Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +18.3 °C
Самое ценное в жизни и в стихах - то, что сорвалось.
(М. Цветаева)
 

Agabazar: Лия Сергеевна Левитская

Agabazar26.01.2015 15:043028 просмотров

Л.С.Левитская (1931-2009) чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçисенчен пĕри. Вăл вилнĕ хыççăн тухнă некрологпа паллашма сĕнетĕп. http://altaica.narod.ru/personalia/levitskaya.htm

Паллах, ун çинчен Тетелти ытти чылай ресурссенче те паллашма пулать.

Шутласа пăхăр-ха, Лия Сергеевна филологи наукисен кандидачĕ çеç пулнă. Урăхла каласан, хăйĕн кĕскех те мар ĕмĕренче вăл "доктора тухайман". Тĕленсех каймалла!

Çыннăн, ăславçăн пĕлтерĕшĕ кĕсьери дипломсен, кăкăр тата хырăм çинчи медальсен шучĕпе çеç мар виçĕнет çав!

Л.С.Л. вара чăнах та шултра ăславçă. Унăн "Чăваш чĕлхин историлле морфологийĕ" ятлă монографи пур. Унпа кирек кам та паллашма пултарать. Чăн та, Тĕнчери Фонетика Алфавичĕ пулăшнипе сасăсене палăртнăран, ăна вулама, тен, йывăртарах пулĕ ахаль çынна. http://altaica.ru/LIBRARY/e_levchuv.htm

Лия Сергеевна вĕренекенĕсем хушшинче — Юдит Дмитриева-Солонтаи, Елена Лебедева, Олег Мудрак, Анна Дыбо.

Чăваш халăхĕн çак çынна ниепле те манма юрамасть тесе шутлатăп.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2920.99.5481
2015.01.28 15:06
Agabazar
Кам та пулсан, тен, Лия Сергеевнана пурăннă чух курса юлнă? Унпа хутшăннă, калаçнă? Тен кам та пулсан пĕрлехи ĕçсем те пурнăçланă?

Тен ăна хăйĕн вĕрентекенĕ текенсем татах та пур?
Agabazar // 3421.90.7260
2015.01.30 19:43
Agabazar
Нивушлĕ сайтçăсем хушшинче Лия Сергеевнăна пĕлнĕ е унăн ĕçĕсемпе паллашнă пĕр çын та çук?
Василиса // 2290.80.3961
2015.01.30 20:59
Л.С.Левитская (1931-2009) чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçисенчен пĕри. -Шел, эпӗ лиература тӗпчевҫисене пӗлсех каймастӑп.Пурте доктора тухаймаҫҫӗ ҫав. Какуй доктора тухмалли, ветеран ятне те темӗн чуль маттур ӗҫлесен те илейместӗн. Йӗркесӗрлӗхе хирӗҫ калаҫатӑн, ӗмӗрӗпех сана ура хурса пыраҫҫӗ. Станьяла та хӑй вӑхӑтӗнче ура хуракансем чылай пулнӑ.Маттур, хуҫӑлман, хӑй суйланӑ ҫултан пӑрӑнман. Юрать-ха , юлашки вӑхӑтра ӑна хисеплеме пуҫларӗҫ. Эп вилсен те ыр сӑмахне ҫырасса ҫырӗҫ-ха, мӗн тума кирлӗ? Этеме пурӑннӑ чух хакламалла.
Agabazar // 3421.90.7260
2015.01.30 21:18
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: Çыраканĕ хуратнă
Agabazar // 3421.90.7260
2015.01.30 21:19
Agabazar
Василиса,
Хăшĕсем "доктора" çеç мар, "кандидата" та тухаймаççĕ.

Анчах та кунта сăмах ун пирки мар.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики