Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +14.3 °C
Из всех преступлений самое тяжкое - это бессердечие.
(Конфуций)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм-ха

Аçтахар Плотников20.02.2015 19:563794 просмотров

Ӗнер «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм. Электронлӑ вариантне. Пурӗ те 90 тенкӗ кӑна та тӑкаклах мар.

Мӗншӗн ҫырӑнасах терӗм-ха? Тӗрӗссипе эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченех ҫырӑнма шутланӑччӗ. Анчах Туркай хаҫатра ҫӗнӗ орфографипе кӑна мар, ҫӗнӗ терминологипе те кӗрешме пуҫлани питӗ килӗшмерӗ. Ку вӑл ман шутпа чӗлхен аталанӑвӗн ҫулне пӳлнипе пӗрех. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр салатаканскерне ахаль те алла илсе пӑхайратӑп тесе шутласаччӗ.

Ҫавах та хаҫата сӑнанӑ май ҫӗнӗ тӗп редактор ертсе пынипе ҫак йывӑр самантра «Хыпар» улшӑнма тӑрӑшнине куртӑм. Хаҫатӑн ҫӗнӗ пуҫалӗкӗ те ман шутпа питӗ вырӑнлӑ, илемлӗ. Ытлашши ҫукки унӑн «узнаваемость»-не, brand recognition-а, е чӑвашла каласан «хаҫат ятне, хаҫат сӑнне палласа илеслӗхе» хӑпартать. Унсӑр пуҫне, нумай пулмасть, хаҫат сӑнне кӑна мар, хурмине те улӑштарчӗҫ. А3 форматпа туха пуҫларӗ. Ку вӑл ман шутпа хаҫат коллективӗ «Хыпара» лайӑхлатма тӑрӑшнине кӑтартать. Ҫавӑнпа та вӗсене ку тӗлӗшпе мухтас пулать, кӑштах тӗрев парас пулать.

Ӗнер сӑмах май Туркайӗпе хӑйӗнпе те тӗл пултӑм. Вӑл хаҫата малашне пур номере те «Шӑматкун»-хи пекех тӗрлӗ тӗспе кӑларас шухӑшлӑ. Икӗ тӗспе кӑларни хальхи вӑхӑтра вӑл чӑн та иртнӗ ӗмӗрхи япала. Ҫӗнӗ саманалла ӗҫлеме тӑрӑшмалла.

Мухтанипе ҫитӗ, малалла йӳҫҫине палӑртар.

Паян вара пӗрремӗш номер ман алла лекрӗ. 29–30 номерли. 90 тенкӗ нумаях мар-ха та вӑл, ҫавӑнпах пуль электронлӑ ҫырӑнтарӑва кирлӗ шайрах йӗркелесе ҫитереймен. Ак, тӗслӗхрен, ман пата килнӗ ҫырура ытти ҫырӑнакансен электронлӑ адресӗсене те кӑтартнӑ. Манӑннипе пӗрле пурӗ 18 ҫын. Ҫав 17 ҫын та ӗнтӗ хӑйсен ещӗкӗсенче ман ята та, ман электронлӑ адреса та курнӑ. Кунта техникӑна лайӑхах пӗлменни палӑрать. Пӗр ҫырӑва тӳрех темиҫе адресата ярса панӑ чухне «Копия» анапа мар, «Скрытая копия» анапа усӑ курмалла. Вара кашни адресат ыттисенне пӗлмӗ.

