсене хупаҫҫӗ, хӑйсем пуҫлӑхсем патриот тӗслӗхӗсене хирӗҫ пырса. Автомат салатса пуҫтарнипе кӑна патриот пулаймӑн. Тӑван чӗлхе упраса хӑварма та майсем тупмалла (чӑваш гимназисем,5-6 урок тӑван чӗлхепе тӑван литература т.ы.т.).Чӑваш ен сакунлӑ хӑй хӳтӗлемелле хӑй чӗлхине. Унсӑр пуҫне СССР-не салатнӑ пек ку ҫӗршывне те салатаҫҫӗ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики