Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Пророков нет в Отечестве своем, Но и в других отечествах не густо.
(В.Высоцкий)
 

Дневник пользователя irinuk87

Хӗрарӑмсем те ӗҫкӗҫ арҫынсенчен юлмаҫҫӗ

  18.06.2017 20:57 | 6570 просмотров

Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.

Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.

Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха.

Далее...

 

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и?

  06.06.2017 22:21 | 7364 просмотров

Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ.

Далее...

 

Ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫап айне путармалла мар

  25.05.2017 18:50 | 5770 просмотров

Хамӑр пурӑнакан ҫурта, урама, тӑван яла тасалӑхра, тирпейлӗхре тытмалла. Анчах хӑшӗ-пӗрин пирки «эгоист» теес килет. Унашкал ҫынсемшӗн пӳрте, картише тасалӑхра тытни те ҫителӗклӗ. Урамра, ҫывӑхри ҫырма-ҫатрара ӑпӑр-тапӑр йӑваланнине куҫ курмасть унӑн.

Тепӗр тесен, ҫавнашкал ҫынсемех варалаҫҫӗ пулӗ-ха. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрварри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ял. Сӑртлӑ вырӑн чӑннипех те куҫа илӗртет. Малтанах ялти урамсем тирпейлӗ пулнинчен, пӗр ҫӳп-ҫап та йӑваланманнинчен тӗлӗнтӗмӗр.

Далее...

 

Чӑвашла туй ирттернинчен слон курнӑ евӗр тӗлӗнме пуҫларӑмӑр

  14.05.2017 22:27 | 6352 просмотров

«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ.

Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ.

Далее...

 

Мул мар, тӑванлӑх туйӑмӗ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла

  08.05.2017 14:39 | 6166 просмотров

Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.

Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ.

Далее...

 

Кахал ҫемье чухӑн пурӑнать

  01.05.2017 22:00 | 5583 просмотров

Тӗлӗнмелле ҫемье пурӑнать пирӗн ялта. Вӗсем ҫине пӑхсан те кулмалла, те макӑрмалла? Пӗр енчен, хӑйсем пурӑнма пӗлмеҫҫӗ. Тепӗр енчен, унашкал ҫемьесене ял-йышӑн пулӑшмалла.

Тӗрӗссипе, ял-йыш ҫав ҫемьене пулӑшман мар. Михайловсем (хушаматне улӑштартӑм) питӗ чухӑн пурӑнаҫҫӗ. Хӑйсен кахаллӑхне пула ҫакӑн патне килсе ҫитрӗҫ вӗсем. Кахалӗ, чӑн та, хӑйсенчен самай пысӑк. Хӑй вӑхӑтӗнче, хуняшшӗ пурӑннӑ чухне, ҫемье ӗне, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ. Хуняшшӗ вилсен ӗнине, сӗт параканскере, пусса сутрӗҫ.

Далее...

 

Йышпа ӗҫлеме лайӑх...

  01.05.2017 21:38 | 5091 просмотров

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ те чакса пырать-ши? Паян ҫак ыйту тавра нумай шухӑшларӑм. Халӗ йӑлтах техника пурнӑҫлать: кӗпе-йӗм ҫумалли машина та, апат пӗҫӗрекен мультиварка та пур. Этем пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Анчах чунри ырӑлӑхпа ӑшӑлӑх чакса пынӑн туйӑнать.

Ӗлӗк кӳршӗ кӳрше пӗрмай пулӑшнӑ. Ун чухне ҫӗрулмине алӑпа е лашапа лартнӑ. Ку ӗҫ хресченшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ара, ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать вӗт. Ҫемье пахчана ҫӗрулми лартма тухсан кӳршисем те каҫнӑ.

Далее...

 

Аптекӑра фанфурик сутма юрамасть, ялта вара ярӑнтараҫҫӗ кӑна

  23.04.2017 21:31 | 4933 просмотров

Хамӑр ялти Илюш (ҫынсем ӑна ҫапла чӗнеҫҫӗ) пульницӑра реанимацире темиҫе кун выртнине пӗлсен тӗлӗнтӗм. Вӑл пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулнӑ. Телее, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса вилӗме парӑнтарнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын реанимацие мӗнле лекнӗ-ха?

Ялта чылайӑшӗ эрех авӑрне путнине тепӗр хутчен калама та кирлӗ мар пулӗ. Илья та шӑпах ҫак шӗвеке пула пульницӑна лекнӗ. Лавккари эрехе е сӑмакун ӗҫмен вӑл. Пирӗн ялта фанфурик сутаҫҫӗ-мӗн! Тӗлӗнмелле… Ара, юлашки вӑхӑтра фанфурика аптекӑсенче те вӑхӑтлӑх сутма чарчӗҫ вӗт.

Далее...

 

Халӑх тетелӗнче пуҫа минретекен ушкӑнсене пӗтерес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле

  16.04.2017 11:09 | 5391 просмотров

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов хатӗрленӗ саккун проектне кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, 14 ҫул тултарман ачасен халӑх тетелӗнче регистрациленме юрамасть, регистрациленекен ҫынран паспорт ыйтмалла. Питӗ лайӑх шухӑш ку. Атту халӗ ачасем шкула кайнӑ-кайман халӑх тетелӗнче ларма тытӑнаҫҫӗ. Ку кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрланне те халӑх тетелӗнче регистрацилет, лешӗ лайӑх ҫырма-вулама хӑнӑхиччен унӑн ятӗнчен хӑйсемех лараҫҫӗ.

Саккун проектӗнче пӗр ҫын ятӗнчен темиҫе страница уҫма юраманнине те палӑртнӑ.

Далее...

 

Ялта ӑҫта ӗҫлемелле?

  09.04.2017 21:43 | 6533 просмотров

Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.

Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ.

Далее...

 
Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 19
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)