Ку пӗчӗк кӑлтӑк тейӗпӗр. Пысӑкки вара хӑй кӑларӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗмӗшле ку номере Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. Ӑна ҫӗршывӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ те «Хыпар» хаҫат ниепле те айӑккинче тӑрса юлма пултараймасть ӗнтӗ. Тӗрлӗ саламсем (ҫав шутра партисенчен, предприятисенчен), асаилӳсем уявсем умӗн пулаҫҫех. Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук. Пӗтӗмӗшле илсен те ку кӑларӑм япӑхах пулса тухман, интереслӗ статьясем ҫук мар. Олег Цыпленковран илнӗ интервью, Айхине халалланӑ «...Кунать шӑпа тулӑксӑрри...» Ҫук, шӑпу аслӑ» статья, Ефросиния Сидорова тӗпчевҫӗ пирки тата ыттисем. Анчах та нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Тӑван чӗлхе кунӗ валли нимӗн чухлӗ те вырӑн тупӑнайман. Вӑт ку мана питӗ пӑшӑрхантарчӗ. Унччен малтан пуҫелӗкӗнче «Чӑваш халӑх хаҫачӗ» пулнине пӗлтерекен хаҫатра ҫак кун пирки манмалла пулманах ӗнтӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2015.02.20 20:25
Эпӗ вара"Ҫамрӑксен хаҫачӗн " электронлӑ вариантне ҫырӑнтӑм иртнӗ ҫул. Вӑхӑтрах килсе тӑчӗ, анчах та мана тивӗҫтермерӗ. Хӑнӑхнӑ эп хаҫат вулама, электронлӑ вариантне ир ҫинче вулатӑп, унтан почтӑна кайса хаҫатнех туянатӑп.Кӑҫал туянсах тӑратӑп, ҫырӑннинчен йӳнӗрех ларнӑ пек туйӑнать."Хыпар" хаҫата ҫырӑнас мар, ниҫта та тупса вулаймастӑн, библиотекӑсем ҫырӑнса илмеҫҫӗ, библиотекӑра вуласа чун канмасть тата ман. Куллен туянсан йӳнӗрех ларать-ха, кашни кун почтӑна утаймастӑн, ҫулла пачах та. Те тепре электронлӑ вариант иккӗмӗш ҫур ҫул валли ҫырӑнса пӑхмалла, ҫулла хаҫат вулама вӑхӑт сахалрах пулать.Каллех электронлӑ вариантне вулӑп та хаҫат шырама тухӑп? Ку таранччен "Хыпар" яланах ҫырӑнса илсе-ха эпир."Учительская газета" хӑй пин тенкӗ тӑрать, незевисимое педагогическое издание.Хаҫат килӗшет те уйрӑлас килмест.Ача-пӑча хаҫачӗ 500 тенкӗ ытла...
2015.02.20 20:27
независимое
Этсемри // 4117.51.7078
2015.02.20 20:38
Хыпар паян ма-ха калаҫмалли сӑлтав? Эсир Туркая пула йӳтемен-и?
Agabazar // 4073.75.6565
2015.02.20 22:07
Agabazar
Хам та вĕçĕмсĕр çавăн пирки шаккасах тăратăп: "Мĕн тупнă эсир Туркайра?"

Пĕр пысăк машшинан пĕчĕкçеççĕ пĕр винтти.

Тупса панă пире каштаран çакса хунă тулли михĕ. Эх тÿнккеççĕ, эх тÿнккеççĕ хайхи... навус тултарнă миххе! Боксёрсем хайхи леш грушăна тÿнккенĕ пек...
Эксперт // 4117.51.7078
2015.02.27 15:17
Хыпарта паян Туркай, хӑйӗн шучӗпе, кисрентерекен статья кӑларнӑ. Статйи "Атнер П.Х. (П.Х. тенине сасӑпа каласанах автор Хусанкайран мӑшкӑллани иккӗлентермест)..." пуҫланать. Ку- Туркай тавлашу культуринчен те, плюрализмран та пин км аякрине кӑтартакан тӗслӗх. Малтанхи Хыпарта, Никольский сӑнлинче, кунашкалли пулнине ас тумастӑп. Х...с килтерекеен статья.
Agabazar // 5514.7.1089
2015.02.27 18:57
Agabazar

Пуççĕ Райăт

Çав япалана пит хытă питлем пек тăвать-ха та Туркай, анчах хăй пуççисенчен те ирттерет. "Турăм, турăм" тенисене каласа парса тĕлĕнтереççĕ вĕт!!!
Эксперт // 4117.51.7078
2015.02.27 19:05
Хӑйӗн курпунне кам курмасть тет-ха? Туркай та ҫавах.
2015.02.28 16:42
Аксар Чунтупай
Пит тĕрĕс.
Agabazar // 3702.41.9029
2015.02.28 17:30
Agabazar
МухтавТуркая тата .... Пуççă Райăт'а! :-) :-) :-)

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики