Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.3 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.
(Оноре де'Бальзак)
 

Таисия Ташней: "Лайăх тÿлеççĕ", - тесе йăл кулнипе кĕсье хулăнланаймĕ

Таисия Ташней23.03.2015 20:033340 просмотров

Пĕр енчен ӳстереççĕ, тепĕр енчен касаççĕ тесе вăрçа-вăрçа ĕçлесе ларать хысна тытăмĕнче тăрăшакан пĕлĕшĕм. Иртнинче вăл йĕрсе ярасси патне çитнĕскер ман пата шăнкăравлать. Чунне уçас тенĕ ĕнтĕ-ха мăнтарăн.

«Пирĕн ĕçе паян пысăк шайри тӳре-шара килчĕ, – ăнлантарать тусăм. – Вĕсем пире халĕ эпир мĕн тери ырлăхра пурăнни пирки каласа кăтартма тытăнчĕç. Ĕç укçине аван тӳлеççĕ, пурнăçĕ пыл та çу имĕш». Çук-ха, хăйсен пурнăçĕ пирки каламан лешсем пыл та çу тесе. Курнăçма пынă хысна тытăмĕнчи çав ĕçченсем çавăн пек ыр курса пурăннине палăртнă.

Пыл та çу пурăнатпăр тенипе тусăм ниепле те килĕшме пултарайман. Ачине пĕчченех ÿстерет. Ывăлĕ – студент. Кашни кун ăна çул укçи те, кăнтăрла апатланма та парса ямалла. Пĕр ставка çурăпа ĕçленине кура тупăшран илекен налук тытăннă хыççăн алла 14 пин тенкĕ илет-мĕн те, укçи пĕрех çитсе пымасть. «Икĕ çул каялла эпĕ хальхинчен ытларах илнĕ. Хваттершĕн ун чух 2 пин тенкĕ тӳленĕ. Паян хваттер укçи 4 пин тенкĕрен иртет», – тӳсеймен сăмах чĕнмесĕр пĕлĕшĕм.

«Пĕлетĕн-и, мĕнлерех куçпа тата сăнпа пăхса ман çине сиксе ӳкрĕç!» – йĕрсе яманни тусăмăн. Тĕлпулăва пынă тӳре-шара пурнăç лайăххи пирки аса илтерни, тусăм тем аташса ларни пирки иккĕленнине палăртни çитмен, кайран, вĕсем тухса кайсан, унăн пуçлăхĕ ăна «тăн кĕртнĕ». Пуçлăхсене пули-пулми ыйтупа минретсе ларнишĕн. Ăна та, çемçе пукан çинче ларакан çынна, пысăк пуçлăхсем умĕнче лайăх мар лару-тăрăва кĕртсе ӳкернишĕн.

Тепĕр пĕлĕшĕм вара республика Элтеперĕ Михаил Игнатьев хăйсемпе тĕлпулма пыриччен пуçлăх вĕсене ĕç укçи 12 пин тенкĕ илни пирки йăл кулса калама хушнине пĕлтернĕччĕ. «Вăл укçана эп тытса та курман!» – тарăхса калаçрĕ пĕлĕшĕм. Пĕлместĕп, Михаил Игнатьев пырсан хайхисен ĕç укçийĕпе кăсăкланнă-ши, кусем вара 12 пин илетпĕр тесе йăл кулса суйнă-ши - кăна ыйтса пĕлеймерĕм-ха хальлĕхе...

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микуль // 4292.84.0894
2015.03.26 10:51
Таиҫи тӑванӑм, пирӗн пурин те суйма пӑрахмаллине пӗлтерместь и ку? Кам валли пурнатпӑр эпир? Паян урӑхларах хамӑра тытмалла,уйрӑм илсен, ку хӗрарӑмсен тата пирӗн кашнин те.
Пăван // 4117.51.7078
2015.03.30 13:03
Пуçлăхĕ - пичет министрĕ Иванов. Коллектив - Хыпар. Коллектив çыннисем ячĕсене палăртса çыру çырнăшăн (гонорар, ĕç укçи пĕчĕкки пирки) халĕ Туркай çумĕ (каçарăр, заместителĕ) Максимов пурне те чĕне-чĕне кĕртсе тăн парать. Савăнăç крепчает, маразмпа пĕрле!
Agabazar // 1355.73.9782
2015.03.30 15:19
Agabazar
Хаваслăрах! Хаваслăрах! Хаваслăрах!
Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.30 15:43
Ара,Макҫимӑвне инҫете яма ҫук-ши? Енчен те пӗчӗк шалу ҫине куҫарма май ҫук-ши макҫимӑвне?
Тата журналист ӗҫне пӑрахса каймалла урӑхларах ӗҫе. Лартӑр Иванов Туркайпа пӗрле оклад ҫинче.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики